Пинмӗш Патшалӑх залӗ
2013 ҫулхи август уйӑхӗнче Филиппинри Иегова Свидетелӗсем пысӑк событи паллӑ тунӑ — строительство программи тӑрӑх пинмӗш Турӑ Патшалӑхӗн залне туса лартнӑ. Ытти нумай ҫӗршывсенчи пекех, Филиппинри христиансен пухӑвӗсен Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене туса лартма укҫа-тенкӗ те, специалистсем те час-часах ҫитмеҫҫӗ, вӗсене пулӑшу кирлӗ. Хӑш-пӗр Свидетельсем нумай ҫул хушши пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫынсен килӗсенче е бамбукран тунӑ хӳшӗсенче ирттернӗ.
Филиппинра та, ытти ҫӗршывсенче те Иегова Свидетелӗсен шучӗ ӳссех пынӑран ҫӗнӗ Патшалӑх залӗсем тума тивет. Ҫавӑнпа та Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ 1999 ҫулта чухӑн ҫӗршывсенче Турӑ Патшалӑх залӗсене туса лартма программа йӗркеленӗ. Ҫав программа тӑрӑх, вырӑнти Свидетельсем строительство валли хӑйсем вӑй ҫитернӗ таран укҫа-тенкӗ парнелеҫҫӗ, мӗн чухлӗ ҫитменнине вара ытти ҫӗршывсенчи Свидетельсем кӑмӑлтан панӑ укҫа-тенкӗрен уйӑрса параҫҫӗ. Вӗрентсе хатӗрленӗ строительсене пухусене Турӑ Патшалӑх залӗсене туса лартма пулӑшмашкӑн ушкӑнӑн-ушкӑнӑн йӗркелеҫҫӗ. 2001 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче ҫак пӗтӗм тӗнчери программа Филиппинра ӗҫлеме пуҫланӑ.
Илуминадо — Иегова Свидетелӗ, вӑл Марилао (Булакан провинцийӗ) пухӑвӗнчен, унта пинмӗш зал туса лартнӑ. Вӑл каласа парать: «Христиансен тӑванлӑхӗ йышӗнче пулни мӗне пӗлтернине эпӗ хам ҫинче туйса илтӗм. Нумайӑшӗ пулӑшма хапӑл турӗҫ: арҫынсем те, хӗрарӑмсем те, ваттисем те, ҫамрӑккисем те. Хӗвел хӗртнине пӑхмасӑр эпир ҫума-ҫумӑн ӗҫлерӗмӗр. Яра кун ӗҫлесе эпир ывӑнаттӑмӑр пулин те, хамӑр пӗрле тунӑ ӗҫе курса питӗ савӑнаттӑмӑр».
Доброволецсем тӑрӑшса ӗҫлени Свидетель мар ҫынсене те питӗ тӗлӗнтернӗ. Стройкӑна хӑйӗн грузовикӗпе хӑйӑр тата вӗт чул турттаракан пӗр ҫын ҫапла каланӑ: «Эсир кӑткӑсем пекех — питӗ нумаййӑн! Пурте пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ. Эпӗ кун пеккине нихӑҫан та курман».
Доброволецсем ҫурта хӑвӑрт туса пӗтернӗ: ҫурт кӑшкарне хӑпартма пуҫланӑ хыҫҫӑн уйӑх ҫурӑ та иртмен. Стройка вӗҫленсен, пуху Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫе каллех малти вырӑна хурса пӗтӗм вӑйран туса тӑма пултарнӑ (Матфей 24:14).
Элен, ҫав вырӑнти тепӗр Иегова Свидетелӗ, калать: «Унчченхи Турӑ Патшалӑх залӗнче эпир пурте вырнаҫаймастӑмӑр, ҫавӑнпа нумайӑшӗн урамра ларма тиветчӗ. Ҫӗнӗ Патшалӑх залӗ илемлӗ ҫеҫ мар, вӑл чылай пысӑкрах тата меллӗрех. Ҫавӑнпа халӗ эпир христиансен тӗлпулӑвӗсенче вӗрентни-кӑтартнинчен ытларах усӑ илме пултаратпӑр. Ҫакӑ, паллах, питӗ хавхалантарать!»