Ҫӗр ҫинче мирлӗ пурнӑҫа мӗнле туса хурӗҫ?
Библире мӗн каланӑ?
Ҫӗр ҫинче мирлӗ пурнӑҫ ҫын вӑйӗпе мар, Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынипе пулӗ. Ҫав Патшалӑх тӳперен ертсе пырӗ, унӑн Патши — Иисус Христос. Библире ҫакӑн пек тӗлӗнмелле шанчӑк ҫинчен мӗн каланине пӗлӗр.
«Вӑрҫа ҫӗр чиккине ҫитиех чарса» Турӑ хӑй сӑмах панине — «ҫӗр ҫинче... вӑл ырлакан ҫынсене мир пултӑр!» — тенине пурнӑҫлӗ (Псалом 45:10; Лука 2:14).
Турӑ Патшалӑхӗ тӳперен пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗпе ертсе пырӗ (Даниил 7:14). Вӑл пӗтӗм тӗнчери правительство пулнӑран халӑхсене харкаштарса яракан тӗп сӑлтава — пӗр халӑха тепринчен мала хурассине — тӗп тӑвӗ.
Иисуса, Турӑ Патшалӑхӗн Патшине, «Тӑнӑҫлӑх Пуҫлӑхӗ» тенӗ. Вӑл туса паракан тӑнӑҫлӑхӑн «чикки те пулас ҫук» (Исаия 9:6, 7).
Малалла та ҫапӑҫса пурӑнас текен ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ вӑхӑтра пурӑнма ирӗк памӗҫ, мӗншӗн тесен «пусмӑрлама юратакана... [Туррӑн] чунӗ кураймасть» (Псалом 10:5; Ытарӑшсем 2:22).
Турӑ хӑйне итлесе пурӑнакан ҫынсене пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма вӗрентет. Ҫакӑн пек вӗрентни мӗн парать? Библире ун пирки акӑ мӗн каланӑ: «Вара хӑйсен хӗҫӗнчен сухапуҫӗ, сӑннинчен ҫурла туптаса тӑвӗҫ: пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ» (Исаия 2:3, 4).
Пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион Иегова Свидетелӗ Турӑран мире юратма вӗренет (Матфей 5:9). Вӗсем тӗрлӗ халӑхран тухнӑ пулсан та, 230 ытла ҫӗршывпа территорире пурӑнаҫҫӗ пулсан та, хӑйсен ҫывӑх ҫыннисемпе ҫапӑҫмашкӑн алла хӗҫ-пӑшал тытма килӗшмеҫҫӗ.
Иегова Свидетелӗсем паянах мирлӗ пурӑнма вӗренеҫҫӗ