Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
Библире мӗн каланӑ?
Турӑ Патшалӑхӗ вӑл — Иегова Турӑ йӗркеленӗ правительство. Библире «Турӑ Патшалӑхӗ» пирки «ҫӳлти Патшалӑх» та тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл тӳперен ертсе пырать (Марк 1:14, 15; Матфей 4:17). Турӑ Патшалӑхӗпе ҫынсен правительствисем хушшинче нумай пӗрпеклӗх пур, анчах Турӑ Патшалӑхӗ вӗсене пур енчен те ирттерет.
Ертсе пыракансем. Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулма Турӑ Иисус Христоса суйласа лартнӑ. Турӑ ӑна питӗ пысӑк власть панӑ, ҫынсенчен никамӑн та ҫакӑн пек пысӑк власть ҫук (Матфей 28:18). Иисус хӑйӗн влаҫӗпе яланах тӗрӗс усӑ курать, мӗншӗн тесен вӑл шанӑҫа тивӗҫлӗ тата хӗрхенекен Ертӳҫӗ (Матфей 4:23; Марк 1:40, 41; 6:31—34; Лука 7:11—17). Турӑ пулӑшнипе Иисус мӗнпур халӑхран ҫынсене суйласа илнӗ, вӗсем тӳпере «патшасем пулса» унпа пӗрле «ҫӗре тытса тӑрӗҫ» (Ӳлӗмхи 5:9, 10).
Хӑҫанччен ертсе пырӗ. Ҫынсен правительствисем яланах улшӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем вӑхӑтлӑха ҫеҫ. Турӑ Патшалӑхӗ вара «ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ», вӑл нихӑҫан та арканмӗ (Даниил 2:44).
Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисем. Туррӑн законӗсене итлесе пурӑнакан кирек мӗнле халӑх ҫынни те Турӑ Патшалӑхӗн ҫынни пулса тӑма пултарать (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35).
Законсем. Турӑ Патшалӑхӗн законӗсем (е заповечӗсем) Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисене тӗрӗс маррине тума чараҫҫӗ кӑна мар, Туррӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнма та вӗрентеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Библире ҫапла каланӑ: «„Хӑвӑн Иегова Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат“. Ҫакӑ чи аслӑ та тӗп заповедь. Иккӗмӗшӗ те ун евӗрлех: „Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“» (Матфей 22:37—39). Турра тата ҫывӑх ҫынна юратни Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисене ыттисене ырӑ тума хавхалантарать.
Вӗрентни. Турӑ Патшалӑхӗ хӑйӗн ҫыннисенчен Туррӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнасса кӗтет тата вӗсене ҫакна мӗнле тумаллине те вӗрентет (Исаия 48:17, 18).
Тӗллев. Турӑ Патшалӑхӗн пуҫлӑхӗсен хӑйсене пӑхӑнса тӑракансен шучӗпе пуяс тӗллев ҫук. Ҫак Патшалӑх Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлӗ, ҫав шутрах Турӑ сӑмах панине — Турра юратакансем ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ тенине — пурнӑҫлӗ (Исаия 35:1, 5, 6; Матфей 6:10; Ӳлӗмхи 21:1—4).