Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эпӗ санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн (2025 ҫулхи регион конгресӗнчи юрӑ)

Эпӗ санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн (2025 ҫулхи регион конгресӗнчи юрӑ)

(Псалом 39:9)

Уҫласа илӗр:

  1. 1. Ывӑлу шыва кӗнӗ чух вӑл

    Асра тытнӑ сан ирӗкне.

    Чӗринче ҫакна упраса вӑл

    Тунӑ эс мӗн хушнине.

    Илӗртӳсене парӑнман вӑл,

    Хӳтӗленӗ сан ятна.

    Вӑй хурса вӑл саншӑн ӗҫленӗ.

    Эп те ӗҫлӗп вӑй хурса.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Сан ирӗкне туса тӑма

    Шеллемӗп вӑхӑтпа вӑя.

    Ку чӑн телей кӳрет мана.

    Эп ҫӳреп сан ҫуттунта.

    Сан ирӗкне тӑвап чунтан.

    Ак чаплӑ шанчӑк ман умра.

    Юратӑвна туйса тӑрап.

    Эп мухтавлӑп сан ятна

    Чун-чӗререн.

  2. 2. Эп сана пӗлсессӗн, Иегова,

    Тупрӑм чӑн телей, чӑн-чӑн мир.

    Сан ҫинчен пӗлни питӗ хаклӑ.

    Пытармас ӑна хамра.

    Т(ӑ)вансемпе пӗрле эп ӗҫлетӗп.

    Пурнӑҫра ку чи пахи.

    Санӑн ятупа мухтанатӑп.

    Саншӑн ӗҫлӗп пур вӑйран.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Сан ирӗкне туса тӑма

    Шеллемӗп вӑхӑтпа вӑя.

    Ку чӑн телей кӳрет мана.

    Эп ҫӳреп сан ҫуттунта.

    Сан ирӗкне тӑвап чунтан.

    Ак чаплӑ шанчӑк ман умра.

    Юратӑвна туйса тӑрап.

    Эп мухтавлӑп сан ятна

    Чун-чӗререн.

    Сан ирӗкне тӑвап.

(Ҫавӑн пекех Пс. 39:4, 11 пӑхӑр.)