Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

94-МӖШ ЮРӐ

Турӑ Сӑмахӗшӗн пархатарлӑ

Турӑ Сӑмахӗшӗн пархатарлӑ

(Филиппӑ 2:15, 16)

  1. 1. Чунтан пархатарлӑ, Иегова, сана

    Пире эсӗ панӑшӑн хӑв Сӑмахна.

    Яр уҫҫӑн кӑтартатӑн

    эс чӑнлӑх ҫутине,

    Ун урлӑ кӑлартӑн пире ирӗке.

  2. 2. Сӑваплӑ Ҫыру вӑл — чун витӗр тухать,

    Чӗре мӗнлерех пулнине кӑтартать.

    Эс панӑ йӗркесем те

    тӗп-тӗрӗс, тап-таса,

    Пыма пулӑшаҫҫӗ чи лайӑх ҫулпа.

  3. 3. Куллен-кун вулатпӑр эпир Сӑмахна,

    Унта мӗн ҫырни питӗ ҫывӑх чуна.

    Сӑваплӑ Сӑмахушӑн,

    Аттемӗр, тав сана.

    Ялан пурӑнасшӑн эпир чӑнлӑхпа.

(Ҫавӑн пекех Пс. 18:10; 118:16, 162; Иак. 5:17; 2 Петр 1:21; 2 Тим. 3:16 пӑхӑр.)