79-МӖШ ЮРӐ
Вӗсене ҫирӗп пулма вӗрентӗр
-
1. Иеговӑн сурӑхӗсене
Вӗрентни телей кӳрет.
Турӑпа вӗсем ҫӳренине
Курнипе чун хӗпӗртет.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Иегова, эс илтсем пире:
Эс вӗсене ертсе ҫӳре.
Ӗненӳре тӗрекленме, ҫирӗпленме
Эс пулӑшсамччӗ вӗсене.
-
2. Чӑрмавсем вӗсен сиксе тухсан,
Эпӗр пулӑшнӑ ялан,
Чӑн Турра вӗсемшӗн кӗлтума
Нихӑҫан та чарӑнман.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Иегова, эс илтсем пире:
Эс вӗсене ертсе ҫӳре.
Ӗненӳре тӗрекленме, ҫирӗпленме
Эс пулӑшсамччӗ вӗсене.
-
3. Турӑпа ун Ывӑлне шанса
Ҫирӗп тӑччӑр чӑнлӑхра.
Мӗн вӗҫне ҫитичченех чӑтса,
Илччӗр чӑн-чӑн пурнӑҫа.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Иегова, эс илтсем пире:
Эс вӗсене ертсе ҫӳре.
Ӗненӳре тӗрекленме, ҫирӗпленме
Эс пулӑшсамччӗ вӗсене.
(Ҫавӑн пекех Лука 6:48; Ап. ӗҫ. 5:42; Флп. 4:1 пӑхӑр.)