69-МӖШ ЮРӐ
Патшалӑх ҫинчен малалла та пӗлтерер!
-
1. Патшалӑх ҫинчен хыпарлатпӑр
Тӗнчен пур кӗтесӗнче.
Йӑваш ҫынсене пулӑшатпӑр
Чӑн Турӑ ҫинчен пӗлме.
Ҫак чыслӑ ӗҫе пит хавассӑн
Тӑватпӑр эпир кулленех.
Эпир малалла та мухтасшӑн
Иеговӑн сӑваплӑ ятне.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Малалла вӑй хурӑр
Хӑрамасӑр ыр хыпар сарма.
Малалла шут тытӑр
Турӑ майлӑ шанчӑклӑн тӑма.
-
2. Мӗнпур урӑх сурӑх хастаррӑн
Ӗҫлет пӗчӗк кӗтӳпе.
Ватти, ҫамрӑкки — пурте харӑс
Утаҫ чӑнлӑх ҫулӗпе.
Пурин те пӗлме питӗ кирлӗ
Патшалӑх кӗҫех килессе.
Иегова пире ҫирӗплетрӗ
Хӑюллӑн хыпар пӗлтерме.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Малалла вӑй хурӑр
Хӑрамасӑр ыр хыпар сарма.
Малалла шут тытӑр
Турӑ майлӑ шанчӑклӑн тӑма.
(Ҫавӑн пекех Пс. 22:4; Ап. ӗҫ. 4:29—31; 1 Петр 2:21 пӑхӑр.)