59-МӖШ ЮРӐ
Манпа пӗрле Иаг Турра мухтӑр
(Псалом 145:2)
-
1. Мухтӑр манпа
Аслӑ Турра.
Чӗрӗлӗх, пурӑнӑҫ — Иаг Турӑра.
Чыслӑр манпа
Унӑн ятне,
Мухтӑр ун ӗмӗрлӗх юратӑвне,
Аслӑлӑр ун иксӗлми хӑватне!
-
2. Мухтӑр манпа
Ырӑ Турра.
Мӗн кирлине кӑмӑлтан вӑл парать.
Кӗлтунине
Тимлӗ итлет,
Сывлӑш парса вӑй-хӑват вӑл кӳрет.
Мухтӑр ун аслӑ ятне ӗмӗрех!
-
3. Мухтӑр манпа
Тӳрӗ Турра.
Шанчӑк парса йӑпатать вӑл чуна.
Сиплӗ йӑваш
Чун-чӗрене,
Пиллӗ Иегова туллин ҫынсене.
Мухтӑр хавассӑн ҫӳлти Аттене!
(Ҫавӑн пекех Пс. 93:18, 19; 144:21; 146:1; 150:2; Ап. ӗҫ. 17:25 пӑхӑр.)