Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

52-МӖШ ЮРӐ

Пурнӑҫа Турра халаллани

Пурнӑҫа Турра халаллани

(Еврейсем 10:7, 9)

  1. 1. Иегова Турӑ пултарнӑ

    Пит пысӑк тӗнчене.

    Тӳпе те, ҫӗр те — пурте ун,

    Вӑл тунӑ вӗсене.

    Сывлатпӑр та пурӑнатпӑр

    Эпир ӑна пула.

    Вӑл тивӗҫлӗ чыс-мухтав илме,

    Ӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла.

  2. 2. Шыва ун Ывӑлӗ кӗнӗ,

    Кӗлтунӑ Ашшӗне:

    «Эй Туррӑм, акӑ килтӗм эп

    Тума сан ирӗкне».

    Шывран тухсассӑн вӑл илнӗ

    Иеговӑн сывлӑшне.

    Турра парӑнса Иисус куллен

    Туса тӑнӑ ун ӗҫне.

  3. 3. Сана, Иегова Аттемӗр,

    Мухтав кӳрсе тӑма

    Эпир те хамӑр ирӗке

    Хумастпӑр тек мала.

    Пире ҫӑлмашкӑн эс панӑ

    Хӑв савнӑ Ывӑлна.

    Вилетпӗр-и, пурӑнатпӑр-и —

    Эпир санӑн яланах.

(Ҫавӑн пекех Матф. 16:24; Марк 8:34; Лука 9:23 пӑхӑр.)