50-МӖШ ЮРӐ
Хама Турра халалласа кӗлтуни
-
1. Хамӑн сасӑмпа, Аттем,
Эп сана мухтав кӳрем.
Чӗреме парап сана.
Ӑсӑм упрӗ чӑнлӑхна.
-
2. Пӗтӗм вӑй-хала парса
Саншӑн ӗҫлӗп тӑрӑшса.
Хамӑн мӗн пурри — йӑлт сан,
Пӗтӗмпех парап чунтан.
-
3. Санӑн ирӗкне тума
Халаллатӑп эп хама.
Ӗмӗрех хам ӗҫсемпе
Савӑнтарӑп чӗрӳне.
(Ҫавӑн пекех Пс. 39:9; Иоанн 8:29; 2 Кор. 10:5 пӑхӑр.)