29-МӖШ ЮРӐ
Хамӑра панӑ ятпа килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр
(Исаия 43:10—12)
-
1. Эсӗ, Иегова, виҫесӗр хӑватлӑ,
Сан ырлӑху — нихӑҫан иксӗлми.
Чӑн та, санра — пӗтӗм ӑслӑлӑх, чӑнлӑх.
Эс Ҫут тӗнченӗн мухтавлӑ Турри.
Сан халӑху пулнӑран ҫӗкленӳллӗн
Саншӑн ӗҫлетпӗр чунтан тӑрӑшса.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
«Манӑн Свидетель» тесе эс ят патӑн.
Пурнӑпӑр ҫак ыр ята хакласа.
-
2. Пурте пӗрле сан ӗҫе хутшӑнни вӑл
Ҫыхӑнтарать юрату ҫыххипе.
Чӑн пысӑк савнӑҫ куллен-кун тупатпӑр
Санӑн ҫинчен каласа тӑнипе.
Хӑв ятупа ҫӳреме эсӗ шантӑн —
Ҫӳрӗпӗр ӗмӗр сана мухтаса.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
«Манӑн Свидетель» тесе эс ят патӑн.
Пурнӑпӑр ҫак ыр ята хакласа.
(Ҫавӑн пекех Сак. аст. 32:4; Пс. 42:3; Дан. 2:20, 21 пӑхӑр.)