Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

21-МӖШ ЮРӐ

Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр

Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхне шырӑр

(Матфей 6:33)

  1. 1. Кӗҫ килет ҫӳлти Патшалӑх,

    Ырлӑх, тӗрӗслӗх тӑвать.

    Иеговӑшӑн вӑл хаклӑ;

    Вӑл ӑна пиллет, ырлать.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Чи малтан Патшалӑх шырӑр,

    Тӑвӑр Туррӑн ирӗкне.

    Мухтава Ӑна кӑларӑр

    Мӗнпур халӑх хушшинче.

  2. 2. Ыранхишӗн ан кулянӑр,

    Мӗн ӗҫес, ҫиес тесе.

    Вӗт Патшалӑх шырасассӑн

    Хӑвармасть пире Атте.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Чи малтан Патшалӑх шырӑр,

    Тӑвӑр Туррӑн ирӗкне.

    Мухтава Ӑна кӑларӑр

    Мӗнпур халӑх хушшинче.

  3. 3. Пур йӑваш ҫынна тупмашкӑн

    Ыр хыпар сарса тӑрар.

    Уҫҫӑнах вӗсем те курччӑр:

    Чӑн-чӑн шанчӑк — Турӑра.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Чи малтан Патшалӑх шырӑр,

    Тӑвӑр Туррӑн ирӗкне.

    Мухтава Ӑна кӑларӑр

    Мӗнпур халӑх хушшинче.

(Ҫавӑн пекех Пс. 26:14; Матф. 6:34; 10:11, 13; 1 Петр 1:20, 21 пӑхӑр.)