Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

137-МӖШ ЮРӐ

Турра шанчӑклӑ хӗрарӑмсем

Турра шанчӑклӑ хӗрарӑмсем

(Рим 16:2)

  1. 1. Сарра, Эсфирь, Мария, Авигея —

    Ыр ятлӑ, шанчӑклӑ пулнӑ арӑмсем,

    Турӑшӑн пӗтӗм чунтан ӗҫленисем.

    Вӗсем евӗрлӗ ытти хӗрарӑмсем

    Чӗререн Иеговӑна ӗненнӗ.

    Ун кӗнекинче халь вӗсенӗн ячӗсем.

  2. 2. Шанчӑклӑх, ырлӑх, юрату, хӑюлӑх —

    Чун ӑшӗнчи, чӗрери пӗтми илем,

    Турӑшӑн хаклӑ та кӑмӑллӑ енсем.

    Ҫав хӗрарӑмсем кӑтартнӑ вӗсене.

    Пухури хӗрарӑм тӑвансем те

    Халӗ кӑтартаҫҫӗ ҫак ырӑ енсене.

  3. 3. Хаклӑ хӗрарӑм тӑвансем, эсир те

    Турӑ ӗҫне хутшӑнатӑр хаваспа.

    Хӑвӑр йӑваш чӗрепе, сӑпайлӑхпа

    Эсир пит илемлӗ Турӑ умӗнче.

    Сирӗн ыр ӗҫе Иегова пиллӗ.

    Сирӗн ятсене вӑл упрать хӑй асӗнче.

(Ҫавӑн пекех 1 Петр 3:4, 5; Флп. 4:3; 1 Тим. 2:9, 10 пӑхӑр.)