Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

135-МӖШ ЮРӐ

Иегова чӗререн чӗнет: «Ывӑлӑм, ӑслӑ пул»

Иегова чӗререн чӗнет: «Ывӑлӑм, ӑслӑ пул»

(Ытарӑшсем 27:11)

  1. 1. Яш-кӗрӗм, эсир итлӗр ман сӑмахӑма.

    Вара эп хурав параятӑп тӑшмана.

    Чунтан халаллатӑр мана ҫамрӑклӑха.

    Эсир итлени — ку вӑл маншӑн пит паха.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ман ачамсем, ыр ӑслӑ пулӑр

    Чунтан ман ирӗке туса.

    Эсир кӑмӑлтан ӗҫлени вӑл

    Савӑнтарса тӑрать мана.

  2. 2. Мана хаваспах парӑр хӑвӑр чӗрӗре.

    Эсир такӑнсассӑн, ҫӗклетӗп эп сире.

    Тӑшман тапӑнсассӑн, эп хӳтӗлӗп унран.

    Сире юратса пулӑшатӑп эп ялан.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ман ачамсем, ыр ӑслӑ пулӑр

    Чунтан ман ирӗке туса.

    Эсир кӑмӑлтан ӗҫлени вӑл

    Савӑнтарса тӑрать мана.

(Ҫавӑн пекех Сак. аст. 6:5; Еккл. 11:9; Ис. 41:13 пӑхӑр.)