122-МӖШ ЮРӐ
Тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр!
-
1. Шалт аптраса ӳкнӗ халь халӑхсем.
«Мӗн малашне пулӗ?» — теҫҫӗ вӗсем.
Пирӗн тӗреклӗ ялан пулмалла,
Туррӑн ӗҫне тумалла.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Халь пурте ҫирӗп тӑрар,
Ҫак тӗнчерен пӑрӑнар.
Мӗн вӗҫне ҫитиччен
Тасалӑха упрар.
-
2. Ҫак тӗнчере илӗртӳ туп-тулли;
Хӳтлӗх парать ӑслӑ-тӑнлӑ пулни.
Япӑх ӗҫе кураймасӑр тӑрар,
Тӳрӗ ӗҫе юратар.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Халь пурте ҫирӗп тӑрар,
Ҫак тӗнчерен пӑрӑнар.
Мӗн вӗҫне ҫитиччен
Тасалӑха упрар.
-
3. Туррӑн ӗҫне тӑхтамасӑр тӑвар,
Уншӑн чунтан ӗҫлеме тӑрӑшар.
Ырӑ хыпар сармалла, вӗт кӗҫех
Ҫак самана вӗҫленет.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Халь пурте ҫирӗп тӑрар,
Ҫак тӗнчерен пӑрӑнар.
Мӗн вӗҫне ҫитиччен
Тасалӑха упрар.
(Ҫавӑн пекех Лука 21:9; 1 Петр 4:7 пӑхӑр.)