Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

106-МӖШ ЮРӐ

Пирӗн юрату ӳссе пытӑр

Пирӗн юрату ӳссе пытӑр

(1 Коринф 13:1—8)

  1. 1. Эпир ыйтатпӑр Аттемӗртен:

    «Ӳстер эс лайӑх енсем пирте».

    Паха, чи аслӑ ен — юрату,

    Иегова сывлӑшӗн ӗҫӗ ку.

    Пӗлӳ, ӑсталӑх, хастар ӗҫсем

    Ниме тӑмаҫ юрату пӗтсен.

    Эпир ыйтатпӑр Иеговӑран:

    «Пире вӗрент юратма чунтан».

  2. 2. Чӑн юрату ыррине тӑвать,

    Ытти ҫынсемшӗн вӑл тӑрӑшать,

    Тӑван ҫине ҫилленсе тӑмасть,

    Иисус вӗрентнӗ пек каҫарать.

    Чӑн юрату нумайччен тӳсет,

    Тӑванӑн йывӑрлӑхне ҫӗклет.

    Инкек чухне те вӑл иксӗлмест.

    Нихҫан та чӑн юрату пӗтмест.

(Ҫавӑн пекех Иоанн 21:17; 1 Кор. 13:13; Гал. 6:2 пӑхӑр.)