142-мӗш юрӑ
Ырӑ хыпара пур ҫынна та пӗлтеретпӗр
-
Ҫӳлти Аттемӗр пек пулас килет —
Ҫынна камне кура вӑл уйӑрмасть.
Пурне те хӑй патне пыма чӗнет.
Вӑл кашнине ҫӑласшӑн тӑрӑшать.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Ҫи-пуҫне, сӑнне кура
Уйӑрмастпӑр никама.
Пурне те ыр хыпар калас пулать.
Пулӑшмашкӑн ҫынсене
Пӗлтеретпӗр кулленех:
«Пур ҫын та Туррӑн тусӗ пулаять».
-
Пуян-и ҫын е чухӑн — пурпӗрех,
Иегова унӑн сӑн-питне пӑхмасть.
Шалтан хитре пулни вӗт кирлӗрех.
Ҫакна Ҫӳлти Аттемӗр пит хаклать.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Ҫи-пуҫне, сӑнне кура
Уйӑрмастпӑр никама.
Пурне те ыр хыпар калас пулать.
Пулӑшмашкӑн ҫынсене
Пӗлтеретпӗр кулленех:
«Пур ҫын та Туррӑн тусӗ пулаять».
-
Иегова йышӑнать кӑмӑлласа
Ку тӗнчерен тухас текенсене.
Ҫак хыпара пурне те калама
Эпир пыратпӑр тӗрлӗ ҫын патне.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Ҫи-пуҫне, сӑнне кура
Уйӑрмастпӑр никама.
Пурне те ыр хыпар калас пулать.
Пулӑшмашкӑн ҫынсене
Пӗлтеретпӗр кулленех:
«Пур ҫын та Туррӑн тусӗ пулаять».
(Ҫавӑн пекех Иоанн 12:32; Ап. ӗҫ. 10:34; 1 Тим. 4:10; Тит 2:11 пӑхӑр.)