24-мӗш юрӑ
Шанчӑка куҫран ан вӗҫерт!
1. Курма кӗҫ пуҫлӗ суккӑрри,
Илтме пуҫлать хӑлхасӑрри,
Пушхирсем пуҫлӗҫ ешерме,
Тапса шыв тухӗ тип хирте,
Пӑлан пек сикӗ уксаххи,
Тек пулмӗ вилӗм, хуйхӑрни.
Ҫав вӑхӑт ҫитӗ, эсӗ кӗт,
Куҫран шанчӑка ан вӗҫерт.
2. Калаҫӗ кӗҫ чӗлхесӗрри,
Каллех ҫамрӑк пулӗ ватти,
Ҫӗр тухӑҫлӑ тыр-пул парӗ,
Ун чух ырри нихҫан пӗтмӗ,
Хаваслӑ кулӑ илтӗнӗ,
Асап, хуйхӑ урӑх пулмӗ,
Вилнисем чӗрӗлӗҫ — курӑн,
Куҫран шанчӑка ан вӗҫерт.
3. Кашкӑр сурӑхпа пурӑнӗ,
Арӑслан та курӑк ҫийӗ,
Пӗчӗк ача хӑй вӗсене
Ертсе пырӗ хӑйӗн хыҫҫӑн.
Куҫҫуль пулӗ ӗнерхи кун.
Хӑрасси — ӗлӗкхи кунҫул.
Ҫавна Турӑ тӑвӗ, эс кӗт,
Куҫран шанчӑка ан вӗҫерт.
(Ҫаксене те пӑх: Ис. 11:6 —9; 35:5 —7; Иоан. 11:24.)