19-мӗш юрӑ
Турӑ пама пулнӑ Рай
1. Турӑ Христос урлӑ ҫӗре рай
Туса хума сӑмах парать.
Вӑл ҫылӑха йӑлтах тӗп тӑвӗ,
Вилӗмпе чир урӑх пулмасть.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Рай ҫӗр ҫинче каллех пулать,
Ӗненнипе вӑл курӑнать.
Турӑ панӑ пур сӑмаха
Христос кӗҫех йӑлт пурнӑҫлать.
2. Вилнисене Христос кӗҫ чӗртӗ,
Турӑ вӗт шут тытнӑ ҫапла.
Христос сӑмах панӑ пек пулӗ:
«Манпа пӗрле пулӑн Райра».
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Рай ҫӗр ҫинче каллех пулать,
Ӗненнипе вӑл курӑнать.
Турӑ панӑ пур сӑмаха
Христос кӗҫех йӑлт пурнӑҫлать.
3. Ҫапла, Христос Рай пулать тенӗ.
Вӑл халь пӗтӗм ҫӗрӗн Патши.
Иеговӑна тав ту куллен кун,
Ӑна юрла мухтав юрри.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Рай ҫӗр ҫинче каллех пулать,
Ӗненнипе вӑл курӑнать.
Турӑ панӑ пур сӑмаха
Христос кӗҫех йӑлт пурнӑҫлать.
(Ҫаксене те пӑх: Матф. 5:5; 6:10; Иоан. 5:28, 29.)