3-мӗш юрӑ
«Турӑ вӑл юрату»
1. Турӑ — юрату, чӗнет Вӑл:
«Ҫӳрӗр манӑн ҫулӑмпа».
Турӑпа ҫывӑх ҫынна та
Юратса пурнар куллен.
Ҫавӑн пек тума хушнинчен
Кирлӗреххи урӑх ҫук.
Юрату — нихҫан пӗтмест вӑл —
Пирӗн урлӑ калаҫтӑр.
2. Чӑнлӑха, Турра юратни
Юратма хистет пире.
Йӑнӑшсем эпир тусан та,
Турӑ хатӗр пулӑшма.
Юрату тӳсет пурне те,
Нихӑҫан та кӗвӗҫмест,
Вӗҫкӗн мар, мӑнкӑмӑлланмасть,
Хӗрхенсе ырӑ тӑвать.
3. Ан ҫӳре тек тарӑхса эс,
Хатӗр пул йӑлт каҫарма.
Пӗрмаях Турра шанса тӑр,
Пиллӗ вӑл вара сана.
Юратма вӗрентет Турӑ,
Тӗслӗх хӑй вӑл кӑтартать.
Юратар кирек хӑҫан та
Пӗр-пӗрне чун-чӗререн.
(Ҫаксене те пӑх: Марк 12:30, 31; 1 Кор. 12:31—13:8; 1 Иоан. 3:23.)