39-МӖШ УРОК
Турӑ юн ҫине мӗнле пӑхать?
Юнсӑр ҫын пурӑнма пултараймасть. Пире Турӑ тунӑ, ҫавӑнпа унӑн пире юнпа мӗнле усӑ курмалли пирки калама ирӗк пур. Библире вӑл юн пирки мӗн каланӑ? Ӑна ҫиме, ӗҫме е яма юрать-и? Юн тӗлӗшӗнчен тӗрӗс йышӑну тӑвас тесе мӗн тума пулать?
1. Иегова юн ҫине мӗнле пӑхать?
Иегова ӗлӗк хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫапла каланӑ: «Кирек мӗнле ӳтӗн чунӗ [е пурнӑҫӗ] — унӑн юнӗ» (Левит 17:14). Иеговӑшӑн юн пурнӑҫа пӗлтерет. Пурнӑҫ — Турӑ панӑ парне тата вӑл сӑваплӑ. Апла пулсан, юн та сӑваплӑ.
2. Турӑ юн пирки мӗн каланӑ?
Христиансен пухӑвӗ йӗркеленсе кайиччен Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юн ҫиме чарнӑ. (Пултарни 9:4 тата Левит 17:10 вулӑр.) Христиансен пухӑвӗ йӗркеленсе кайнӑ хыҫҫӑн Иегова ҫак закона тепӗр хут каланӑ. Пӗрремӗш ӗмӗрти ертсе пыракан совет христиансене пурне те юнран сыхланма хушнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 15:28, 29 вулӑр.)
Юнран сыхланӑр тенине мӗнле ӑнланмалла? Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Тухтӑр сире алкогольрен сыхланӑр терӗ пулсан, ҫакӑ сирӗн ӑна ӗҫме юрамасть тенине пӗлтерет. Анчах та эсир алкоголь хутӑштарнӑ апат-ҫимӗҫе ҫинӗ пулӑттӑрччӗ-и е венӑран алкоголь янӑ пулӑттӑрччӗ-и? Паллах ӗнтӗ, ҫук. Ҫавӑн пекех Туррӑн юнран сыхланма хушакан законӗ пирӗн юн ӗҫме юрамасть е юнне юхтарса кӑларман чӗрчунӑн ашне ҫиме юрамасть тенине пӗлтерет. Унсӑр пуҫне, пирӗн юн хутӑштарнӑ апат-ҫимӗҫе те ҫиме юрамасть.
Медицинӑра юнпа мӗнле усӑ курни ҫинчен вара мӗн калама пулать? Хӑш-пӗр медицина процедурисем Туррӑн законне тӳррӗн пӑсаҫҫӗ. Ҫав процедурӑсем шутне юн яни тата юнӑн тӗп компоненчӗсене: эритроцитсене, лейкоцитсене, тромбоцитсене тата плазма — яни кӗрет. Ытти медицина процедурисем ҫинчен вӗсем Туррӑн законӗсене пӑснипе пӑсманни пирки тӳррӗн калама май ҫук. Сӑмахран, хӑш-пӗр сипленмелли меслетсенче юнӑн тӗп компоненчӗсенчен тунӑ фракцисемпе усӑ кураҫҫӗ. Тепӗр меслетсенче пациентӑн юнӗпе усӑ курасси пур. Ҫавӑн пек процедурӑсем тӗлӗшӗнчен кашнин хӑйӗн мӗн тумаллине шутласа хумалла (Галати 6:5) a.
НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
Сипленмелли меслетсенче юнпа усӑ курнӑ чухне йышӑну мӗнле тумаллине пӗлӗр.
3. Иеговӑна килӗшекен сипленмелли меслетсене суйласа илӗр
Турӑ юн ҫине мӗнле пӑхнипе килӗшсе тӑракан сипленмелли меслетсене мӗнле суйласа илмелле? ВИДЕО пӑхӑр та мӗншӗн ҫак утӑмсене тума кирлине сӳтсе явӑр.
-
Кӗлӗре ӑслӑлӑх ыйтӑр (Иаков 1:5).
-
Библири принципсене тата вӗсене мӗнле тытса тӑмаллине тӗпчӗр (Ытарӑшсем 13:16).
-
Хӑвӑр пурӑнакан вырӑнта мӗнле сипленмелли меслетсемпе усӑ курнине пӗлӗр.
-
Хӑш сипленмелли меслетсем хӑвӑра юрамасть тесе шутлатӑр, ҫавсене палӑртса хурӑр.
-
Эсир пӗр-пӗр йышӑну тусан, ҫавӑн хыҫҫӑн сирӗн совесть таса пулӗ-и е ҫук? Ҫавӑн пирки шухӑшласа пӑхӑр (Апостолсен ӗҫӗсем 24:16) b.
-
Ҫакна асра тытӑр: никамӑн та — сирӗн мӑшӑрӑн та, старейшинӑн та е сире Библие вӗрентекенӗн те — совеҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче сире мӗн тумаллине каламалла мар (Рим 14:12).
-
Хӑвӑр мӗн шутласа хунине ҫырса хурӑр.
4. Иегова Свидетелӗсем сипленмелли меслетсенчен чи лайӑххисене суйласа илеҫҫӗ
Турӑ юн пирки панӑ закона тытса тӑма, ҫав вӑхӑтрах юн ямасӑр чи лайӑх сипленмелли меслетсемпе усӑ курма пулать. ВИДЕО пӑхӑр.
Тит 3:2 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Мӗншӗн тухтӑрсемпе пирӗн лӑпкӑн та хисеплӗн калаҫмалла?
Юрамасть |
Христианин хӑй шутласа хурать |
---|---|
А. Юнӑн плазми |
Плазмӑн фракцийӗсем |
Ӑ. Лейкоцитсем |
Лейкоцитсен фракцийӗсем |
Б. Тромбоцитсем |
Тромбоцитсен фракцийӗсем |
В. Эритроцитсем |
Эритроцитсен фракцийӗсем |
5. Юнӑн фракцийӗсемпе ҫыхӑннӑ йышӑнусем
Юн тӑватӑ тӗп компонентран тӑрать. Ҫав компонентсем шутне эритроцитсем, лейкоцитсем, тромбоцитсем тата плазма кӗрет. Ҫав компонентсенчен пӗчӗкрех пайсем тӑваҫҫӗ. Ҫав пайсене фракцисем теҫҫӗ c. Ҫав фракцисенчен хӑш-пӗрисем чирсемпе кӗрешме пулӑшакан тата юн юхма чаракан препаратсенче пур.
Юнӑн фракцийӗсем пирки христианинӑн хӑйӗн йышӑну тумалла, ҫав йышӑну вара унӑн Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫӗпе килӗшсе тӑмалла. Пӗрисем сипленмелли меслетсенче е процедурӑсенче юнӑн фракцийӗсемпе усӑ курнине пӗлсен, вӗсене сирсе яраҫҫӗ. Теприсене вара совеҫӗ фракцисемпе усӑ курма чармасть.
Йышӑну тӑвас умӗн ҫак ыйту ҫине хуравлӑр:
-
Мӗншӗн хӑш-пӗр фракцисене йышӑнасшӑн пулнине е сирсе ярасшӑн пулнине эпӗ тухтӑра мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑм?
КАМ ТА ПУЛИН ҪАПЛА ЫЙТМА ПУЛТАРАТЬ: «Юн янинче мӗн япӑххи пур?»
-
Эсир ҫакӑн пирки мӗн каланӑ пулӑттӑр?
ТӖП ШУХӐШ
Иегова юна сӑваплӑ тесе шутлать, вӑл пирӗн те юн ҫине ҫавӑн пек пӑхмалла тет.
Вӗреннине аса илни
-
Мӗншӗн Иегова юна сӑваплӑ тесе шутлать?
-
Мӗншӗн Туррӑн юнран сыхланма хушакан законӗ юн яма та чарать тесе калама пулать?
-
Сипленмелли меслетсенче юнпа усӑ курнӑ чухне лайӑх йышӑну тума мӗн пулӑшать?
ТӖПЧЕМЕЛЛИ
Медицина процедурисенче тухтӑрсем сирӗн юнпа усӑ курас терӗҫ пулсан, сирӗн йышӑну тӑвас умӗн малтан мӗне шута илмелле?
«Вопросы читателей» («Сторожевая башня», 2000 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗ)
Юнӑн пӗчӗк фракцийӗсене йышӑнас е сирсе ярас умӗн малтан мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла?
«Вопросы читателей» («Сторожевая башня», 2004 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗ)
Пӗр тухтӑра юн ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма пуҫлама мӗн пулӑшнӑ?
«Я принял точку зрения Бога на кровь» («Пробудитесь!», 2003 ҫулхи декабрь)
Больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетри старейшинӑсем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекен тӑвансене мӗнле пулӑшнине пӗлӗр.
a «Лайӑх йышӑну тума мӗн пулӑшать?» ятлӑ 35-мӗш урока пӑхӑр.
b Ҫак урокри «Юнӑн фракцийӗсемпе ҫыхӑннӑ йышӑнусем» ятлӑ 5-мӗш пункта тата 3-мӗш Хыҫсӑмахри «Юнпа ҫыхӑннӑ медицина процедурисем» ятлӑ статьяна пӑхӑр.
c Хӑш-пӗр тухтӑрсем юнӑн тӑватӑ тӗп компоненчӗ пирки фракцисем теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эсир юн яма ҫеҫ мар, эритроцитсене те, лейкоцитсене те, тромбоцитсене те, плазма та яма килӗшменнине тухтӑрсем ӑнланнипе ӑнланманнине пӗлӗр.