Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

29-МӖШ УРОК

Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?

Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?

Сирӗн хӑвӑр чи юратнӑ ҫынсенчен кам та пулин вилнӗ-и? Ҫавӑн пек йывӑр вӑхӑтра, тен, сирӗн ҫакӑн пек ыйтусем пулнӑ: «Ҫын вилсен унпа мӗн пулать? Ҫав ҫынна каллех курма май пулӗ-ши?» Ҫак тата тепӗр уроксенчен эпир Библирен чуна йӑпатакан хуравсене пӗлӗпӗр.

1. Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?

Иисус вилӗме тарӑн ыйха путнипе танлаштарнӑ. Ҫын ҫывӑрнӑ чухне вӑл таврара мӗн пулса иртнине пӗлмест. Мӗншӗн вилӗме ыйхӑпа танлаштарма пулать? Ҫын вилсен, вӑл нимӗн те туймасть, ыратнине те туймасть. Ҫын чӗрӗ пулнӑ чухне тусӗсемпе тӑван-хурӑнташӗсене питӗ хытӑ юратнӑ пулсан та, вилсен вӑл вӗсемшӗн тунсӑхламасть. «Вилнисем... нимӗн те пӗлмеҫҫӗ»,— тенӗ Библире. (Екклесиаст 9:5 вулӑр.)

2. Вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен тӗрӗссине пӗлни пире мӗнле усӑ парать?

Ҫынсенчен нумайӑшӗ вилӗмрен ҫеҫ мар, вилнисенчен те хӑраҫҫӗ! Анчах та Библире вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен калани сире лӑплантарма пултарать. Иисус ҫапла каланӑ: «Чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ» (Иоанн 8:32). Хӑш-пӗр тӗнсенче ҫыннӑн вилӗмсӗр чун пур, ҫав чун вара ҫын вилсен малалла пурӑнать тесе вӗрентеҫҫӗ. Анчах Библире ҫавӑн пек вӗрентни ҫук. Ҫавӑнпа та вилнисемшӗн пӑшӑрханма кирлӗ мар — вӗсем асапланмаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вилнисем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ пулсан, вӗсем пире сиен тума та пултараймаҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн пирӗн вилнисене пуҫҫапмалла мар тата вӗсене ҫиллентерме пултаратпӑр тесе вӗсенчен хӑрама кирлӗ мар. Ҫитменнине тата, вилнисене эпир вӗсемшӗн кӗлтуни те кирлӗ мар.

Хӑш-пӗр ҫынсем вилнисемпе калаҫма пултаратпӑр теҫҫӗ. Анчах та ҫакӑн пекки пулма пултараймасть. Эпир тин кӑна вилнисем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ тенине пӑхса тухрӑмӑр. Вилнисемпе калаҫатпӑр тесе шутлакансем, тӗрӗссипе каласан, хӑйсене вилнисем вырӑнне хуракан демонсемпе калаҫаҫҫӗ. Апла пулсан, вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен тӗрӗссине пӗлни пире демонсенчен хӳтӗлет. Иегова пире вилнисемпе ан калаҫӑр тет, мӗншӗн тесен вӑл демонсемпе хутшӑнни пире сиен кӳме пултарнине пӗлет. (Саккуна астутарни 18:10—12 вулӑр.)

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Библире вилнисем пирки мӗн калани тата юратакан Турӑ ҫынсене вилнӗ хыҫҫӑн наказани паманни ҫинчен нумайрах пӗлӗр.

3. Вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен тӗрӗссине пӗлӗр

Тӗрлӗ халӑхсем вилнисемпе мӗн пуласси пирки тӗрлӗрен ӗненеҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫавӑн пек ӗненнисем пурте тӗрӗс пулма пултараймаҫҫӗ.

  • Сирӗн вырӑнти ҫынсем вилнисемпе мӗн пуласси ҫинчен мӗне ӗненеҫҫӗ?

Библи мӗне вӗрентнине пӗлес тесе ВИДЕО пӑхӑр.

Екклесиаст 3:20 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Ҫак сӑвӑ йӗркинче каланӑ тӑрӑх, ҫын вилсен унпа мӗн пулать?

  • Ҫын вилнӗ хыҫҫӑн унӑн мӗнле те пулин пайӗ малалла пурӑнать-и?

Библире Лазарӗн, Иисусӑн ҫывӑх тусӗн, вилӗмӗ ҫинчен каласа панӑ. Иоанн 11:11—14 вулӑр. Вуланӑ чухне Иисус Лазарьпе мӗн пулни ҫинчен мӗн каланине асӑрхама тӑрӑшӑр. Унтан ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Иисус вилӗме мӗнпе танлаштарнӑ?

  • Ҫавӑн пек танлаштарни пире вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен мӗн калать?

  • Библире вилнисем ҫинчен ҫавӑн пек калани пирки эсир мӗн шутлатӑр?

4. Вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен тӗрӗссине пӗлни пире усӑ парать

Ҫын вилсен унпа мӗн пулни ҫинчен тӗрӗссине пӗлнине пула эпир вилнисенчен хӑрама пӑрахатпӑр. Екклесиаст 9:10 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Вилнисем пире сиен тума пултараҫҫӗ-и?

Библири чӑнлӑх тӗрлӗ тӗнсенчи суяран та хӳтӗлет. Библирен эпир вилнисене ҫырлахтарма тата пуҫҫапма кирлӗ маррине пӗлетпӗр. Исаия 8:19 тата Ӳлӗмхи 4:11 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Эсир мӗнле шутлатӑр, вилнисене пуҫҫапакансем е вӗсенчен пулӑшу ыйтакансем ҫине Иегова мӗнле пӑхать?

Вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен тӗрӗссине пӗлни пире Иеговӑна килӗшмен йӑласенчен хӑтӑлма пулӑшать

5. Вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен тӗрӗссине пӗлни пире йӑпатать

Ҫынсенчен нумайӑшне ҫын вилсен ӑна хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн асаплантараҫҫӗ тесе вӗрентнӗ. Вилнӗ хыҫҫӑн никам та — питӗ япӑх ӗҫсем тунисем те — асапланманнине пӗлни питӗ йӑпатать. Рим 6:7 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Библире вилнӗ ҫын ҫылӑхран хӑтӑлать тенӗ. Апла пулсан, ҫын вилсен, вӑл хӑйӗн унчченхи йӑнӑшӗсемшӗн асапланать-ши?

Эсир Иегова ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пыратӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах эсир ҫакна ӑнланса илме пуҫлатӑр: Иегова нихӑҫан та ҫынсене вилнӗ хыҫҫӑн асаплантарма паман пулӗччӗ. Саккуна астутарни 32:4 тата 1 Иоанн 4:8 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Ҫакӑн пек лайӑх енсене кӑтартакан Турӑ ҫынсене вилнӗ хыҫҫӑн асаплантарнине ырланӑ пулӗччӗ-ши?

  • Сирӗн шутпа, вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен тӗрӗссине пӗлни чуна йӑпатать-и? Мӗншӗн?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Ҫын вилсен, унпа мӗн пулнине никам та пӗлмест. Унтан никам та таврӑнман».

  • Ҫавӑн пек ҫынна эсир Библирен хӑш сӑвӑ йӗркисене кӑтартнӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Ҫын вилсен, унӑн пурнӑҫӗ вӗҫленет. Вилнисем асапланмаҫҫӗ, чӗррисене те сиен тума пултараймаҫҫӗ.

Вӗреннине аса илни

  • Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?

  • Вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен тӗрӗссине пӗлни мӗнле усӑ парать?

  • Вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен тӗрӗссине пӗлни пире мӗнле йӑпатать?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Библире «чун» текен сӑмах мӗне пӗлтернине пӗлӗр.

«Мӗн вӑл чун?» (интернет-статья)

Турӑ ҫылӑхлӑ ҫынсене тамӑкра асаплантарать-и?

«Ҫынсем вилсен тамӑкра асапланаҫҫӗ-и?» (3:07)

Вилнисемпе мӗн пулни ҫинчен тӗрӗссине пӗлни пӗр арҫынна мӗнле йӑпатни ҫинчен пӗлӗр.

«Меня убедили ясные и логичные ответы из Библии» («Сторожевая башня», 2015 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗ)