Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

25-МӖШ УРОК

Мӗншӗн Турӑ ҫынсене тунӑ?

Мӗншӗн Турӑ ҫынсене тунӑ?

Библи ҫын пурнӑҫне тӗрӗс сӑнласа парать: «этемӗн кунҫулӗ кӗске, ӗмӗрне те вӑл хуйхӑ-суйхӑпах ирттерет» (Иов 14:1). Турӑ пире ҫавӑн пек пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн-и? Ҫавӑн пек пурӑнтарасшӑн мар пулсан, вӑл пирӗн валли мӗн туса парасшӑн? Вӑл мӗн шутласа хунӑ пек пулать-ши? Библире ҫак ыйтусем ҫине мӗнле хурав пани чуна йӑпатать.

1. Иегова пире мӗнле пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн?

Иегова пире чи лайӑх пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн. Вӑл пӗрремӗш ҫынсене, Адампа Евӑна, тусан, вӗсене Эдем текен хитре сада, рая, пурӑнма вырнаҫтарнӑ. Унтан Турӑ вӗсене пилленӗ те ҫапла каланӑ: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр» (Пултарни 1:28). Иегова вӗсем ача-пӑчаллӑ пулччӑр, пӗтӗм ҫӗре рай туса хуччӑр тата чӗрчунсемшӗн тӑрӑшчӑр тенӗ. Вӑл шутласа хунӑ тӑрӑх, ҫынсен сып-сывӑ пулмалла тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла пулнӑ.

Халӗ пурнӑҫ ун пек мар пулин те, Турӑ хӑй мӗн тума шутласа хунине улӑштарман (Исаия 46:10, 11) a. Вӑл халӗ те хӑйне итлекен ҫынсене чи лайӑх пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн. (Ӳлӗмхи 21:3, 4 вулӑр.)

2. Халех телейлӗ пулас тесен мӗн тумалла?

Пире Иегова мӗн тумаллине кӑтартса тӑни кирлӗ, мӗншӗн тесен вӑл пире ҫавӑн пек тунӑ. Ҫавӑнпа пирӗн ӑна пӗлес тата пуҫҫапас кӑмӑл пур. (Матфей 5:3—6 вулӑр.) Унӑн пире хӑйӗн ҫывӑх тусӗсем тӑвас килет, хӑйӗн ҫулӗпе ҫӳреттерес тата хӑйӗншӗн пӗтӗм чӗререн ӗҫлеттерес килет (Саккуна астутарни 10:12; Иаков 2:23). Ҫаксене тӑватпӑр пулсан, йывӑрлӑхсем пулсан та, эпир чӑннипех телейлӗ пулма пултаратпӑр. Иеговӑна пуҫҫапнӑ чухне эпир тулли пурнӑҫпа пурӑннине туятпӑр, мӗншӗн тесен эпир вӑл каланӑ пек пурӑнатпӑр.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Иегова ҫӗре пирӗн валли хатӗрленӗ чухне хӑйӗн юратӑвне мӗнле кӑтартнине тата унӑн Сӑмахӗнче, Библире, эпир мӗншӗн пурӑнни ҫинчен мӗн каланине пӗлӗр.

3. Иегова ҫынсене чи лайӑх пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн

ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн Турӑ ҫак хитре ҫӗре тунӑ?

Екклесиаст 3:11 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ҫак сӑвӑ йӗркинчен эсир Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗр?

4. Иегова мӗн шутласа хуни улшӑнман

Псалом 36:11, 29 тата Исаия 55:11 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иегова ҫынсем валли мӗн туса парасшӑн пулни улшӑнманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

5. Иеговӑна пуҫҫапнӑ чухне эпир тулли пурнӑҫпа пурӑнатпӑр

Эпир хамӑр мӗншӗн пурӑннине пӗлсен, ҫакӑ пире телейлӗ тӑвать. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Терумие хӑй мӗншӗн пурӑннине пӗлни мӗнле усӑ панӑ?

Екклесиаст 12:13 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иегова пирӗншӗн мӗн тунӑ, ҫавсемшӗн пуриншӗн те ӑна пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

КАМ ТА ПУЛИН ҪАПЛА ЫЙТМА ПУЛТАРАТЬ: «Мӗншӗн эпир пурӑнатпӑр?»

  • Эсир ҫакӑн ҫине мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Иегова пире кунта ҫӗр ҫинче чи лайӑх пурнӑҫпа ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн. Эпир ӑна пӗтӗм чӗререн пуҫҫапатпӑр пулсан, пирӗн пурнӑҫ халех телейлӗ пулӗ.

Вӗреннине аса илни

  • Иегова Адампа Евӑна мӗнле пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн пулнӑ?

  • Турӑ ҫынсем пирки мӗн тума шутласа хунине улӑштарманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

  • Пирӗн пурнӑҫ телейлӗ пултӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Эдем сачӗ чӑнах та пулнине мӗн ҫирӗплетсе пани ҫинчен вулӑр.

«Эдемский сад. Просто легенда?» («Сторожевая башня», 2011 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ)

Мӗншӗн эпир ҫӗр нихӑҫан та пӗтмӗ тесе калама пултаратпӑр? Ҫавӑн ҫинчен пӗлӗр.

«Ҫӗре хӑҫан та пулин пӗтерӗҫ-ши?» (интернет-статья)

Библире эпир мӗншӗн пурӑнни пирки мӗн каланине вулӑр.

«Мӗншӗн эпир пурӑнатпӑр?» (интернет-статья)

Хӑйӗн пурте пур тесе шутланӑ ҫын хӑйне мӗн ҫитменнине мӗнле тупнине пӗлӗр.

«Теперь моя жизнь наполнена смыслом» (3:55)

a Тепӗр урокран эсир мӗншӗн эпир ҫавӑн пек пурнӑҫпа пурӑнманнине пӗлме пултаратӑр.