Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

13-МӖШ УРОК

Суя тӗнсем Турра хурлаҫҫӗ

Суя тӗнсем Турра хурлаҫҫӗ

Турӑ вӑл — юрату. Анчах мӗншӗн-ха тӗнсем, хӑйсем пирки эпир Турӑран теҫҫӗ пулин те, нумай усал ӗҫ тӑваҫҫӗ? Кӗскен каласан, ҫав тӗнсем — суя тӗнсем. Вӗсем Турӑ ҫинчен суяна вӗрентеҫҫӗ. Ҫакна вӗсем мӗнле тӑваҫҫӗ? Турӑ ҫавӑн ҫине мӗнле пӑхать? Ҫак тӗлӗшрен вӑл мӗн тӑвӗ?

1. Суя тӗнсем хӑйсен вӗрентӗвӗсемпе Турра мӗнле хурлаҫҫӗ?

Суя тӗнсем «Турӑ чӑнлӑхне суяпа» улӑштарнӑ (Рим 1:25). Сӑмахран, тӗнсенчен нумайӑшӗ Туррӑн ят пур тесе вӗрентмеҫҫӗ. Анчах та Библире Туррӑн ячӗпе усӑ курмалла тенӗ (Рим 10:13, 14). Пӗр-пӗр инкек сиксе тухсан, хӑш-пӗр тӗн пуҫлӑхӗсем ҫакӑ Туррӑн ирӗкӗпе пулса тухнӑ теҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ суя. Турӑ нихӑҫан та усал тумасть. (Иаков 1:13 вулӑр.) Шел пулин те, тӗнсенчи суяна пула ҫынсенчен нумайӑшӗ Турӑран ютшӑнать.

2. Суя тӗнсем хӑйсен ӗҫӗсемпе Турра мӗнле хурлаҫҫӗ?

Суя тӗнсен пуҫлӑхӗсем хӑйсене ҫынсемпе Иегова тытнӑ пек тытмаҫҫӗ. Библире суя тӗнсен «ҫылӑхӗсем тӳпенех ҫитрӗҫ» тенӗ (Ӳлӗмхи 18:5). Ӗмӗрсем хушши тӗнсем патшалӑхсем ҫине витӗм кӳме тӑрӑшаҫҫӗ, вӑрҫӑсене ырлаҫҫӗ тата вӗсене хутшӑнаҫҫӗ. Суя тӗнсем питӗ нумай ҫын вилӗмӗшӗн айӑплӑ. Хӑш-пӗр тӗн пуҫлӑхӗсем пуясшӑн ҫунаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсен чиркӗвӗсене ҫӳрекенсене укҫа пама ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑн пек ӗҫсемпе вӗсем Турра пӗлменнине кӑтартса параҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен хӑйсем пирки эпир Турӑран теме ирӗк ҫук. (1 Иоанн 4:8 вулӑр.)

3. Турӑ суя тӗнсем ҫине мӗнле пӑхать?

Суя тӗнсен ӗҫӗсем сире ҫиллентереҫҫӗ пулсан, Иегова мӗн туйма пултарни ҫинчен вара мӗн калама пулать? Вӑл ҫынсене юратать, анчах та суя тӗн пуҫлӑхӗсем хӑйӗн ҫинчен суяна вӗрентни тата вӗсем хӑйсене ҫынсемпе япӑх тытни ӑна питӗ тарӑхтарать. Вӑл суя тӗнсем пӗтӗҫ, вара вӗсем урӑх нихӑҫан та пулмӗҫ тесе сӑмах парать (Ӳлӗмхи 18:21). Кӗҫех Турӑ суя тӗнсене пурне те тӗп тӑвӗ (Ӳлӗмхи 18:8).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Турӑ суя тӗнсем ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен, вӗсем хӑш енчен айӑплӑ пулни ҫинчен тата вӗсен ӗҫӗсем сире мӗншӗн Иегова ҫинчен пӗлсе пыма чарса тӑмалла марри ҫинчен нумайрах пӗлӗр.

4. Турӑ пур тӗне те ырламасть

Нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, тӗнсем вӗсем — Турӑ патне илсе пыракан тӗрлӗ ҫулсем. Анчах ку чӑнах та ҫапла-ши? Матфей 7:13, 14 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Библире пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫул пирки мӗн каланӑ?

ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Библире Турӑ пур тӗне те ырлать тесе каланӑ-и?

5. Суя тӗнсем Туррӑн юрату ҫинчен калакан законне пӑсаҫҫӗ

Суя тӗнсем Турра тӗрлӗ майпа хурлаҫҫӗ. Ҫав майсенчен чи япӑххи вӑл — вӗсем вӑрҫӑсене хутшӑнни. Пӗр тӗслӗхе курас тесе ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

  • Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче чиркӳсенчен нумайӑшӗ хӑйсене мӗнле тытнӑ?

  • Вӗсем хӑйсене ҫапла тытни пирки эсир мӗн шутлатӑр?

Иоанн 13:34, 35 тата 17:16 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Сирӗн шутпа, тӗнсем вӑрҫӑсене хутшӑнни пирки Иегова мӗн шутлать?

  • Суя тӗнсем нумай усал ӗҫсем тунишӗн айӑплӑ. Вӗсем Туррӑн юрату ҫинчен калакан законне пӑснине вӗсен хӑш ӗҫӗсем кӑтартса параҫҫӗ?

Суя тӗнсем Туррӑн юрату ҫинчен калакан законне пӑсаҫҫӗ

6. Турӑ ҫынсене суя тӗнсен чуралӑхӗнчен ирӗке кӑларасшӑн

Ӳлӗмхи 18:4 a вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Суя тӗнсем улталанӑ ҫынсене Турӑ пулӑшасшӑн пулнине пӗлни сирӗнте мӗнле туйӑмсем ҫуратать?

7. Чӑн Турӑ ҫинчен пӗлсех пырӑр

Суя тӗнсен ӗҫӗсем тӑрӑх Турра хак памалла-и? Сӑмахран, ывӑлӗ ашшӗне итлеме пӑрахать те килӗнчен тухса каять тейӗпӗр. Унтан вӑл аскӑнланса пурӑнма пуҫлать. Ашшӗ вара ывӑлӗн ӗҫӗсене ырламасть. Мӗншӗн ывӑлӗн ӗҫӗсемшӗн ашшӗне айӑплани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ?

  • Суя тӗнсен ӗҫӗсемшӗн Иеговӑна айӑплани тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ-ши? Мӗншӗн суя тӗнсен ӗҫӗсем пире Иегова ҫинчен пӗлсе пыма чарса тӑмалла мар?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Тӗнсенче пуринче те мӗн те пулин лайӑххи пур».

  • Эсир те ҫавӑн пекех шутлатӑр-и?

  • Тӗнсенчен нумайӑшӗ ырра вӗрентетпӗр теҫҫӗ пулин те, мӗншӗн Турӑ вӗсене пурне те ырламасть?

ТӖП ШУХӐШ

Суя тӗнсем хӑйсен вӗрентӗвӗсемпе тата усал ӗҫӗсемпе Турра хурлаҫҫӗ. Турӑ суя тӗнсене тӗп тӑвӗ.

Вӗреннине аса илни

  • Эсир суя тӗнсем мӗне вӗрентни тата мӗнле ӗҫсем туни ҫинчен мӗн шутлатӑр?

  • Иегова суя тӗнсем ҫине мӗнле пӑхать?

  • Турӑ суя тӗнсемпе мӗн тӑвӗ?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Мӗншӗн Иегова хӑйне эпир ыттисемпе пӗрле пуҫҫапчӑр тет?

«Турра ӗненекен ҫыннӑн тӗн организацийӗнче пулмалла-и?» (интернет-статья)

Пӗр священникӑн хӑйӗн тӗнӗ пирки иккӗленӳсем сиксе тухнӑ пулнӑ. Анчах та ҫакӑ ӑна Турӑ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлсе пыма чарайман.

«Почему священник покинул церковь» («Пробудитесь!», 2015 ҫулхи февраль)

Ӗмӗрсем хушши тӗнсем Турӑ ҫинчен суяна вӗрентнӗ, ҫавна пула ҫынсем хӑйсемшӗн Турӑ тӑрӑшмасть тата вӑл хаяр тесе шутлама пуҫланӑ. Библи ҫак суяна тӑрӑ шыв ҫине мӗнле кӑларнине пӗлӗр.

«Ложь, из-за которой трудно любить Бога» («Сторожевая башня», 2013 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗ)

a Ӳлӗмхи кӗнекере мӗншӗн суя тӗнсем пирки «Аслӑ Вавилон» ятлӑ хӗрарӑм тесе калани ҫинчен нумайрах пӗлес тесе 1-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.