6-МӖШ УРОК
Пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайнӑ?
Библире Турӑ пирки ҫапла каланӑ: «Эсӗ пурне те пултарнӑ» (Ӳлӗмхи 4:11). Эсир ҫакна ӗненетӗр-и? Хӑш-пӗрисем пурнӑҫ ӑнсӑртран пуҫланса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ку ҫапла пулсан, эпир ӑнсӑртран пулса кайнӑран ҫеҫ пурӑнатпӑр. Анчах та Иегова Турӑ пурнӑҫ панӑ пулсан, пурнӑҫӑн тӗллев пулмалла, ҫапла мар-и? a Айтӑр Библире пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен мӗн каланине пӑхса тухар та мӗншӗн ҫакна ӗненме витӗмлӗ сӑлтавсем пуррине сӳтсе явар.
1. Ҫут тӗнче мӗнле пуҫланса кайнӑ?
Библире ҫапла каланӑ: «Пуҫламӑшӗнче Турӑ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ» (Пултарни 1:1). Учёнӑйсенчен нумайӑшӗ Ҫут тӗнчен пуҫламӑшӗ пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Турӑ Ҫут тӗнчене мӗнле тунӑ? Вӑл Ҫут тӗнчере пурне те, ҫав шутрах, галактикӑсене, ҫӑлтӑрсене тата планетӑсене тӑвас тесе хӑйӗн ӗҫ тӑвакан вӑйӗпе, урӑхла каласан, святой сывлӑшӗпе усӑ курнӑ (Пултарни 1:2).
2. Турӑ ҫӗре мӗншӗн тунӑ?
Иегова «ӑна [ҫӗре] кӑлӑхах пултарман; Вӑл пурӑнмалли вырӑн калӑпланӑ» (Исаия 45:18). Вӑл ҫӗре тӑвасса та унта ҫынсене пурӑнма лайӑх пултӑр тесе тата вӗсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма мӗн кирли веҫех пултӑр тесе тунӑ. (Исаия 40:28; 42:5 вулӑр.) Учёнӑйсем каланӑ тӑрӑх, ҫӗр вӑл — ытти планетӑсенчен уйрӑлса тӑракан хӑйне евӗрлӗ планета. Ҫынсем пӗлекен планетӑсемпе танлаштарсан, ҫӗр ҫинче ҫеҫ ҫынсем пурӑнма пултараҫҫӗ.
3. Ҫынсем чӗрчунсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?
Ҫӗре тунӑ хыҫҫӑн Иегова ӳсентӑрансемпе чӗрчунсене тунӑ. Унтан «Турӑ... Хӑй сӑнарлӑ этем пултарнӑ». (Пултарни 1:27 вулӑр.) Ҫынсем ытти чӗрӗ чунсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ? Пире Турӑ евӗрлӗ тунӑран эпир унӑн лайӑх енӗсене, сӑмахран, юратупа тӗрӗслӗх, кӑтартма пултаратпӑр. Турӑ пире тунӑ чухне тӗрлӗ пултарулӑх панине пула эпир тӗрлӗ чӗлхесем вӗренме, хитре япаласем ҫине пӑхса савӑнма тата кӗвӗ-юрра хаклама пултаратпӑр. Чӗрчунсемпе танлаштарсан, эпир кӑна хамӑра Пултаракана пуҫҫапма пултаратпӑр
НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
Пурнӑҫа Турӑ панине тата Библире тӗнче мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен каланине ӗненме витӗмлӗ сӑлтавсем пуррине пӑхса тухӑр. Ҫавӑн пекех, ҫынсен лайӑх енӗсем Турӑ ҫинчен мӗне вӗрентнине пӗлӗр.
4. Пурнӑҫа Турӑ панӑ
Ҫынсем ҫутҫанталӑкри япаласем ҫине пӑхса тӗрлӗ япаласем шутласа кӑлараҫҫӗ те ҫавӑншӑн мухтава тухаҫҫӗ. Апла пулсан, ҫутҫанталӑка тунӑшӑн кам мухтава тивӗҫлӗ? ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Учёнӑйсем ҫутҫанталӑка тӗпчесе мӗн-мӗн шутласа кӑларнӑ?
Ҫурт пултӑр тесен малтан унӑн проектне шутласа кӑлармалла, унтан ӑна туса лартмалла. Ҫутҫанталӑкра мӗн пуррине кам шутласа кӑларнӑ, кам тунӑ? Еврейсем 3:4 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
-
Ҫутҫанталӑкра сире уйрӑмах мӗн тӗлӗнтерет?
-
Ҫут тӗнчене тата унта мӗн пуррине пурне те кам та пулин тунӑ тенине ӗненме пулать-и? Мӗншӗн?
Эсир пӗлетӗр-и?
Эсир ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ статьясемпе видеосене jw.org сайтра ҫакӑнта тупма пултаратӑр: «Ӑнсӑртран пулса кайнӑ-и е ӑна кам та пулин тунӑ-и?» тата «Пурнӑҫ мӗнле пулса кайни ҫинчен мӗн калаҫҫӗ».
«Кирек хӑш ҫурт та хӑй тӗллӗн пулса лармасть, ӑна кам та пулин тӑвать, пурне те тӑваканни вара — Турӑ»
5. Библире тӗнче мӗнле пулса кайни ҫинчен каланине ӗненме витӗмлӗ сӑлтавсем пур
Библире Пултарни кӗнекен 1-мӗш сыпӑкӗнче ҫӗр тата ун ҫинчи пурнӑҫ мӗнле пулса кайни ҫинчен каласа панӑ. Унта мӗн каланине шанма пулать-и е ҫакӑ юмах-халап ҫеҫ? ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
-
Библи ҫӗре тата ун ҫинчи пурнӑҫа ултӑ кун хушшинче тунӑ тесе вӗрентет-и?
-
Эсир Библире тӗнчене туни ҫинчен каласа пани пирки тӗрӗс те килӗшӳллӗ тесе шутлатӑр-и? Мӗншӗн?
Пултарни 1:1 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Учёнӑйсем Ҫут тӗнчен пуҫламӑшӗ пулнӑ теҫҫӗ. Вӗсем мӗн шутлани эсир Библирен тин кӑна мӗн вуланипе мӗнле килӗшсе тӑрать?
Хӑш-пӗр ҫынсем Турӑ пур чӗрӗ чуна та тумашкӑн эволюципе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе, Турӑ ансат клетка тунӑ та кайран ҫав клеткӑран тӗрлӗ чӗрӗ чунсем пулса кайнӑ. Пултарни 1:21, 25, 27 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
-
Турӑ пулӑсене, чӗрчунсене тата ҫынсене тӑвас тесе эволюципе усӑ курнӑ тесе вӗрентет-и Библи? Е Турӑ пурнӑҫӑн тӗп формисене пурне те «ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе» b тунӑ?
6. Турӑ ҫынсене хӑйне евӗрлӗ тунӑ
Ҫынсемпе чӗрчунсене Иегова тунӑ. Анчах та ҫынсем чӗрчунсенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Пултарни 1:26 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
-
Пире Турӑ евӗрлӗ тунӑ, ҫавӑнпа эпир юратма тата хӗрхенме пултаратпӑр. Ҫакӑ Турӑ пирки мӗн уҫса парать?
ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Библире тӗнче мӗнле пулса кайни ҫинчен каласа пани вӑл юмах».
-
Эсир мӗн шутлатӑр? Мӗншӗн?
ТӖП ШУХӐШ
Иегова Ҫут тӗнчене тата пур чӗрӗ чуна та тунӑ.
Вӗреннине аса илни
-
Библире Ҫут тӗнче мӗнле пулса кайни ҫинчен мӗн каланӑ?
-
Турӑ пурнӑҫӑн ансат формине тунӑ та ӑна эволюци йӗркипе аталанса пыма ирӗк панӑ-и е Турӑ пурнӑҫӑн пур формине те тунӑ-и?
-
Ҫынсем мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?
ТӖПЧЕМЕЛЛИ
Конструктор пуррине кӑтартакан ҫутҫанталӑкри тӗслӗхсем ҫине пӑхӑр.
«Чему нас учит природа?» («Пробудитесь!», 2006 ҫулхи сентябрь)
Ашшӗ хӑйӗн пӗчӗк ывӑлне тӗнче мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен Библире мӗн каланине мӗнле ӑнлантарса панине пӑхӑр.
Эволюци Библипе килӗшсе тӑнипе тӑманни ҫинчен вулӑр.
«Турӑ пурнӑҫӑн тӗрлӗ формисене тунӑ чухне эволюципе усӑ курнӑ-и?» (интернет-статья)
Учёнӑйсем ҫӗр ҫинче мӗн тупни тата авалхи чӗрчунсен шӑммисем пурнӑҫ ӑнсӑртран пуҫланса кайнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ-и е вӗсем пурне те такам тунине кӑтартса параҫҫӗ-и?
«У истоков жизни. Пять вопросов, которые требуют ответа» (брошюра)
a Турӑ ҫынсем пирки мӗн шутласа хунине 25-мӗш урокран пӗлӗпӗр.
b Библире «ӑру» текен сӑмах чӗрӗ чунсен пысӑк ушкӑнне пӗлтерет.