Ҫак кӗнекерен нумайрах усӑ илес тесе мӗн тума пулать?
Малтан мӗн тумаллине кӑтартакан ҫак страницӑсене пӑхса тухӑр та унтан ВИДЕО пӑхӑр.
ПӖРРЕМӖШ ПАЙӖ
Кашни абзаца, хулӑн шрифтпа ҫырнӑ ыйтусене (А) тата урокри тӗп шухӑшсене уҫса паракан Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене (Ӑ) вуласа тухӑр. Асӑрхӑр-ха: хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисем пирки «вулӑр» тенӗ.
ИККӖМӖШ ПАЙӖ
«Нумайрах пӗлӗр» пайӗнчи малтанхи сӑмахсем (Б) малалла мӗн пӑхса тухассине ӑнлантарса параҫҫӗ. Подзаголовоксем (В) урокри тӗп шухӑшсене палӑртаҫҫӗ. Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене вуласа тухӑр, ыйтусем ҫине хуравлӑр тата видеосем пӑхӑр.
Урокри ВИДЕОСЕМ тата АУДИОҪЫРТАРУСЕМ вӗренмелли материала лайӑхрах ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Хӑш-пӗр видеосенче пурнӑҫра пулса иртнине кӑтартса панӑ. Ытти видеосем — инсценировкӑсем. Вӗсенче пурнӑҫра пулнӑ событисене е чӑннипе пурӑннӑ ҫынсене мар, пулма пултаракан лару-тӑрӑва кӑтартса панӑ.
Ӳкерчӗксене тата вӗсене мӗнле ӑнлантарса панине (Г) пӑхӑр, ҫавӑн пекех «Хӑш-пӗрисем ҫапла калама пултараҫҫӗ» (Д) текен пайӗнчи сӑмахсем ҫине мӗнле хуравламалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.
ВИҪҪӖМӖШ ПАЙӖ
Уроксем «Тӗп шухӑш» тата «Вӗреннине аса илни» текен пайсемпе (Е) вӗҫленеҫҫӗ. Урока вӗренсе пӗтерсен дата лартӑр. «Манӑн тӗллевсем» (Ӗ) текен пайӗнче сире пӗр-пӗр ӗҫе тума ыйтаҫҫӗ. «Тӗпчемелли» (Ж) пайӗнче эсир хушма материал вулама е пӑхма пултаратӑр.
Тупмалли
|
|
|
|
Библире кирлӗ сӑвӑ йӗркисене мӗнле тупма пулать?
Библи 66 пӗчӗк кӗнекерен тӑрать. Вӑл икӗ пайран тӑрать: Еврей-Арамей Ҫырӑвӗсенчен («Авалхи Халал») тата Христианла Грек Ҫырӑвӗсенчен («Ҫӗнӗ Халал»).
Библире сӑвӑ йӗркине тупас тесе Библири кӗнекен ятне (А), сыпӑкне (Ӑ) тата сӑвӑ йӗркине (е сӑвӑ йӗркисене) (Б) пӑхӑр.
Сӑмахран, Иоанн 17:3 тени Иоанн кӗнекинчи 17-мӗш сыпӑкри 3-мӗш сӑвӑ йӗркине пӑхмалла тенине пӗлтерет.