Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Библи вулама пуҫлӑр

Библи вулама пуҫлӑр

Библи вулани сире савӑнӑҫ пама пултарать. Ҫакӑнта Библи вулама пуҫлама пулӑшакан хӑш-пӗр майсем пур. Хӑвӑра интереслентерме пултаракан темӑна суйласа илӗр те илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене вулӑр.

Паллӑ ҫынсемпе событисем

  • Ной тата пӗтӗм ҫӗре шыв илни: Пултарни 6:9—9:19

  • Моисей Хӗрлӗ тинӗс патӗнче: Тухни 13:17—14:31

  • Руфь тата Ноеминь: Руфь, 1—4 сыпӑксем

  • Давид тата Голиаф: 1 Патшасен, 17-мӗш сыпӑк

  • Авигея: 1 Патшасен 25:2—35

  • Даниил арӑслансен шӑтӑкӗнче: Даниил, 6-мӗш сыпӑк

  • Елисавета тата Мария: Лука, 1-мӗшпе 2-мӗш сыпӑксем

Кулленхи пурнӑҫра усӑ паракан канашсем

Сире пулӑшу кирлӗ пулсан...

  • алӑ усӑннӑ чухне: Псалом 22; Исаия 41:10

  • хуйха ӳкнӗ чухне: 2 Коринф 1:3, 4; 1 Петр 5:7

  • унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн хамӑра ытлашши айӑпланӑ чухне: Псалом 85:5; Иезекииль 18:21, 22

Библире мӗн каланӑ...

КАНАШ: ҫӳлерех илсе панӑ сӑвӑ йӗркисен контекстне курас тесе пӗтӗм сыпӑка (е сыпӑксене) вуласа тухӑр. Библири сыпӑка вуласа тухнӑ хыҫҫӑн ӑна палӑртас тесе ҫак публикаци вӗҫӗнче илсе панӑ «Библи вуланине палӑртмалли списокпа» усӑ курӑр. Кашни кун Библи вулама тӗллев лартӑр.