ИНТЕРЕСА АТАЛАНТАРӐР
7-МӖШ УРОК
Ҫине тӑрӑр
Библири принцип: «Вӗсем... пӗр чарӑнмасӑр вӗрентнӗ тата... ырӑ хыпар пӗлтернӗ» (Ап. ӗҫ. 5:42).
Павел мӗн тунӑ?
1. ВИДЕО пӑхӑр е Апостолсен ӗҫӗсем 19:8—10 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:
Павелран эпир мӗне вӗренетпӗр?
2. Ҫын чӑнлӑхпа малалла та интереслентӗр тесен тата унпа Библи вӗренме пуҫлас тесен вӑхӑтпа вӑя шеллесе тӑмалла мар.
Павелран тӗслӗх илӗр
3. Ҫын патне ӑна хӑҫан майлӑ, ҫавӑн чухне килӗр. Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Хӑҫан тата ӑҫта унпа калаҫма лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ?» Ҫын патне кайса килме хӑвӑршӑн майлӑ мар пулсан та, пурпӗр ун патне кайса килме хатӗр пулӑр.
4. Тепӗр хут килме калаҫса татӑлӑр. Ҫынпа калаҫса пӗтернӗ хыҫҫӑн кашнинче унпа тепӗр хут хӑҫан тӗл пуласси ҫинчен калаҫса татӑлӑр. Тепӗр хут килме е шӑнкравлама сӑмах патӑр пулсан, хӑвӑр сӑмахна тытӑр.
5. Шанчӑка ан ҫухатӑр. Ҫынна килте тытма йывӑр пулсан е вӑл час-часах ерҫӳллӗ мар пулсан, вӑл Библипе интересленмест тесе тӳрех шутласа ан хурӑр (1 Кор. 13:4, 7). Ҫав вӑхӑтрах ҫакна та асра тытӑр: вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курмалла (1 Кор. 9:26).