ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛӖР
12-МӖШ УРОК
Хӑраса ан тӑрӑр
Библири принцип: «Паха сӗрӗш тата ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрни чӗрене савӑнӑҫ кӳрет; чун-чӗререн канаш паракан тус ҫапла кӑмӑла ҫӗклет» (Ытар. 27:9).
Иисус мӗн тунӑ?
1. ВИДЕО пӑхӑр е Марк 10:17—22 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:
Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?
2. Ҫынна Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма мӗн те пулин чӑрмантарать пулсан, пирӗн ӑна ҫавӑн ҫинчен тӳррӗн каламалла, ҫав вӑхӑтрах ҫавна ыррӑн тумалла.
Иисусран тӗслӗх илӗр
3. Библи вӗренекене хӑйӗн умне тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшӑр.
-
а) «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр» кӗнекери «Манӑн тӗллевсем» текен рамкӑпа усӑ курӑр.
-
ӑ) Вӗренекене хӑйӗн умне кӗске вӑхӑтлӑха тата нумай вӑхӑтлӑха пыракан тӗллевсем лартма тата вӗсене пурнӑҫа кӗртме унӑн мӗнле утӑмсем тумаллине курма пулӑшӑр.
4. Вӗренекене ҫитӗнӳсем тума мӗн чӑрмантарнине пӗлӗр те ӑна ҫав чӑрмавсене ҫӗнтерме пулӑшӑр.
-
-
Вӗренекене шыва кӗме мӗн чӑрмантарать?
-
Эпӗ ӑна мӗнле пулӑшма пултаратӑп?
-
-
ӑ) Вӗренекене мӗнле улшӑнусем тумалли ҫинчен тӳррӗн те ыррӑн калас тесе кӗлӗре хӑюлӑх ыйтӑр.
5. Ҫын ҫитӗнӳсем тумасть пулсан, унпа вӗренме пӑрахӑр.
-
а) Вӗренекен ҫитӗнӳсем тунипе туманнине пӗлес тесе хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр:
-
Вӗренекен хӑй мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курать-и?
-
Вӑл пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрет-и тата Библири чӑнлӑхсене ыттисене каласа парать-и?
-
Вӑл чылай вӑхӑт хушши Библи вӗренет пулсан, унӑн Иегова Свидетелӗ пулса тӑрас кӑмӑл пур-и?
-
-
ӑ) Библи вӗренекен ҫитӗнӳсем туни курӑнмасть пулсан:
-
Унран ӑна мӗн чӑрмантарни ҫинчен ыйтӑр.
-
Мӗншӗн эсир унпа вӗренме пӑрахма шут тытнине ӑна хисеплӗн ӑнлантарса парӑр.
-
Малашне вӑл каллех вӗренме пуҫлас тет пулсан, унӑн мӗнле улшӑнусем тумаллине ӑна ӑнлантарса парӑр.
-
ҪАКСЕНЕ ТЕ ПӐХӐР
Пс. 140:5; Ытар. 25:12; 27:6; 1 Кор. 9:26; Кол. 4:5, 6