Тӗп матералсем патне куҫӑр

Ҫак тӗнче кам аллинче?

Ҫак тӗнче кам аллинче?

Сирӗн шутпа...

  • Турӑ аллинче-и?

  • ҫынсен аллинче-и?

  • Сатана аллинче-и?

 БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ

«Пӗтӗм тӗнче Усал аллинче выртать» (1 Иоанн 5:19, «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ»).

«Турӑ Ывӑлӗ шуйттан ӗҫне аркатма килнӗ» (1 Иоанн 3:8, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).

ҪАКӐ СИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАМА ПУЛТАРАТЬ

Тӗнчери йывӑрлӑхсем мӗншӗн пулса пынине ӑнланма пулӑшать (Ӳлӗмхине 12:12).

Пирӗн тӗнче лайӑхланассине шанма сӑлтав парать (1 Иоанн 2:17).

 БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНИНЕ ӖНЕНМЕ ПУЛАТЬ-ШИ?

Пулать, ҫавна валли сахалтан та виҫӗ сӑлтав пур:

  • Сатанан влаҫӗ пӗтетех. Иегова Сатанана ҫынсене пуҫпулса тытса тӑма пӑрахтарма ҫирӗп шут тытнӑ. Вӑл «шуйттана... ҫӗнтерме» тата унӑн влаҫӗ кӳнӗ пур сиене те тӗп тума сӑмах парать (Еврейсем 2:14).

  • Турӑ тӗнче пуҫлӑхӗ пулма Иисус Христоса суйласа лартнӑ. Иисус Христос пачах та ҫак тӗнчен хаяр та хӑйӗншӗн кӑна тӑрӑшакан пуҫлӑхӗ пек мар. Иисус патшара ларни пирки каланӑ май Турӑ ҫапла сӑмах парать: «Вӑл мӗскӗнпе чухӑн ҫынна хӗрхенӗ... вӗсенӗн чунне ултавпа пусмӑртан хӑтарӗ» (Псалом 71:13, 14).

  • Турӑ нихӑҫан та улталамасть. Библире уҫҫӑн каланӑ: «Турӑ улталаса калас ҫук» (Еврейсем 6:18). Иегова мӗн те пулин тума сӑмах пачӗ пулсан, ҫакӑ пурнӑҫланнӑ теме пулать! (Исаия 55:10, 11.) «Ҫак тӗнче пуҫлӑхне хӑваласа ярӗҫ» (Иоанн 12:31).

 ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР-ХА

Ҫак тӗнче пуҫлӑхне хӑваласа янӑ хыҫҫӑн пурнӑҫ мӗнлерех пулӗ-ши?

Библи ҫак ыйту ҫине мӗнле хурав панине пӗлес тесе ПСАЛОМ 36:10, 11 тата ӲЛӖМХИНЕ 21:3, 4 пӑхӑр.