ҪИЧЧӖМӖШ СЫПӐК
Итлемен ача килте?
1, 2. а) Иудӑри тӗн ертӳҫисем шанчӑклӑ пулманнине кӑтартма Иисус мӗнле ытарӑш каласа панӑ? ӑ) Иисус ытарӑшӗ пире ҫамрӑк ачасем пирки мӗне вӗрентет?
ХӐЙ вилес умӗн темиҫе кун маларах Иисус Иудӑри тӗн ертӳҫисен ушкӑнне шухӑшлаттаракан ыйту панӑ. Вӑл ыйтнӑ: «Сире мӗнле пек туйӑнать? Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ; вӑл пӗрин патне пынӑ та каланӑ: „ывӑлӑм, паян иҫӗм ҫырли пахчине кайса ӗҫле-ха“ тенӗ. Анчах та лешӗ: „каяс килмест“ тенӗ; кайран тата ӳкӗннӗ те пахчана кайнӑ. Ашшӗ тепӗр ывӑлӗ патне пырса ӑна та ҫаплах каланӑ. Ку ӗнтӗ: „кайӑп, аттемӗм“ тенӗ; хӑй кайман та. Иккӗшӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне пурӑнӑҫланӑ?» Иудӑри тӗн ертӳҫисем хуравланӑ: «Малтанхи» (Матфей 21:28—31).
2 Ҫак тӗслӗхпе Иисус Иудӑри ертӳҫӗсем шанчӑклӑ пулманнине кӑтартнӑ. Вӗсем, иккӗмӗш ывӑлӗ пекех, Турӑ ирӗкне туса тӑма сӑмах панӑ, сӑмахне вара пурнӑҫламан. Ҫапах та нумай ашшӗ-амӑшӗ Иисусӑн ытарӑшӗ ҫемье пурнӑҫне питӗ лайӑх пӗлни ҫинче никӗсленнине ҫирӗплетсе парӗ. Тӗслӗхре вӑл питӗ аван кӑтартнӑ пекех, ҫамрӑксем мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗлме е вӗсем хӑйсене мӗнле тытасса тавҫӑрса илме час-часах йывӑр. 12—16 ҫулсенчи ача нумай чӑрмав кӳме пултарать, каярахпа вара вӑл яваплӑ, пурте хисеплекен ҫын пулса тӑрать. Ҫак ҫулсенчи ача итлеменни пирки калаҫнӑ чухне пирӗн ҫакна асра тытмалла.
ИТЛЕМЕН АЧА КАМ ВӐЛ?
3. Ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен ачине мӗншӗн тӳрех итлемен ача шутне кӗртмелле мар?
3 Хӑш-пӗр чухне ашшӗ-амӑшне уҫҫӑнах хирӗҫ тӑракан ҫамрӑк ачасем пирки илтме пулать. Тен, итлеттерме ҫук пек туйӑнакан яш ача пур ҫемьене эсир хӑвӑр та пӗлетӗр. Анчах пур чухне те пӗлме ҫӑмӑл мар: ача итлекенскер-и е итлеменскер. Унсӑр пуҫне пӗрисем мӗншӗн итлеменнине, теприсем вара — ҫав ҫемьерех ҫуралса ӳснисем — итленине ӑнланма йывӑр. Ачине тӳрлетме ҫук пек туйӑнать пулсан ашшӗ-амӑшӗн мӗн тумалла? Ҫак ыйту ҫине хуравлас тесе айтӑр малтан итлемен ача кам пулнине сӳтсе явар.
4—6. а) Итлемен ача кам вӑл? ӑ) Яш ачи хӑш-пӗр чухне итлемест пулсан, ашшӗ-амӑшӗн мӗн асра тытмалла?
4 Ӑнланмалла каласан, итлемен ача — пӗлсе тӑрсах тата кутӑнланса аслӑ влаҫсене пӑхӑнман е хирӗҫ тӑракан тата йышӑнман ҫын. Паллах, «яш ачан чӗрине ухмахлӑх ҫулӑхнӑ» (Ытарӑшсем 22:15). Ҫавӑнпа вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пур ача та ашшӗ-амӑш влаҫне е урӑх мӗнле те пулин влаҫа пӑхӑнасшӑн мар. Ҫакӑ уйрӑмах 12—16 ҫулсенче, ача ӳт-пӳ тата кӑмӑл-туйӑм енӗпе аталаннӑ вӑхӑтра, час-часах пулать. Пурнӑҫри улшӑнусем кирек епле ҫыншӑн та стресс шутланаҫҫӗ, ҫак ҫулсенче вара питӗ нумай улшӑну пулса иртет. Яш ачӑр — хӗрӗр е ывӑлӑр — ачалӑх тӗнчине хӑварса ҫитӗннӗ ҫын ҫул-йӗрӗпе утма пуҫлать. Ҫавӑнпа ача 12—16 ҫулсенче пулнӑ чухне унпа ашшӗ-амӑшӗ хушшинче йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗн час-часах ҫак куҫӑма вӑрахлатас килет, ҫамрӑк ачисем вара тепӗр тапхӑра куҫма питӗ васкаҫҫӗ.
5 Итлемен ҫамрӑк ача хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗ хакланисене йышӑнмасть. Анчах асра тытӑр: темиҫе хут итлеменни ача итлеменскер пулнине кӑтартмасть. Турӑ ҫинчен пӗлме туртӑннине илсен, хӑш-пӗр ача Библири чӑнлӑхпа малтан сахал интересленет, тепӗр чухне пачах кӑсӑкланмасан та пултарать, анчах ҫав хушӑрах вӗсем итлемен ача пулмасан та пултараҫҫӗ. Ачӑр пирки итлемен ача теме ан васкӑр.
6 12—16 ҫулсенчи пур ача та ашшӗ-амӑш влаҫне хирӗҫ тӑрать-ши? Ҫук. Пурнӑҫ кӑтартнӑ тӑрӑх, чӑннипех те пӑхӑнас темен ачасем нумаях мар. Ҫапах та кутӑнлашса итлемесӗр тӑракан ачапа мӗнле тытмалла-ха? Вӑл хӑйне мӗншӗн ҫавӑн пек тытать?
ИТЛЕМЕННИН СӐЛТАВӖСЕМ
7. Сатана тӗнчи ачана итлемесӗр тӑма мӗнле ӳкӗте кӗртме пултарать?
7 Итлеменнин тӗп сӑлтавӗ — таврари Сатана тӗнчи. «Пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче» (1 Иоанн 5:19). Сатана тытса тӑракан тӗнче ирсӗр йӑласем аталантарать, христиансен ҫавсене хирӗҫ тӑма тивет (Иоанн 17:15). Паян йӑласем унчченхинчен вӑйлӑрах япӑх витӗм кӳме пултараҫҫӗ тата вӗсем нумай тӗлӗшрен пӑсӑкрах, хӑрушӑрах (2 Тимофей 3:1—5, 13). Ашшӗ-амӑшӗ ачисене вӗрентмест, асӑрхаттармасть тата хӳтӗлемест пулсан, «Турра хирӗҫлекен ҫынсем ӑшӗнче халӗ хӗтӗртсе тӑракан сывлӑш» вӗсене ҫӑмӑллӑнах сиен кӳме пултарать (Эфес 2:2). Пӗр ҫулхисем хӗсӗрлени пирки те ҫавнах калама пулать. Библире каланӑ: «Ухмахпа туслашакан пӑрахӑҫа тухать» (Ытарӑшсем 13:21). Ҫавӑн пекех кам ҫак тӗнчен сывлӑшне пур тӗлӗшпе те хӑйне витерме панӑ ҫынсемпе туслашать, ҫавӑ та ҫак сывлӑш витӗмне лекетех пулӗ. Туррӑн принципӗсене тытса тӑнипе чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ валли никӗс хывнине ҫамрӑксем ӑнланса илччӗр тесен, вӗсене пулӑшу пӗрмаях кирлӗ (Исаия 48:17, 18).
8. Ача мӗнле сӑлтавсене пула итлеме пӑрахма пултарать?
8 Итлеменнин тепӗр сӑлтавӗ килти лару-тӑру пулма пултарать. Сӑмахран, ашшӗ е амӑшӗ ӗҫке ярӑннӑ, наркоман е ыттисемпе хаяррӑн тытать пулсан, ҫакна пула ача пурнӑҫ ҫине тӗрӗс мар пӑхма пултарать. Лӑпкӑ теме пулнӑ килте те ача, ашшӗ-амӑшӗ хӑйпе интересленменнине ӑнланчӗ пулсан, итлеме пӑрахма пултарать. Анчах та 12—16 ҫулсенче итлеменни яланах тулашри витӗмрен килмест. Ашшӗ-амӑшӗ Библи принципӗсем тӑрӑх пурӑнать пулин те тата ачисене ҫак тӗнчерен нумай тӗлӗшрен хӳтӗлет пулин те, хӑш-пӗр ача вӗсем хакланине йышӑнмасть. Мӗншӗн? Тен, пирӗн йывӑрлӑхсен тепӗр сӑлтавне — этем ҫитменлӗхлӗ пулнине пула. Павел каланӑ: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын [Адам] урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ» (Рим 5:12). Адам хӑйӗн туйӑмӗсене мала хунӑран итлемен те хӑйӗн пур тӑхӑмне те япӑх еткер хӑварнӑ. Хӑш-пӗр яш ачасем хӑйсен аслашшӗ евӗрлӗ итлемен ҫын пулса тӑраҫҫӗ.
ҪЕМҪЕ КӐМӐЛЛӐ ИЛИЙ ТАТА ХАЯР РОВОАМ
9. Ачана вӗрентсе ӳстернӗ чухне ашшӗ-амӑшӗ хӑйне мӗнле тытсан ача итлеме пӑрахма пултарать?
9 Яш ача итлеме пӑрахнин тепӗр сӑлтавӗ — ачана вӗрентсе ӳстересси ҫине ашшӗ-амӑшӗ тӗрӗс пӑхма пӗлменни (Колоссӑ 3:21). Хӑш-пӗр тӳрӗ кӑмӑллӑ ашшӗ-амӑшӗ хӑйне ачисемпе ытлашши ҫирӗп тытать тата наказани парать. Теприсем ҫемҫе кӑмӑллӑ, вӗсем опытсӑр яш ачисене хӳтӗлеме пултаракан принципсем тӑрӑх пурӑнма хӑнӑхтармаҫҫӗ. Кунта хӑҫан хӑшӗ лайӑхрах пулнине суйласа илме ҫӑмӑл мар. Вӗт кашни ачана мӗн кирли пӗрешкел мар. Пӗрне, тен, ыттисенчен ытларах пӑхни кирлӗ. Ҫапла пулин те, Библири икӗ тӗслӗх пире ытлашши ҫемҫе кӑмӑллӑ пулни те, ытлашши хаяр пулни те мӗнле хӑрушлӑхсемпе ҫыхӑннине курма пулӑшать.
10. Илий лайӑх священник пулнӑ пулин те, мӗншӗн япӑх ашшӗ пулнӑ?
10 Авалхи Израильте пурӑннӑ Илий аслӑ священникӑн ачисем пулнӑ. Илий 40 ҫул Турӑшӑн ӗҫленӗ, вӑл Турӑ Законне, паллах, питӗ лайӑх пӗлнӗ. Вӑл священник тивӗҫлӗхӗсене те тӗрӗс туса тӑнӑ пулас тата ывӑлӗсене, Офнипе Финееса, тен, Турӑ Законне те тӑрӑшса вӗрентнӗ. Анчах Илий хӑйӗн ывӑлӗсемпе ытлашши ҫемҫе пулнӑ. Офнипе Финеес священник тивӗҫлӗхӗсене туса тӑнӑ, анчах вӗсем хӑйсен хырӑмне тултарассишӗн тата аскӑн шухӑшӗсене пурнӑҫлассишӗн кӑна тӑрӑшакан «юрӑхсӑр ҫынсем пулнӑ». Вӗсем сӑваплӑ вырӑнта намӑссӑр ӗҫсем тунӑ пулин те, Илийӗн вӗсене священник тивӗҫлӗхӗсене туса тӑма пӑрахтарма хӑюлӑхӗ ҫитмен. Вӑл вӗсене кӑшт ҫеҫ ӳпкеленӗ. Ҫемҫелӗхӗпе Илий хӑйӗн ывӑлӗсене Турӑран ытларах чысланӑ. Ҫакӑ Илий ывӑлӗсем Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапассине хирӗҫ тӑни патне илсе ҫитернӗ, ҫавна пула Илийӗн пӗтӗм килӗ хур курнӑ (1 Патшасен 2:12—17, 22—25, 29; 3:13, 14; 4:11—22).
11. Илий панӑ япӑх тӗслӗхрен ашшӗ-амӑшӗ мӗне вӗренме пултарать?
11 Ҫак событисем пулса иртнӗ чухне Илий ачисем ҫитӗннӗ ҫынсем пулнӑ, анчах ҫак тӗслӗх вӗрентессинчен пӑрӑнни ырӑпа вӗҫленменнине ҫирӗплетсе парать. (Ытарӑшсем 29:21 танлаштарӑр.) Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ, ҫемҫелӗхе юратупа арпаштарса, уҫӑмлӑ, вырӑнлӑ, пурнӑҫлама пулнӑ правилӑсем палӑртмасть тата ачисене вӗсене тытса тӑма ыйтмасть. Ҫакӑн пек ашшӗ-амӑшӗ ачисем Туррӑн принципӗсене пӑснӑ чухне те юратӑва тӗпе хумасть, кирлӗ пек наказани памасть. Ҫакӑн йышши ҫемҫелӗхе пула ачасем ашшӗ-амӑш влаҫне кӑна мар, кирек кам влаҫне те хисеплеме пӑрахма пултараҫҫӗ. (Екклесиаст 8:11 танлаштарӑр.)
12. Влаҫпа усӑ курас тӗлӗшрен Ровоам мӗнле йӑнӑш тунӑ?
12 Влаҫпа тата мӗнле тӗрӗс мар усӑ курма пулнине Ровоам тӗслӗхӗ кӑтартать. Вӑл Израилӗн, пӗрлештернӗ патшалӑхӑн, юлашки патши тата япӑх патша пулнӑ. Ровоам еткере илнӗ ҫӗршыври халӑх Ровоамӑн ашшӗ Соломон хӑйсем ҫине хунӑ йывӑр ҫӗклемпе килӗшменнине кӑтартнӑ. Ровоам хӑйӗн патшалӑхӗнчи ҫынсене ӑнланма тӑрӑшнӑ-и? Ҫук. Халӑх Ровоама йывӑр ҫӗклеме ҫӑмӑллатма ыйтсан, вӑл аслӑ ҫынсен ӑслӑ сӑмахӗсене тимлемен тата халӑх ҫине хунӑ йывӑр ҫӗклеме тата та йывӑрлатма хушнӑ. Ровоамӑн мӑнкӑмӑллӑхне пула патшалӑхӑн ҫӳрҫӗр енчи вунӑ йӑхӗ хирӗҫ тӑнӑ, патшалӑх вара икӗ пая уйрӑлнӑ (3 Патшасен 12:1—21; 2 Ҫулсеренхи 10:19).
13. Ровоам тунӑ йӑнӑшран ашшӗ-амӑшӗ мӗнле сыхланма пултарать?
13 Ровоам пирки Библире пӗлтернинчен ашшӗ-амӑшӗ нумай вӗренме пултарать. Вӗсен Иеговӑна шырамалла тата вӗрентме усӑ куракан меслечӗсем Библи принципӗсемпе килӗшӳллӗ пулнине тӗрӗслемелле (Псалом 104:4). Екклесиаст 7:7-мӗшӗнче (ҪТ) каланӑ: «Хӗсӗрлени ӑслине ӑссӑрла хӑтланма хӗтӗртме пултарать». Тӗплӗн шухӑшласа чарнисем яш ачасене аталанма май параҫҫӗ, ҫав хушӑрах усаллӑхран та хӳтӗлеҫҫӗ. Анчах питӗ ҫирӗп ыйтсан тата нумаййине тума чарсан ачасем хӑйсене тата хӑйсен вӑйне тивӗҫлипе хаклакан ҫынсем пулса ӳсеймӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ ҫителӗклӗ таран ирӗклӗх парас енпе тата ҫирӗп, уҫӑмлӑ чарусем палӑртас енпе виҫине пӗлме ӑнтӑлать пулсан, яш ачасенчен ытларахӑшӗн хирӗҫлес кӑмӑл пулмӗ.
АЧАШӐН ТӐРӐШСАН, ИТЛЕМЕСӖР ТӐНИ ПУЛМАСАН ТА ПУЛТАРӖ
14, 15. Ачи пысӑкланса пыни ҫине ашшӗ-амӑшӗн мӗнле пӑхмалла?
14 Яш ачи ҫитӗнсе пынине курнӑ май ашшӗ-амӑшӗ савӑнать пулин те, вӑл ытларах та ытларах ирӗклӗ пулса пыни, хӑйне шанни вӗсене хумхантарма пултарать. Ҫак куҫӑм тапхӑрӗнче ача хӑш-пӗр чухне кутӑн пулнинчен е пӗрле ӗҫлесшӗн пулманнинчен ан тӗлӗнӗр. Асра тытӑр: ашшӗ-амӑшӗсен, христиансен, тӗллевӗ — характерӗпе ҫирӗпленнӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ, яваплӑ христианина ӳстересси. (1 Коринф 13:11; Эфес 4:13, 14 танлаштарӑр.)
15 Тем пек йывӑр пулсан та, ашшӗ-амӑшӗн яш ачи ирӗклӗрех пулма кирек епле ыйтнине те хирӗҫлес йӑлана пӑрахмалла. Ун пек-и е кун пек, ачан ҫав ҫавах хӑй тӗллӗн пурӑнма хӑнӑхса пымалла. Хӑш-пӗр яш ача вара, хӑй пӗчӗк пулсан та, майӗпен аслисем пек шухӑшлама тытӑнать. Сӑмахран, ҫамрӑк патша Иосия ҫинчен Библире каланӑ: «Яш ача [15 ҫулалла ҫитнӗскер] хӑй ашшӗн, Давидӑн, Туррине пуҫҫапма тытӑннӑ». Ҫак лайӑх яш ача хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа тӑракан ҫын пулни курӑнать (2 Ҫулсеренхи 34:1—3).
16. Пысӑк яваплӑх шанса пачӗҫ пулсан, ачасен мӗн ӑнланмалла?
16 Анчах ирӗклӗх яваплӑха та пӗлтерет. Ҫавӑнпа «ҫӗнӗ ҫитӗннӗ ҫынна» хӑйӗн хӑш-пӗр йышӑнӑвӗсемпе утӑмӗсем мӗн патне илсе ҫитернине курма-туйма парӑр. «Этем мӗн акать, ҫавна вырса илет» принцип аслисене кӑна мар, яш ачасене те пырса тивет (Галати 6:7). Ачасене пур йывӑрлӑхран та ӗмӗрех сыхлама ҫук. Анчах та ачӑр мӗн те пулин ҫав тери юрӑхсӑррине тӑвасшӑн пулсан мӗн тумалла? Тӳрӗ кӑмӑллӑ ашшӗ-амӑшӗ пулнӑран сирӗн «ҫук» тесе каламалла. Эсир хӑвӑр мӗншӗн чарнине ӑнлантарса пама пултаратӑр пулин те, нимӗнле сӑлтава пула та сирӗн «ҫук» тенине «ҫапла» тессипе улӑштармалла мар. (Матфей 5:37 танлаштарӑр.) Ҫапах та «ҫук» тесе лӑпкӑн тата ҫирӗппӗн калӑр, вӗт «йӑвашшӑн хуравлани ҫилле сирсе ярать» (Ытарӑшсем 15:1).
17. Яш ачасене, сӑмахран, мӗн питӗ кирлӗ тата ашшӗ-амӑшӗн вӗсене мӗнле пулӑшмалла?
17 Ҫамрӑк ачасем правилӑсене тата чарнисене пур чухне те кӑмӑлласа йышӑнмаҫҫӗ пулин те, куллен вӗрентни вӗсемшӗн хӳтлӗх пулса тӑрать. Ашшӗ-амӑшӗн кӑмӑлне пула правилӑсем час-часах улшӑнни аптратса ӳкерет. Унсӑр пуҫне, яш ачасем шикленнине, вӑтаннине тата хӑйне шанманнине ҫӗнтерччӗр тесе вӗсене ҫителӗклӗ таран ырласан тата пулӑшсан, вӗсем лӑпкӑрах кӑмӑллӑ пулса ӳсме пултарӗҫ. Яш ачасем ашшӗ-амӑшӗ хӑйсене тивӗҫлипе шаннине кӑтартнине те хаклаҫҫӗ. (Исаия 35:3, 4; Лука 16:10; 19:17 танлаштарӑр.)
18. Яш ачасем ҫинчен мӗн пӗлни ашшӗ-амӑшне хавхалантарма пултарать?
18 Ҫемьере мир, лӑпкӑлӑх тата юрату хуҫаланать пулсан, ҫакӑ ытларах чухне ачасене лайӑх витӗм кӳнине пӗлни ашшӗ-амӑшне лӑплантарма пултарать (Иаков 3:17, 18; Эфес 4:31, 32). Ӗҫке ярӑннине, пусмӑра е мӗнле те пулин урӑх япӑх витӗме пула хур куракан ҫемьесенче вӗренсе ӳссен те, чылай яш ача пурпӗр килти япӑх тӗслӗх хыҫҫӑн каймасть, вӗсем лайӑх ҫын пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ачӑрсене килте хӑрушсӑрлӑхра пулнине туйма тата вӗсем унта юрату, хӗрхенӳ, тимлӗх тупма пултарнине ӑнланма пулӑшрӑр пулсан, ун чухне — вӗсемшӗн тӑрӑшнӑ май эсир мӗн те пулин тума пӗлсе чарсан та, Библи принципӗсемпе килӗшӳллӗн ӑс парсан та — ачӑрсем ҫитӗнсен, эсир вӗсемпе мухтанма пултарӑр. (Ытарӑшсем 27:11 танлаштарӑр.)
АЧАСЕМ ИНКЕКЕ ЛЕКНӖ ЧУХНЕ
19. Ашшӗ-амӑшӗн ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнчех вӗрентмелле пулин те, ача ҫине мӗнле яваплӑх хунӑ?
19 Ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн тивӗҫлӗхӗсене тӑрӑшса пурнӑҫлани, паллах, пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ытарӑшсем 22:6-мӗшӗнче каланӑ: «Ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрент, вара вӑл ватӑлса ҫитсен те ҫав ҫултан пӑрӑнмӗ». Анчах ашшӗ-амӑшӗ питӗ лайӑх пулнӑ чухне те пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулакан ачасем пирки мӗн калама пулать? Ҫакӑ пулма пултарать-и? Ҫапла. Ытарӑшри сӑмахсене ачасен ашшӗ-амӑшне итлемелли тата пӑхӑнса тӑмалли пирки калакан ытти сӑвӑсене шута илсе пӑхса тухмалла (Ытарӑшсем 1:8). Ҫемьере пӗрлӗх пултӑр тесен ашшӗ-амӑшӗпе ачисен Библи принципӗсемпе усӑ курас тӗлӗшрен пӗр-пӗрне пулӑшса тӑмалла. Ҫакна тума ашшӗ-амӑшӗпе ачисем хӑйсем енчен тӑрӑшмасан йывӑрлӑхсем сиксе тухӗҫ.
20. Ачисем хӑйсен ҫӑмӑлттайлӑхне пула йӑнӑшнӑ чухне ашшӗ-амӑшӗн хӑйсене ӑслӑ-тӑнлӑ мӗнле тытмалла?
20 Ҫамрӑк ача хӑй йӑнӑшнине пула инкеке лекрӗ пулсан, ашшӗ-амӑшӗн хӑйне мӗнле тытмалла? Ҫакӑн пек чухне ачана пулӑшу уйрӑмах питӗ кирлӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен умӗнче опытсӑр яш ача пулнине асра тытать пулсан, вӗсене мӗн пулса тухни ытлашши хытӑ кулянтармӗ. Павел пухури опытлӑ христиансене сӗннӗ: «Пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин ҫылӑха кӗрсен, эсир, Сывлӑш хушнипе пурӑнакансем, ӑна йӑвашшӑн чӑнлӑх ҫулӗ ҫине таврӑнма пулӑшӑр» (Галати 6:1). Хӑйӗн ҫӑмӑлттайлӑхне пула йӑнӑшакан яш ача ҫине ашшӗ-амӑшӗ ҫакӑн евӗрлех пӑхма пултарать. Вӑл хӑйне тыткалани мӗншӗн тӗрӗс мар пулнине тата тепӗр хут ҫак йӑнӑшах тӑвассинчен мӗнле пӑрӑнма пулнине уҫӑмлӑн ӑнлантарса парса, ашшӗ-амӑшӗн уҫҫӑн кӑтартмалла: вӗсем ачине мар, унӑн ӗҫӗсене япӑх тесе шутлаҫҫӗ. (Иуда 22, 23 танлаштарӑр.)
21. Ачисем пысӑк ҫылӑх тусан ашшӗ-амӑшӗн христиансен пухӑвӗнчен тӗслӗх илсе мӗн тумалла?
21 Яш ача пысӑк йӑнӑш турӗ пулсан мӗн тумалла? Ун пек чухне ачана уйрӑм пулӑшу тата пӗлсе ертсе-кӑтартса пыни кирлӗ. Пухура пӗри пысӑк ҫылӑх турӗ пулсан, ӑна ӳкӗнме тата старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма сӗнеҫҫӗ (Иаков 5:14—16). Ҫылӑха кӗнӗ ҫын ӳкӗннӗ хыҫҫӑн старейшинӑсем ӑна Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче пулма пулӑшаҫҫӗ. Пысӑк йӑнӑш тунӑ яш ачана пулӑшасси — ҫемьере ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫлӗхӗ, вӗсен ҫак ӗҫе, тен, старейшинӑсемпе те сӳтсе явмалла. Ачисенчен пӗри пысӑк ҫылӑх турӗ пулсан ашшӗ-амӑшӗн, паллах, ҫакна старейшинӑсен советӗнчен пытарма тӑрӑшмалла мар.
22. Ачи пысӑк йӑнӑш тусан ашшӗ-амӑшӗ Иеговӑран тӗслӗх илсе хӑйне ачипе мӗнле тытма тӑрӑшӗ?
22 Ачасене пырса тивекен пысӑк йывӑрлӑх питӗ асаплантарать. Шанӑҫа ҫухатнӑ ашшӗ-амӑшӗн тӗрӗс ҫултан пӑрӑннӑ яш ачине ҫиллессӗн кӑшкӑрса хӑратас килме пултарӗ, анчах ҫакӑ ӑна усаллантарӗ кӑна. Ан манӑр: ҫак йывӑр вӑхӑтра яш ачапа мӗнле тытни унӑн пуласлӑхне витӗм кӳме пултарать. Иегова тӗрӗс ҫултан пӑрӑннӑ хӑйӗн халӑхне ӳкӗнсенех каҫарма хатӗр пулнине те асра тытӑр. Иегова юратса каланӑ сӑмахсене тимлӗр: «Вара килӗр — татса парӑпӑр, теет Ҫӳлхуҫа. Ҫылӑхӑрсем хӗп-хӗрлӗ пулсассӑн — юр пек шуратӑп; йӑмӑх хӗрлӗ пулсассӑн — шурӑ ҫӑм пек шуратӑп» (Исаия 1:18). Ашшӗ-амӑшӗшӗн мӗн тери чаплӑ тӗслӗх!
23. Ачисенчен пӗри пысӑк ҫылӑх тусан ашшӗ-амӑшӗн мӗн тумалла тата вӗсен мӗнрен пӑрӑнмалла?
23 Йӗркерен тухнӑ яш ачӑра хӑйне мӗнле тытас тӗлӗшрен улшӑнма ӳкӗте кӗртме тӑрӑшӑр. Опытлӑ ашшӗ-амӑшӗнчен тата пухури старейшинӑсенчен ӑслӑ канашсем ыйтӑр (Ытарӑшсем 11:14). Утӑмсем шухӑшламасӑр ан тӑвӑр, ачӑра хӑвӑр пата таврӑнма мӗне пула йывӑр, ҫавна ан тӑвӑр тата ан калӑр. Ҫилле чараймасӑр ачасем ҫине кӑларассинчен тата хаяр сӑмахсенчен сыхланӑр (Колоссӑ 3:8). Шанӑҫа ан ҫухатӑр (1 Коринф 13:4, 7). Усал ӗҫсене курайми пулӑр, анчах хӑвӑра ачӑрпа пӗр хӗрхенӳсӗр тата хаяррӑн ан тытӑр. Пуринчен те кирли — ачӑрсене лайӑх тӗслӗх пама ӑнтӑлӑр тата Турра малалла та ҫирӗп ӗненӗр.
ПӖЛСЕ ТӐРСАХ ИТЛЕМЕН АЧАПА МӖНЛЕ ТЫТМАЛЛА
24. Христиансен ҫемйисенче хӑш-пӗр чухне мӗнле инкек пулса тухать тата ашшӗ-амӑшӗн ҫавӑн чухне хӑйне мӗнле тытмалла?
24 Хӑш-пӗр чухне яш ача христиансем мӗне хакланине пурне те сирсе яма тата хирӗҫ тӑма ҫирӗп шут тытни уҫҫӑн палӑрать. Ҫакӑн пек чухне ҫемьере ыттисен ырӑлӑхне упрама е ҫирӗплетме тимлӗхе уйӑрмалла. Ытти ачасене пӑхма пӑрахса, итлемен ача ҫине хӑвӑрӑн пӗтӗм вӑя ярассинчен асӑрханӑр. Йывӑрлӑха килтисенчен пытарас вырӑнне вак-тӗвексене асӑнмасӑр ӑна сӳтсе явӑр тата ҫемьене лӑплантарма тӑрӑшӑр. (Ытарӑшсем 20:18 танлаштарӑр.)
25. а) Ача пӗлсе тӑрсах итлемест пулсан, христиансен пухӑвӗнче йышӑннӑ йӗркене тӗпе хурса, ашшӗ-амӑшне мӗнле утӑмсем, тен, тума тивӗ? ӑ) Ачисенчен пӗри итлемест пулсан, ашшӗ-амӑшӗн мӗн асра тытмалла?
25 Иоанн апостол христиансен пухӑвӗнчи юсанайми итлемен ҫын пулса тӑнисем ҫинчен каланӑ: «Килӗре ан кӳртӗр; ӑна ӑшӑ сӑмах ан калӑр» (2 Иоанн 10). Ачи 18 ҫула ҫитнӗ тата пачах итлемест пулсан ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн ачипе ҫакӑн пекех тытни кирлӗ тесе йышӑнма пултарать. Ҫакӑ тем пек йывӑр пулин те тата чӗрене ыраттарсан та, ҫемьере ыттисене хӳтӗлеме хӑш-пӗр чухне ҫапла туни кирлӗ. Ҫемьене упрамалла тата ӑна валли пӗрмаях тимлӗх уйӑрмалла. Ҫавӑнпа та уҫӑмлӑ палӑртнӑ, анчах та ҫав хушӑрах ӑслӑ-тӑнлӑ шутланакан нормӑсене малалла та тытса тӑрӑр. Ытти ачӑрсемпе хутшӑнӑр. Вӗсен шкулти тата пухури ӗҫӗсемпе интересленӗр. Унсӑр пуҫне, эсир итлемен ачӑр ӗҫӗсене ырламастӑр пулин те, ачӑра кураймасӑр тӑманнине ӑнланма пулӑшӑр. Ачӑра мар, япӑх ӗҫӗсене сивлӗр. Иаковӑн икӗ ачи хӑйсен хаярлӑхне пула пӗтӗм ҫемйине инкек кӑтартнӑ чухне Иаков ывӑлӗсене мар, вӗсем чарма пултарайман ҫиллине ылханнӑ (Пултарни 34:1—31; 49:5—7).
26. Ачисенчен хӑшӗ те пулин итлемен ача пулса тӑчӗ пулсан ашшӗ-амӑшне мӗн йӑпатма пултарӗ?
26 Ҫемьере мӗн пулса тухнишӗн эсир, тен, хӑвӑра айӑплатӑр. Анчах та эсир, Иеговӑн канашӗсене пур тӗлӗшрен те тытса пырса, кӗлӗ туса хӑвӑр пултарнӑ таран пурне те тунӑ пулсан, хӑвӑра айӑпласа асаплантарма кирлӗ мар. Пӗр ҫитменлӗхсӗр ашшӗ-амӑшӗ пулманни тата эсир лайӑх ашшӗ-амӑшӗ пулма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшни чунӑра йӑпаттӑр. (Апостолсен ӗҫӗсем 20:26 танлаштарӑр.) Ҫемьере пӗлсе тӑрсах итлемен ача пурри — пысӑк инкек, анчах та ҫакӑн пекки сирӗн килӗрте пулса тухрӗ пулсан, Турӑ сире ӑнланнине тата хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене нихӑҫан та хӑварманнине ҫирӗп шанса тӑрӑр (Псалом 26:10). Ҫавӑнпа хӑвӑрӑн килӗре ытти ачӑрсемшӗн Турӑпа хутшӑнусем аталантарма пулӑшакан шанчӑклӑ хӳтӗ вырӑн тума малалла та ҫирӗп шут тытӑр.
27. Аташнӑ ывӑл пирки каланӑ ытарӑша аса илсе, итлемен ачан ашшӗ-амӑшӗ яланах мӗне шанма пултарать?
27 Унсӑр пуҫне, шанӑҫа нихӑҫан та ан ҫухатӑр. Вӗрентнӗ май эсир тӑрӑшнисем юлашкинчен тӗрӗс ҫултан пӑрӑннӑ ача чӗрине витӗм кӳме тата ӑна тӗрӗс шухӑшлама пулӑшма пултараҫҫӗ (Екклесиаст 11:6). Хӑш-пӗр христиан ҫемйисем сирӗнни пекрех лару-тӑрусемпе тӗл пулнӑ тата хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ, Иисус аташнӑ ывӑл пирки каланӑ ытарӑшри ашшӗ пекех, хӑйсен тӗрӗс ҫултан пӑрӑннӑ ачисем таврӑннине курнӑ (Лука 15:11—32). Ҫакӑн пекки сирӗн ҫемьере те пулма пултарать.