5-МӖШ ПАЙӖ
Патшалӑх паракан пӗлӳ. Патшан ӗҫлекенӗсене вӗрентни
ЭСИР йӑл кулса докладчик ҫине пӑхса тӑратӑр. Ҫак ҫамрӑк арҫын тӑван сирӗн пухуран. Вӑл конгресра пӗрремӗш хут сӑмах тухса калать. Ӑна итленӗ май эсир Турӑ халӑхне мӗнле чаплӑ пӗлӳ парса тӑни пирки тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗр. Эсир ҫав арҫын тӑван пӗрремӗш хут сцена ҫине тухнине аса илетӗр те ҫавӑнтанпа вӑл нумай ӳсӗм тунине ӑнланатӑр. Пионерсен шкулне пӗтерсен вӑл пысӑк ҫитӗнӳсем турӗ. Нумаях пулмасть вӑл арӑмӗпе пӗрле Патшалӑх хыпарҫисен шкулне вӗренсе тухрӗ. Арҫын тӑван хӑйӗн чаплӑ докладне вӗҫлесен эсир алӑ ҫупнӑ вӑхӑтра тавралла ҫавӑрӑнса пӑхатӑр та Турӑ халӑхӗ хушшинче кашни мӗнле пӗлӳ илсе тӑни ҫинчен шухӑшлатӑр.
Туррӑн ӗҫлекенӗсене пурне те «Ҫӳлхуҫа вӗрентӗ» текен вӑхӑт ҫитесси пирки Библире малтанах каласа хунӑ (Ис. 54:13). Эпир шӑп ҫав вӑхӑтра пурӑнатпӑр та. Эпир хамӑр публикацисене тӗпченипе кӑна мар, тӗлпулусене тата конгрессене ҫӳренипе, ҫавӑн пекех пире организацири ӗҫсене тума хатӗрлекен тӗрлӗ шкулсенче вӗреннипе пӗлӳ илсе тӑратпӑр. Ҫак сыпӑкра эпир илекен пӗлӳ Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынине мӗнле кӑтартса панине пӑхса тухӑпӑр.
ҪАК УЙРӐМРА
16-МӖШ СЫПӐК
Пӗрле пуҫҫапмалли тӗлпулусем
Иеговӑна пуҫҫапмалли тӗлпулусенчен пысӑк усӑ илес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
17-МӖШ СЫПӐК
Патшалӑхӑн ӗҫлекенӗсене вӗрентни
Теократи шкулӗсем Патшалӑхӑн ӗҫлекенӗсене хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене тума мӗнле хатӗрлеҫҫӗ?