Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

2-МӖШ СЫПӐК

Пӗлӗтре Патшалӑх ҫуралать

Пӗлӗтре Патшалӑх ҫуралать

СЫПӐК ТЕМИ

Турӑ хӑйӗн халӑхне Патшалӑх ҫуралассине кӗтсе илме мӗнле хатӗрленӗ

1, 2. Тӗнче историйӗнче пулса иртнӗ мӗнле событи чи аслӑ событи пулнӑ тата мӗншӗн вӑл ҫынсене курӑнмалла мар пулса иртнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар?

 ЭСИР историре пысӑк та пӗлтерӗшлӗ улшӑнусем пулса иртнӗ вӑхӑтра пурӑнасси пирки хӑҫан та пулин шухӑшласа пӑхнӑ-и? Нумайӑшне ҫакна тума килӗшет. Анчах та ыйту сиксе тухать: эсир ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ пулсан, ҫавӑн пек улшӑнусем патне илсе ҫитернӗ событисене хӑвӑр куҫӑрпа курнӑ пулӑттӑрччӗ-ши? Ҫук пуль. Влаҫа улӑштарни патне илсе пынӑ, кайран истори учебникӗсене ҫырса хунӑ событисем час-часах халӑх куҫӗ умӗнче пулса иртмеҫҫӗ. Историе нумайӑшӗ курман вырӑнсенче: патша тронӗн залӗсенче, канашлу залӗсенче, патшалӑх кабинечӗсенче — тӑваҫҫӗ теме пулать. Ҫакӑн пек улшӑнусем вара миллион-миллион ҫын пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳреҫҫӗ.

2 Тӗнче историйӗнче пулса иртнӗ чи аслӑ событи ҫинчен мӗн калама пулать? Ҫак событи миллион-миллион этем пурнӑҫне пырса тивнӗ, анчах вӑл ҫынсене курӑнмалла мар пулса иртнӗ. Паллах ӗнтӗ, кунта пӗлӗтре Турӑ Патшалӑхӗ ҫурални ҫинчен сӑмах пырать. Ҫак Мессианла правительство — хальхи тӗнчене кӗҫех пӗтерекен правительство — пирки ӗлӗкех каласа хунӑ пулнӑ. (Даниил 2:34, 35, 44, 45 вуласа пар.) Ҫынсем ҫак пӗлтерӗшлӗ событие мӗнле пулса иртнине курман пулсан, Иегова ҫакна этемлӗхрен пытарнӑ тесе шутламалла-и пирӗн? Е вӑл хӑйӗн шанчӑклӑ халӑхне ҫакӑн валли малтанах хатӗрленӗ-и? Айтӑр пӑхса тухар.

Хыпарҫӑ ҫул тасатать

3—5. а) Малахия 3:1-мӗшӗнче каланӑ «халал хыпарҫи» кам вӑл? ӑ) «Халал хыпарҫи» храма килес умӗн мӗн пулса иртмелле пулнӑ?

3 Ӗлӗк-авалах Иегова хӑйӗн халӑхне Мессианла Патшалӑх ҫуралассине кӗтсе илме хатӗрлӗп тесе шутласа хунӑ. Сӑмахран, Малахия 3:1-мӗшӗнче ҫырса хунӑ пророкла сӑмахсене пӑхса тухар. Унта каланӑ: «Акӑ Эпӗ Хамӑн Ангелӑма [«хыпарҫӑна», ҪТ] яратӑп, вӑл Манӑн умӑмри ҫула хатӗрлесе [«тасатса», ҪТ] хурӗ, эсир шыракан [«чӑн», ҪТ] Ҫӳлхуҫа, эсир курас теекен халал Ангелӗ [«хыпарҫи», ҪТ] Хӑйӗн Ҫуртне пӗр кӗтмен ҫӗртен пырса кӗрӗ».

4 Ҫак пророкла сӑмахсем хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланса пынине илес пулсан, Иегова, «чӑн Ҫӳлхуҫа», хӑйӗн сӑнарлӑ храмӗн ҫӗр ҫинчи картишӗнче ӗҫлекенсене хӑҫан тӗрӗслеме килнӗ? Пророкла каланӑ сӑмахсем тӑрӑх, Иеговӑн «халал хыпарҫипе» пӗрле килмелле пулнӑ. Кам пулнӑ вӑл? Паллах, Иисус Христос, Мессианла Патша! (Лука 1:68—73.) Нумаях пулмасть суйласа лартнӑ Пуҫлӑх пулнӑ май унӑн Туррӑн ҫӗр ҫинчи халӑхне тӗрӗслемелле тата тасатмалла пулнӑ (1 Петр 4:17).

5 Анчах та Малахия 3:1-мӗшӗнче асӑннӑ пӗрремӗш «хыпарҫӑ» кам вӑл? Ҫак пророкла сӑнарӑн Мессианла Патша патшана ларичченех пулмалла пулнӑ. Кам та пулин 1914 ҫулччен вун-вун ҫул хушши Мессианла Патша умӗнчи ҫула тасатса тӑнӑ-и?

6. Турӑ халӑхне пулас событисене кӗтсе илме хатӗрлеме килнӗ тата малтанах каласа хунӑ «хыпарҫӑ» пек кам ӗҫленӗ?

6 Ҫак кӗнекере эпир Иеговӑн хальхи халӑхӗн чуна хавхалантаракан историйӗ ҫак ыйтусем ҫине мӗнле хуравланине курӑпӑр. XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче тӳркӑмӑллӑ ҫынсен, йышлӑ суя христиансенчен уйрӑлса тӑракан чӑн христиансен, пӗчӗк ушкӑнӗ йӗркеленсе кайнине истори кӑтартса парать. Ҫав ушкӑна Библи Тӗпчекенсем ятпа пӗле пуҫланӑ. Вӗсене ертсе пыракансем — Чарлз Расселл тата унӑн юлташӗсем — ҫав малтанах каласа хунӑ «хыпарҫӑ» пек ӗҫленӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Турӑ халӑхне Библи тӑрӑх мӗн тумаллине вӗрентнӗ тата пулас событисене кӗтсе илме хатӗрленӗ. Ҫакна «хыпарҫӑ» мӗнле тӑватӑ майпа тунине пӑхса тухар.

Чӑнлӑхпа пуҫҫапни

7, 8. а) Вилӗмсӗр чун ҫинчен калакан вӗрентӳ суя пулни ҫинчен XIX ӗмӗрте кам малтан калама пуҫланӑ? ӑ) Чарлз Расселлпа унӑн юлташӗсем тата мӗнле вӗрентӳсем суя пулнине уҫса панӑ?

7 Библи Тӗпчекенсем Сӑваплӑ Ҫырӑва кӗлтуса тӗпченӗ; сӳтсе явмалли ыйтусем пирки пӗр шухӑш патне ҫитнӗ, хӑйсем ӑнланнӑ чӑнлӑхсене пӗрле пуҫтарнӑ та пичетлесе кӑларнӑ. Ӗмӗрсем хушши христиан тӗнчи тӗттӗмлӗхре пулнӑ; унӑн вӗрентӗвӗсенчен нумайӑшӗ суя тӗнпе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Ҫакна вилӗмсӗр чун ҫинчен калакан вӗрентӳ питӗ лайӑх кӑтартса парать. Анчах та XIX ӗмӗрте Библи вӗренекен темиҫе тӳркӑмӑллӑ ҫын ҫак вӗрентӗве тӗплӗн тӗпченӗ те вӑл Турӑ Сӑмахӗпе килӗшӳллӗ пулманнине ӑнланса илнӗ. Генри Гру, Джордж Стетсон тата Джордж Сторрз статьясем ҫырса, лекцисем вуласа Сатанан ҫак суйине хӑюллӑн питленӗ a. Вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ Чарлз Расселлпа унӑн ҫывӑх юлташӗсем ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳнӗ.

8 Библи Тӗпчекенсен пӗчӗк ушкӑнӗ вилӗмсӗр чун ҫинчен калакан вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ ытти вӗрентӳсем те суя пулнине тата ҫынсен пуҫӗсене пӑтраштарнине ӑнланса илнӗ — сӑмахран, пур лайӑх ҫын та пӗлӗте каять тата Турӑ ҫылӑхлисен чунӗсене вутлӑ тамӑкра асаплантарать текен вӗрентӳсем. Расселл тата унпа пӗр шухӑшлисем статьясенче, кӗнекесенче, брошюрӑсенче, трактатсенче тата хаҫатсенче пичетлесе кӑларнӑ проповедьсенче ҫак суяна хӑюллӑн тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ.

9. «Сион хурал башнинче» Троица ҫинчен калакан вӗрентӳ суя пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

9 Унсӑр пуҫне Библи Тӗпчекенсем Троица ҫинчен калакан вӗрентӳ те суя пулнине уҫса панӑ. 1887 ҫулта «Сион хурал башнинче» ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Иеговӑпа пирӗн Ҫӳлхуҫа Иисус пӗр тан пулманнине тата вӗсенчен пӗри Ашшӗ тепри Ывӑлӗ пулнине Сӑваплӑ Ҫыру уҫҫӑн кӑтартса парать». Статьяра малалла каланӑ: «Виҫӗ сӑнлӑ пӗр Турӑ — виҫӗ Турӑ пӗринче, ҫав вӑхӑтрах пӗр Турӑ виҫҫӗшӗнче — текен шухӑш питӗ пӗлтерӗшлӗ тата тӗп вӗрентӳ пулса тӑма пултарни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Ҫакӑн пек пулса тухни чиркӳ хӑйне тӑшман ултав сӑнчӑрӗпе сӑнчӑрласа лартнӑ чухне тарӑн ыйха путнине ҫеҫ кӑтартса парать».

10. «Хурал башни» 1914 ҫул паллӑ ҫул пулать тесе мӗнле палӑртнӑ?

10 Журналӑн тулли ятӗнче — «Сион хурал башни тата Христос патшара ларнине пӗлтерекен хыпарҫӑ» — ҫак журнала кӑларакансем Христос патшара ларас вӑхӑт ҫинчен пророкла каланӑ сӑмахсемпе питӗ интересленни курӑнса тӑрать. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансем, ҫак журнал валли ҫыракансем, Даниил пророкла каланӑ «ҫичӗ вӑхӑт» Мессианла Патшалӑх тӗлӗшӗнчен Турӑ палӑртса хунӑ тӗллев пурнӑҫланас вӑхӑтпа ҫыхӑннине ӑнланса илнӗ. 1870 ҫулсенчех вӗсем ҫав ҫичӗ вӑхӑт 1914 ҫулта вӗҫленӗ тесе каланӑ (Дан. 4:22; Лука 21:24). Ун чухне пурӑннӑ арҫын тӑвансем ҫав ҫул мӗнпе палӑрса тӑрасси пирки пӗтӗмпех ӑнланман пулин те, вӗсем хӑйсем мӗн пӗлнине пур ҫӗрте те пӗлтерсе тӑнӑ. Вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ паянхи кун та витӗм кӳрсе тӑрать.

11, 12. а) Расселл тӑван хӑй вӗрентекен чӑнлӑхсене кама пула ӑнланма пултартӑмӑр тенӗ? ӑ) Расселлпа унӑн юлташӗсем 1914 ҫулччен тунӑ ӗҫ мӗн таран кирлӗ пулнӑ?

11 Расселл хӑй те, унӑн шанчӑклӑ юлташӗсем те ҫав хаклӑ чӑнлӑхсене хамӑра пула ӑнлантӑмӑр тесе каламан. Расселл хӑйӗнчен маларах пурӑннӑ ҫынсем ҫав тӗлӗшрен вӑй хуни те питӗ пулӑшрӗ тесе каланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл пуринчен ытла Иегова Турра — хӑйӗн халӑхне кирлӗ пӗлӳсене кирлӗ вӑхӑтра парса тӑракан Турра — пула ӑнланма пултартӑмӑр тенӗ. Расселлпа унӑн юлташӗсем чӑнлӑха суяран уйӑрас тесе вӑй хунӑшӑн Иегова вӗсене пилленӗ паллах. Ҫулсем иртнӗҫемӗн вӗсем христиан тӗнчинчен ытларах та ытларах пӑрӑнса тата уйрӑлса тӑма пуҫланӑ.

Расселл тӑванпа унӑн юлташӗсем Библири чӑнлӑхсене хӳтӗленӗ

12 Ҫав тӗпчевҫӗсем 1914 ҫулччен вун-вун ҫул хушши Библири чӑнлӑхсене хӳтӗлес тӗлӗшрен тунӑ ӗҫсем тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтереҫҫӗ! 1917 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Сион хурал башни тата Христос патшара ларнине пӗлтерекен хыпарҫӑ» журналта унччен мӗн-мӗн туни ҫинчен ҫапла палӑртнӑ: «Вутлӑ тамӑк ҫинчен калакан вӗрентӳрен тата ытти суя вӗрентӳсенчен хӑраса пурӑннӑ миллион-миллион ҫын халӗ ҫавсенчен хӑрама пӑрахса пыраҫҫӗ... Хӗрӗх ҫул каялла Чӑнлӑха сарма пуҫланӑ ӗҫ халӗ те, океан шывӗ хӑпарнӑ чухнехи пек, сарӑлса пырать тата Чӑнлӑх пӗтӗм ҫӗре тултаричченех сарӑлса пырӗ. Хирӗҫ тӑракансем Чӑнлӑха сарӑлма чӑрмантарма хӑтланни вӑл —хумсене океана каялла шӑпӑрпа шӑлса пӑрахма хӑтланнипе пӗрех».

13, 14. а) Мессианла Патша валли ҫул хатӗрлеме «хыпарҫӑ» мӗнле пулӑшнӑ? ӑ) Пӗр ӗмӗр ытла каялла пурӑннӑ пирӗн тӑвансенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

13 Шутласа пӑхӑр-ха: Турӑ халӑхӗ Иисуспа унӑн Ашшӗ, Иегова, хушшинчи уйрӑмлӑха курма пултарайман пулсан, Христос патшана ларас вӑхӑта кӗтсе илме хатӗр пулнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫук паллах! Вӗсем вилӗмсӗр пурнӑҫ вӑл Христосӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗсенчен сахалӑшне кӑна панӑ парне пулнине ӑнланса илмен пулсан, ун вырӑнне ҫавӑн пек пурнӑҫа ҫынсем пурте хӑйне хӑех илеҫҫӗ тесе шутланӑ пулсан е Турӑ ҫынсене вутлӑ тамӑкра ӗмӗр-ӗмӗрӗпе асаплантарать тесе шутланӑ пулсан — ҫавӑн пек чухне те вӗсем хатӗр мар пулнӑ пулӗччӗҫ. «Хыпарҫӑ» Мессианла Патша валли ҫул хатӗрлени пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук!

14 Ҫӗр ҫул ытла каялла пурӑннӑ пирӗн тӑвансенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Пирӗн вӗсем пекех Турӑ Сӑмахне пикенсе вуламалла тата тӗпчемелле (Иоанн 17:3). Пурлӑхшӑн ҫунакан ҫак тӗнче Библири чӑнлӑхсене пӗлменнипе сӑнарлӑ выҫлӑхран хавшанӑ вӑхӑтра, айтӑр, сӑнарлӑ апата юратса ҫиес кӑмӑл вӑйлӑрах пултӑр тесе тӑрӑшар! (1 Тимофей 4:15 вуласа пар.)

«Эй халӑхӑм, ун патӗнчен тух»

15. Библи Тӗпчекенсем мӗне майӗпен ӑнланма пуҫланӑ? (Сноскӑна та пӑхӑр.)

15 Библи Тӗпчекенсем ҫак тӗнчери чиркӳсемпе пӗр ҫыхӑну та тытмалла мар тесе вӗрентнӗ. 1879 ҫулта «Хурал башни» журналта «Вавилон чиркӗвӗ» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курма пуҫланӑ. Кунта сӑмах папство ҫинчен пынӑ-и? Е католиксен тӗнӗ ҫинчен-и? Ӗмӗрсем хушши протестантсен чиркӗвӗсем Вавилонӑн пророкла сӑнарне шӑп ҫапла ӑнланнӑ та. Анчах та Библи Тӗпчекенсем хальхи Вавилон шутне христиансен тӗнчинчи чиркӳсем пурте кӗнине майӗпен ӑнланса пынӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсем пурте суя вӗрентӳсене, маларах сӳтсе явнисем пеккисене, вӗрентеҫҫӗ b. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пирӗн публикацисенче Вавилон чиркӗвӗсене ҫӳрекен тӳркӑмӑллӑ ҫынсен мӗн тума кирли пирки тата тӳррӗнтерех калама пуҫланӑ.

16, 17. а) «Миллениум шурӑмпуҫӗн» виҫҫӗмӗш томӗ тата «Хурал башни» ҫынсене суя тӗнрен тухма мӗнле ӳкӗтленӗ? ӑ) Мӗнле сӑлтава пула малтанхи асӑрхаттарусем витӗмлӗрех пулман? (Сноскӑна пӑхӑр.)

16 Сӑмахран, 1891 ҫулта «Миллениум шурӑмпуҫӗ» кӗнекен виҫҫӗмӗш томӗнче Турӑ хальхи Вавилона сирсе янӑ тенӗ хыҫҫӑн ҫапла палӑртнӑ: «Пӗтӗм системӑна — системӑсен системине — сирсе янӑ». Ҫав кӗнекерех «кама суя вӗрентӳсемпе йӑласем килӗшмеҫҫӗ, ҫавсене пурне те унтан тухма чӗнетпӗр» тесе каланӑ пулнӑ.

17 1900 ҫулхи январьте «Хурал башнинче» христиансен тӗнчинчи чиркӳсене ҫӳрекенсен списокӗнче камӑн ячӗ тӑрса юлнӑ тата кам хӑйне тӳрре кӑларас тесе: «Эпӗ пӗтӗм чӗререн чӑнлӑх майлӑ тата ытти тӗлпулусене сайра-хутра ҫеҫ ҫӳретӗп»,— тесе каланӑ, ҫавсене канаш панӑ пулнӑ. Ҫав статьяра ҫакӑн пек ыйту панӑ: «Пӗр урапа Вавилонра пулни, тепринпе унтан тухни — ҫакна тӗрӗс теме пулать-и? Ҫакӑ итлени-и вӑл? ... Ҫакӑ Турра юрӑхлӑ-и тата ҫакна вӑл ырлать-и? Ҫук паллах. Вӑл [чиркӗве ҫӳрекен ҫын] хӑйӗн чиркӗвӗпе ҫыхӑннипе пурин умӗнче унпа килӗшӳ тунӑ, ҫавӑнпа та унӑн ... пурин умӗнче хӑйӗн чиркӗвӗнчен тунниччен е ҫав чиркӗвӗн ҫынни пулма пӑрахиччен, ҫав килӗшӳре мӗн калани тӑрӑх пурӑнмалла». Ҫулсем иртнӗҫемӗн ҫавна тума тата тӳррӗнрех чӗнме пуҫланӑ c. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен суя тӗнпе пӗр ҫыхӑну та тытмалла пулман.

18. Мӗншӗн Турӑ халӑхӗн Аслӑ Вавилонран тухмалла пулнӑ?

18 Аслӑ Вавилонран тухма кирли ҫинчен ҫине-ҫинех асӑрхаттарса тӑман пулсан, патшана лартнӑ Христосӑн ҫӗр ҫинче святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ, хатӗр тӑракан ӗҫлекенӗсен ушкӑнӗ пулнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫук, мӗншӗн тесен Вавилон тыткӑнӗнчен ирӗке тухнӑ христиансем кӑна Иеговӑна «сывлӑшпа, чӑнлӑхпа» пуҫҫапма пултараҫҫӗ (Иоанн 4:24, ҪС). Эсир суя тӗнпе нимле ҫыхӑну та тытмасӑр пурӑнма шут тытнӑ-и? Айтӑр ҫак хушӑва тытса тӑрар: «Эй халӑхӑм, ун патӗнчен тух»! (Ӳлӗмхине 18:4 вуласа пар.)

Пуҫҫапмалли тӗлпулусем

19, 20. «Хурал башни» Туррӑн ӗҫлекенӗсене Турра пуҫҫапма пӗрле пуҫтарӑнма мӗнле хавхалантарнӑ?

19 Библи Тӗпчекенсем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсен май ҫитнӗ таран Турра пуҫҫапма пӗрле пуҫтарӑнмалла тесе вӗрентнӗ. Чӑн христиансен суя тӗнрен тухнисӗр пуҫне тӗрӗс пуҫҫапассине те хутшӑнмалла. «Хурал башнин» малтанхи кӑларӑмӗсенчех вулакансене Турра пуҫҫапма пӗрле пуҫтарӑнма хавхалантарнӑ. Сӑмахран, 1880 ҫулхи июльти кӑларӑмра Расселл тӑван хӑйӗн ҫулҫӳревӗ ҫинчен тата ҫавӑн чухне сӑмах тухса калани ҫинчен каласа панӑ чухне тӗлпулусем нумайӑшӗ питӗ хавхалануллӑ иртрӗҫ тесе палӑртнӑ. Вӑл вулакансене хӑйсем мӗнле ҫитӗнӳсем тунине открыткӑсем ҫине ҫырса, унтан вӗсене ярса пама ыйтнӑ — ҫавсенчен хӑш-пӗрисене вара журналта пичетленӗ пулӗччӗҫ. Мӗншӗн? Расселл ӑнлантарса панӑ: «Пире пурне те... Ҫӳлхуҫа сирӗн ӗҫсене мӗнле ӑнтарса пыни ҫинчен тата эсир хӑвӑрпа пӗр пек ӗненекенсемпе пӗрле пухӑнса тӗлпулусем ирттернипе ирттерменни ҫинчен каласа парӑр».

Чарлз Расселл Копенгагенри (Дания) пӗрремӗш Библи Тӗпчекенсемпе. 1909 ҫул

20 1882 ҫулта «Хурал башни» журналта «Пӗрле пухӑнӑр» статья тухнӑ. Статья христиансене «пӗр-пӗрне вӗрентме, хавхалантарма тата тӗреклетме» тӗлпулусем ирттерме ӳкӗтленӗ. Унта каланӑ: «Сирӗн хушӑра вӗреннӗ тата пултаруллӑ ҫын пур-и, ҫук-и — пурпӗрех. Кашни хӑйӗн Библине, хут тата карандаш илсе килтӗр; пулӑшма пултаракан хатӗрсемпе пуринпе те, сӑмахран, Библи симфонийӗсемпе, усӑ курӑр. Сӳтсе явмалли темӑна суйласа илӗр; ӑна ӑнланас тесе святой сывлӑш ыйтӑр; унтан сӑвӑ йӗркисене вулӑр, вӗсем ҫинчен шухӑшлӑр, вӗсене пӗр-пӗринпе танлаштарӑр, вара эсир чӑнлӑха ӑнланатӑрах».

21. Аллегейнири пуху тӗлпулусем тӗлӗшӗнчен тата кӗтӳҫ ӗҫне тӑвас тӗлӗшрен мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

21 Библи Тӗпчекенсен тӗп управленийӗ Аллегейнире (Пенсильвани штачӗ, АПШ) пулнӑ. Унти тӑвансем Еврейсем 10:24, 25-мӗшӗнче Турӑ хавхалантарнипе ҫырса хунӑ канаша пӑхӑнса пӗрле пуҫтарӑннипе чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. (Вуласа пар.) Чарлз Кейпен — ҫав тӗлпулусене ача чухне ҫӳренӗскер — нумай ҫул иртсен ҫырнӑ: «Эпӗ Общество пухӑвӗн залӗн стени ҫине ҫырса хунӑ Библи сӑвӑ йӗркине халӗ те астӑватӑп: „Сирӗн Вӗрентекенӗр пӗртен-пӗрре — Христос, эсир ӗнтӗ пурсӑр та тӑвансем пулатӑр“. Ҫак сӑвӑ йӗрки мана Турӑ халӑхӗ хушшинче чиркӳ ҫыннисемпе чиркӳ ҫыннисем пулманнисем ҫине пайламалла маррине аса илтерсех тӑнӑ» (Матф. 23:8). Ҫавӑн пекех Кейпен тӑван хӑйне ҫав тӗлпулусем мӗнле хавхалантарнине, сӑваплӑ ӗҫ тума мӗнле ӳкӗтленине тата Расселл тӑван пухура кашни валли вӑхӑт уйӑрма мӗнле тӑрӑшнине аса илнӗ.

22. Христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме хавхалантарни ҫине Турра шанчӑклӑ ҫынсем мӗнле пӑхнӑ тата эпир вӗсенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

22 Турра шанчӑклӑ ҫынсем ҫав тӗслӗхе тата хӑйсене панӑ хушӑва тытса тӑма пуҫланӑ. Ытти штатсенче, Огайора тата Мичиганра, унтан пӗтӗм Ҫурҫӗр Америкӑра тата ытти вырӑнсенче пухусем йӗркеленсе кайнӑ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Туррӑн ӗҫлекенӗсем Турра пуҫҫапма пухӑнмалла текен Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ канаша пӑхӑнса тӑман пулсан, вӗсем Христос патшара ларас вӑхӑта кӗтсе илме чӑннипех хатӗр пулнӑ пулӗччӗҫ-ши? Ҫук пуль. Пирӗн пирки мӗн калама пулать? Вӗсем пекех пирӗн те пӗрле пухӑнса Турра пуҫҫапас тата пӗр-пӗрне чӑнлӑхра ҫирӗп тӑма пулӑшас тесе кашни майпа усӑ курса христиансен тӗлпулӑвӗсене сиктермесӗр ҫӳрес шухӑш пулмалла.

Ырӑ хыпара хастарлӑ сарни

23. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисен пурин те чӑнлӑха пӗлтерсе ҫӳремеллине «Хурал башни» мӗнле кӑтартнӑ?

23 Библи Тӗпчекенсем святой сывлӑшпа суйласа лартнисен пурин те чӑнлӑха саракансем пулмалла тесе вӗрентнӗ. 1885 ҫулта «Хурал башнинче» каланӑ: «Святой сывлӑшпа суйласа лартнисене кашнине ырӑ хыпар сарма суйласа лартнине (Ис. 61:1), сӑваплӑ ӗҫ тума чӗннине пирӗн манса каймалла мар». 1888 ҫулта журналта ҫырнӑ: «Пире шанса панӑ ӗҫ ҫинчен тӳррӗн каланӑ... Эпир ҫав ӗҫе ним вырӑнне хумастпӑр пулсан тата ӑна туманшӑн хамӑра тӳрре кӑларма тӑрӑшатпӑр пулсан, эпир кахал тата хамӑра шанса панӑ пысӑк чыса тивӗҫлӗ мар чурасем пулатпӑр».

24, 25. а) Расселлпа унӑн юлташӗсем ҫынсене ырӑ хыпар сарма хавхалантарнисӗр пуҫне тата мӗн тунӑ? ӑ) Кӗнеке салатакан хӑйӗн ҫав вӑхӑтри сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен мӗн каланӑ?

24 Расселл тӑванпа унӑн юлташӗсем ҫынсене ырӑ хыпар калама хавхалантарнипе ҫеҫ ҫырлахса тӑман. Вӗсем «Библи Тӗпчекенсен трактачӗсем» ятлӑ трактатсем кӑларма пуҫланӑ (каярахпа вӗсем «Авалхи богословин кашни кварталти трактачӗсем» ятпа тухма тытӑннӑ). «Хурал башнине» вулакансем ҫак трактатсене ҫынсене укҫасӑр валеҫме пултарччӑр тесе илсе тӑнӑ.

Пирӗн хамӑртан ыйтмалла: «Ырӑ хыпар сарас ӗҫ манӑн пурнӑҫра тӗп вырӑн йышӑнать-и?»

25 Пӗтӗм вӑхӑтне сӑваплӑ ӗҫ валли уйӑракансене кӗнеке салатакансем тесе чӗннӗ. Вӗсем хушшинче маларах асӑннӑ Чарлз Кейпен та пулнӑ. Вӑл аса илсе каланӑ: «Эпӗ Пенсильванири хамӑн территоринче сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне АПШри Геологи службин карттисемпе усӑ курнӑ. Ҫав карттӑсенче пур ҫула та палӑртнӑ пулнӑ, ҫакӑ вара кашни округри пур яла та ҫуран ҫитме пулӑшатчӗ. Хӑш-пӗр чухне эпӗ виҫӗ кун хушши ялсем тӑрӑх „Ҫырӑва тӗпчени“ кӗнекен томӗсене илме панӑ заказсене пуҫтарнӑ, унтан вара лашапа урапа тара илсе литература леҫсе ҫӳренӗ. Час-часах эпӗ фермӑсенче ҫӗр каҫнӑ. Ун чухне автомобильсем питӗ сайра тӗл пулнӑ».

Кӗнеке салатакан. Фургон ҫине «Ӗмӗрсен схемине» ӳкерсе хунӑ

26. а) Христос патшара ларас вӑхӑта кӗтсе илме хатӗр пулас тесен мӗншӗн Турӑ халӑхӗн ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнмалла пулнӑ? ӑ) Пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?

26 Паллах, ҫав малтанхи хыпарҫӑсене хӑюлӑхпа хастарлӑх кирлӗ пулнӑ. Ырӑ хыпар сарасси питӗ кирлӗ пулнине ӑнлантарса паман пулсан, чӑн христиансем Христос патшара ларас вӑхӑта кӗтсе илме хатӗр пулнӑ пулӗччӗҫ-ши? Ҫук паллах. Ҫак ӗҫ Христос патшара ларнине кӑтартакан пӗлтерӗшлӗ уйрӑмлӑхсенчен пӗри пулмалла пулнӑ (Матф. 24:14). Ҫак пурнӑҫа ҫӑлакан сӑваплӑ ӗҫе Туррӑн ӗҫлекенӗсен хӑйсен пурнӑҫӗнчи тӗп ӗҫ туса хумалла пулнӑ. Пирӗн хамӑртан ыйтмалла: «Ырӑ хыпар сарас ӗҫ манӑн пурнӑҫра тӗп вырӑн йышӑнать-и? Ҫав ӗҫе туллин хутшӑнас тесе эпӗ ҫухатусем тӳсме хатӗр-и?»

Турӑ Патшалӑхӗ ҫурални

27, 28. Иоанн апостол курӑнура мӗн курнӑ тата Патшалӑх ҫурални ҫине Сатанапа унӑн демонӗсем мӗнле пӑхнӑ?

27 Юлашкинчен ҫав пысӑк пӗлтерӗшлӗ 1914 ҫул ҫитнӗ. Ҫак сыпӑкӑн пуҫламӑшӗнче каланӑ пек, ҫавӑн чухне пӗлӗтре пулса иртнӗ аслӑ событисене ҫынсенчен никам та курман. Анчах та Иоанн апостола курӑну кӑтартнӑ, унта вара событисене символсемпе усӑ курса сӑнласа панӑ. Иоанн тӳпере «хӑватлӑ паллӑ» курнӑ. Туррӑн «арӑмӗ» — унӑн ангелӗсенчен тӑракан организацийӗ — ывӑл ача ҫуратнӑ. Ҫак сӑнарлӑ ачан кӗҫех «пур халӑхсене те тимӗр туяпа пӑхса тӑмалла» пулнӑ. Ҫуралнӑ ачана «Турӑ патне, Унӑн аслӑ пуканӗ умне, илсе» кайнӑ. Вара тӳперен хыттӑн калакан сасӑ илтӗннӗ: «Паян пирӗн Туррӑмӑрӑн ҫӑлас кунӗ, хӑвачӗ, Патшалӑхӗ ҫитрӗ; Ун Христосӗн ирӗкӗ [«влаҫӗ», ҪХ] килчӗ» (Ӳлӗм. 12:1, 5, 10).

28 Иоанн курӑнура Мессианла Патшалӑх ҫуралнине курни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Ҫакӑ пысӑк событи пулнӑ, анчах ҫакна пурте хапӑл туса йышӑнман. Сатанапа унӑн демонӗсем Михаил, е Христос, ертсе пыракан шанчӑклӑ ангелсене хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ. Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? Библире каланӑ: «Пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ» (Ӳлӗм. 12:7, 9, ҪХ).

1914 ҫулта Библи Тӗпчекенсем Христос куҫа курӑнмалла мар патшара ларма пуҫланине кӑтартакан паллӑна курнӑ

29, 30. Патшалӑх ҫуралнӑ хыҫҫӑн лару-тӑру мӗнле улшӑннӑ: а) ҫӗр ҫинче? ӑ) тӳпере?

29 Библи Тӗпчекенсем 1914 ҫулчченех ҫав паллӑ ҫулта инкексен вӑхӑчӗ пуҫланӗ тесе каланӑ. Анчах ҫавӑн пек калани мӗн тери тӗрӗс пулассине вӗсем хӑйсем те пӗтӗмпех ӑнланман пулӗ. Иоана кӑтартнӑ курӑну тӑрӑх, ун чухне Сатанан этемлӗх ҫине тата вӑйлӑрах витӗм кӳме пуҫламалла пулнӑ. Иоанн илтнӗ: «Эй ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансем, сире вара хуйхӑ ҫитӗ: сирӗн патӑра шуйттан анчӗ, хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе, сирӗн патӑра вӑл хаяррӑн анчӗ» (Ӳлӗм. 12:12). 1914 ҫулта Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи тытӑннӑ, вара Христос патшара ларнине кӑтартакан паллӑ пӗтӗм тӗнчипе пурнӑҫланма пуҫланӑ. Ҫак тӗнчен «юлашки кунӗсем» тытӑннӑ (2 Тим. 3:1).

30 Анчах та тӳпере савӑнӑҫ пулнӑ. Сатанапа унӑн демонӗсене унтан яланлӑхах хӑваласа янӑ. Иоанн ҫырнӑ: «Эй тӳпе, эй унта пурӑнакансем, савӑнӑр!» (Ӳлӗм. 12:12.) Халӗ вара, тӳпене тасатнӑ тата Иисус патшана ларнӑ хыҫҫӑн, Мессианла Патшалӑх Туррӑн ҫӗр ҫинчи халӑхӗн ырӑлӑхӗшӗн тӑрӑшма хатӗр пулнӑ. Вӑл мӗн тӑвӗ-ши? Ҫак сыпӑкӑн малтанхи абзацӗсенчен эпир ҫакна куртӑмӑр: Христосӑн, «халал хыпарҫи» пулнӑ май, чи малтан Туррӑн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсене тасатмалла пулнӑ. Мӗнле майпа?

Тӗрӗслев вӑхӑчӗ

31. Тасатмалли тапхӑр пирки Малахия малтанах мӗн каласа хунӑ тата унӑн пророкла сӑмахӗсем мӗнле пурнӑҫланма пуҫланӑ? (Сноскӑна та пӑхӑр.)

31 Тасатмалли тапхӑрта ҫӑмӑлах мар пулӗ тесе малтанах каласа хунӑ Малахия. Вӑл ҫырнӑ: «Вӑл килнӗ куна кам чӑтма пултарӗ? Вӑл курӑнсассӑн, кам тытӑнса тӑрайӗ? Мӗншӗн тесен Вӑл — шӑратакан вут-ҫулӑм пек, тасатакан сӗлтӗ пек» (Мал. 3:2). Чӑнах та, пурте ҫакӑнта каланӑ пек пулса иртнӗ. 1914 ҫултан пуҫласа Турӑ халӑхӗ ҫӗр ҫинче питӗ пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Библи Тӗпчекенсене нумайӑшне хаяррӑн хӗсӗрленӗ тата тӗрмене хупнӑ d.

32. Турӑ халӑхӗ 1916 ҫул хыҫҫӑн мӗнле шалти йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?

32 Организацире те йывӑрлӑхсем пулнӑ. 1916 ҫулта 64 ҫулхи Расселл тӑван вилсе кайнӑ, ҫакӑ вара Турӑ халӑхне аптратса янӑ. Унӑн вилӗмӗ хӑш-пӗрисем ҫав чаплӑ ҫынна ытлашши пысӑка хунине кӑтартса панӑ. Расселл тӑван хӑйне ҫавӑн пек чыслаттарасшӑн пулман пулин те, чылайӑшӗ ӑна турӑ вырӑнне хунӑ теме пулать. Нумайӑшӗ вӑл вилнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ чӑнлӑхсем уҫӑлма пӑрахӗҫ тесе шутланӑ, хӑш-пӗрисем вара малалла утӑмсем тума парас мар тесе хаяррӑн хирӗҫ тӑнӑ. Ҫакна пула чӑнлӑхран пӑрӑнса каясси пуҫланнӑ, ку вара организацине пайласа яракан хирӗҫӳсем кӑларнӑ.

33. Турӑ халӑхӗшӗн ӗмӗтсем пурнӑҫланманни мӗнле майпа тӗрӗслев пулса тӑнӑ?

33 Ӗмӗтсем пурнӑҫланманни тепӗр тӗрӗслев пулса тӑнӑ. «Хурал башнинче» суя тӗнлӗ халӑхсен вӑхӑчӗ 1914 ҫулта вӗҫленет тесе тӗрӗс каланӑ пулин те, арҫын тӑвансем ҫав ҫул мӗн пулмаллине ӑнланман пулнӑ-ха (Лука 21:24). Вӗсем Христос хӑйӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсене — ҫураҫнӑ хӗр класне — хӑйӗнпе пӗрле патшара ларма ҫавӑн чухне пӗлӗт ҫине илет тесе шутланӑ. Анчах та вӗсен шанчӑкӗ пурнӑҫланман. Каярахпа, 1917 ҫулхи «Хурал башнинче», 1918 ҫулхи ҫуркунне 40 ҫула тӑсӑлнӑ вырма вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ тесе пӗлтернӗ. Ҫапах та, 1918 ҫулхи ҫуркунне иртсе кайсан та, ырӑ хыпар сарас ӗҫ вӗҫленмен пулнӑ — вӑл малалла ӑнӑҫлӑ пынӑ. Журналта вырма вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ, анчах та «тӑрса юлнӑ тыр-пула пухас» тапхӑр малалла пырать пулмалла тесе ҫырнӑ пулнӑ. Ҫав-ҫавах нумайӑшӗ, ӗмӗчӗ татӑлнӑран, Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ.

34. 1918 ҫулта мӗн пулса иртнӗ тата мӗншӗн христиансен чиркӗвӗсен ҫыннисем Турӑ халӑхӗ «вилнӗ» тесе шутланӑ?

34 Турӑ халӑхӗ 1918 ҫулта тепӗр йывӑр тӗрӗслевпе тӗл пулнӑ. Ч. Т. Расселл вилнӗ хыҫҫӑн Турӑ халӑхне ертсе пыракан Дж. Ф. Рутерфорда тата ҫичӗ яваплӑ арҫын тӑвана арестленӗ. Вӗсене нумай вӑхӑтлӑха тӗрмене хупма приговор йышӑннӑ пулнӑ, вара вӗсене Атлантӑри (Джорджия штачӗ) федераллӑ тӗрмене ӑсатнӑ. Турӑ халӑхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ чарӑнса ларнӑ пек туйӑннӑ. Христиансен чиркӗвӗсен духовенстви хушшинче нумайӑшӗ ҫакӑншӑн питӗ хӗпӗртенӗ. Вӗсем ҫак йӑлӑхтарса ҫитернӗ Библи Тӗпчекенсем «вилнӗ», урӑх нимле хӑрушлӑх та кӳме пултараймаҫҫӗ тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен вӗсен «пуҫлӑхӗсене» тӗрмене лартнӑ, Бруклинри тӗп управленине хупса хунӑ тата Америкӑпа Европӑра ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарсах тӑнӑ (Ӳлӗм. 11:3, 7—10). Анчах та вӗсем питӗ хытӑ йӑнӑшнӑ!

Ҫӗнӗрен вӑй илни!

35. Мӗншӗн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе йывӑрлӑхсем пулма ирӗк панӑ тата вӗсене пулӑшас тесе вӑл мӗн тунӑ?

35 Иегова «кӗмӗл шӑратса» тасатакан пек ларнӑран кӑна Турӑ халӑхӗпе ҫавӑн пек йывӑрлӑхсем пулма Иисус ирӗк панӑ, ҫакна вара чӑнлӑх тӑшманӗсем пӗлмен те (Мал. 3:3). Иегова та, унӑн Ывӑлӗ те шанчӑклӑ христиансем ҫав йывӑр тӗрӗслев витӗр тасалса тухас пирки тата хӑйсен Патшишӗн ӗҫлеме тата юрӑхлӑрах пулас пирки пӗртте иккӗленмен. 1919 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче Турӑ халӑхӗн тӑшманӗсемшӗн мӗн пулма пултарайман пек туйӑннӑ, ҫавна Туррӑн сывлӑшӗ тунӑ. Турра шанчӑклӑ христиансем ҫӗнӗрен вӑй илнӗ! (Ӳлӗм. 11:11.) Ҫав вӑхӑтра юлашки кунсене кӑтартакан паллӑн чи кирлӗ пайӗсенчен пӗри пурнӑҫланнӑ: Христос «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫынсен пӗчӗк ушкӑнне — Туррӑн халӑхне сӑнарлӑ апата вӑхӑтра парса тӑнипе ертсе пыма лартнӑ (Матф. 24:45—47).

36. Турӑ халӑхӗ сӑваплӑ ӗҫе ҫӗнӗ вӑйпа тума хатӗр пулнине мӗн кӑтартса парать?

36 1919 ҫулхи мартӑн 26-мӗшӗнче Рутерфорд тӑвана тата унӑн юлташӗсене тӗрмерен кӑларнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн сентябрьте конгресс пулать тесе пӗлтернӗ. Иккӗмӗш журнала «Ылтӑн ӗмӗр» ятпа кӑларма палӑртса хунӑ. Ӑна «Хурал башнипе» пӗрле кӑлармалли тата ырӑ хыпар сармалли журнал пек хатӗрленӗ e. Ҫав ҫулах «Бюллетенӗн» пӗрремӗш кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ, халӗ унӑн ячӗ — «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ». Пӗрремӗш кӑларӑмранах ҫак публикаци ырӑ хыпар сарма хавхалантарнӑ. Эппин, 1919 ҫултанпа килтен киле ырӑ хыпар сарасси питӗ кирлӗ ӗҫ пулнине палӑртма пуҫланӑ.

37. 1919 ҫул хыҫҫӑн хӑш-пӗрисем шанчӑклӑ пулма пӑрахни мӗнле курӑннӑ?

37 Ырӑ хыпар сарас ӗҫ Христосӑн ӗҫлекенӗсене малалла тасатма пулӑшнӑ, мӗншӗн тесен мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем ҫак хисеплесех кайман ӗҫе тӑвасшӑн пулман. Ырӑ хыпара сарасшӑн пулманнисем Турра шанчӑклӑ ҫынсемпе ҫыхӑну тытма пӑрахнӑ. 1919 ҫул хыҫҫӑн вӗсенчен хӑш-пӗрисем тарӑхса ҫӳренӗрен элек сарма пуҫланӑ тата Иеговӑн ӗҫлекенӗсене хӗсӗрлекенсемпе те пӗрлешнӗ.

38. Христосӑн ҫӗр ҫинчи вӗренекенӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе ҫӗнтерӗвӗсем мӗн кӑтартса параҫҫӗ?

38 Ҫавӑн пек тапӑннине пӑхмасӑрах Христосӑн ҫӗр ҫинчи вӗренекенӗсем ӗненӳре ҫирӗпленсе пынӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа вӗсен кашни ҫитӗнӗвӗ, кашни ҫӗнтерӗвӗ Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынине уҫҫӑн кӑтартса парать! Турӑ хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ тата Мессианла Патшалӑх урлӑ вӗсене пулӑшса тата пиллесе тӑнине пула кӑна ҫитменлӗхлӗ ҫынсен пысӑках мар ушкӑнӗ Сатанапа унӑн йӗркесӗр тӗнчине ҫине-ҫинех ҫӗнтерме пултарнӑ! (Исаия 54:17 вуласа пар.)

39, 40. а) Ҫак кӗнекен мӗнле уйрӑмлӑхсем пур? ӑ) Мӗншӗн сирӗн ҫак кӗнекене вӗренмелле?

39 Тепӗр сыпӑкра эпир Турӑ Патшалӑхӗ пӗлӗтре ҫуралнӑ хыҫҫӑнхи ҫӗр ҫул хушшинче ҫӗр ҫинче мӗн-мӗн тунине пӑхса тухӑпӑр. Ҫак кӗнекен кашни пайӗ Патшалӑхӑн ҫӗр ҫинчи ӗҫӗ-хӗлӗн пӗр енне уҫса парӗ. Кашни сыпӑкра аса илмелли рамка пур, вӑл пире Патшалӑх ертсе пынине эпир мӗн таран ӗненнине тӗрӗслесе пӑхма пулӑшӗ. Юлашки сыпӑксенче эпир пуласлӑхра, Патшалӑх йӗркесӗр ҫынсене пӗтерме тата ҫӗре рай туса хума килнӗ чухне, мӗн кӗтме пултарнине сӳтсе явӑпӑр. Мӗншӗн сирӗн ҫак кӗнекене вӗренмелле?

Рутерфорд тӑван тӗрмерен тухнӑ хыҫҫӑн темиҫе уйӑх иртсенех конгресра хавхалануллӑн сӑмах тухса калать

40 Сатана сире Турӑ Патшалӑхне ӗнентерме пӑрахтарасшӑн. Анчах Иегова ӗненӳ сире хӳтӗлетӗр тата вӑй парса тӑтӑр тесе сирӗн ӗненӗве ҫирӗплетесшӗн (Эф. 6:16). Ҫавӑнпа эпир сире ҫак кӗнекене пикенсе вӗренме сӗнетпӗр. Вӗреннӗ чухне хӑвӑртан ыйтӑр: «Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынине эпӗ чӑннипех ӗненетӗп-и?» Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынине эсир мӗн чухлӗ хытӑрах ӗненетӗр, ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех эсир пуласлӑхра — Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынине пурте курас кунра — ун майлӑ тӑма пултаратӑр!

a Гру, Стетсон тата Сторрз ҫинчен «Свидетели Иеговы — возвещатели Царства Бога» кӗнекерен нумайрах пӗлме пулать, 45—46 страницӑсем.

b Библи Тӗпчекенсем тӗнче тусӗсем пулнӑ тӗн организацийӗсенчен уйрӑлма кирлине ӑнланнӑ пулин те, вӗсем пӗр вӑхӑт хушши Библи Тӗпчекенсем пулман, анчах тӳлесе илме панӑ парнене ӗненетӗп тата пурнӑҫа Турра халалларӑм текен ҫынсене христианла тӑвансем тесе шутланӑ.

c Малтанхи асӑрхаттарусем витӗмлӗрех пулманнине кӑтартакан сӑлтавсенчен пӗри вӑл ҫав асӑрхаттарусем, тӗпрен илсен, 144 000-пе, Христосӑн пӗчӗк кӗтӗвӗпе, кӑна ҫыхӑннӑ пулнӑ. Ҫак кӗнекен 5-мӗш сыпӑкӗнче эпир 1935 ҫулччен Ӳлӗмхине 7:9, 10-мӗшӗнче каланӑ «имсӗр-сумсӑр ҫын» шутне христиан тӗнчинчи чиркӳсене ҫӳрекенсенчен нумайӑшӗ кӗрӗҫ тата вӗсем чи юлашкинчен Христос майлӑ тӑнӑшӑн вӗсене пӗлӗтри кӗҫӗн класс пулса тӑма парӗҫ тесе шутланине курӑпӑр.

d 1920 ҫулхи сентябрьте «Ылтӑн ӗмӗр» (халӗ «Вӑранӑр!») журналӑн ятарлӑ кӑларӑмне пичетлесе кӑларнӑ. Унта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Англире, Германире, Канадӑра тата Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Библи Тӗпчекенсем ҫине мӗнле тапӑнни ҫинчен нумай тӗслӗхсем каласа панӑ пулнӑ — вӗсенчен хӑш-пӗрисем вара хаяррӑн хӗсӗрленипе палӑрса тӑнӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланиччен вун-вун ҫул маларах ҫавӑн пек хӗсӗрлени пулманпа пӗрех.

e Нумай ҫул хушши «Хурал башнине», тӗпрен илсен, пӗчӗк кӗтӳ шутне кӗрекенсем валли, вӗсем ҫав журналтан хӑйсем валли усӑллӑ пӗлӳ илсе тӑччӑр тесе кӑларнӑ.