Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХЫҪСӐМАХ

Мастурбаци. Ҫак йӑлана мӗнле ҫӗнтерме пулать?

Мастурбаци. Ҫак йӑлана мӗнле ҫӗнтерме пулать?

Турра юрӑхсӑр йӑла пулнӑ пирки мастурбаци ҫынна киленсе пурӑнассипе ирсӗр япаласем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлама хистесе тӑрать *. Унсӑр пуҫне, мастурбаци туса пурӑнакан ҫыншӑн ыттисем ар хутшӑнӑвӗсенче савӑшса киленме май паракансем ҫеҫ. Ар хутшӑнӑвӗсенче вара юрату вырӑнне пӗр самантлӑха каҫӑхса кайса киленме паракан рефлекс анчах юлать. Ҫакӑ вара вӑхӑтлӑха кӑна. Тӗрӗссипе каласан, мастурбаци кӗлетке пайӗсенчи «ясарлӑха, ирсӗрлӗхе, аскӑнлӑха» пӗтерес вырӑнне вӑйлӑлатса ярать (Колоссӑ 3:5).

Павел апостол ҫырнӑ: «Эй савнӑ тӑванӑмсем... Турӑран хӑраса, ырӑ ӗҫсем туса, ӳтӗмӗрӗн, чунӑмӑрӑн пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен хамӑра хамӑр тасатар» (2 Коринф 7:1). Ҫак сӑмахсене тытса тӑма сана йывӑр пулсан та, пуҫна ан ус. Иегова «хӗрхенекен кӑмӑллӑ», ҫавӑнпа та вӑл яланах каҫарма та, пулӑшма та хатӗр (Псалом 85:5; Лука 11:9 —13). Сана хӑвӑн чӗрӳ айӑплани тата эсӗ ҫав йӑлана ҫӗнтерес тесе вӑй хуни — хӑш-пӗр чухне ӑнӑҫсӑр пулнине пӑхмасӑрах — санӑн лайӑх шухӑш-кӑмӑл пулнине кӑтартса парать. Ҫавӑн пекех «Турӑ пирӗн чӗререн аслӑ, Вӑл пурне те пӗлсе» тӑнине асра тыт (1 Иоанн 3:20). Турӑ пирӗн ҫылӑхсене кӑна мар, ҫынна та витӗрех курса тӑрать. Пирӗн ҫинчен пурне те пӗлнӗ май вӑл эпир хамӑра хӗрхенме чун-чӗререн ыйтнине ӑнланса итлет. Апла пулсан, пӗчӗк ача хӑйне йывӑр чухне ашшӗ патне чупнӑ пекех, хӑвна кӗҫӗне хурса Турра чун-чӗререн кӗлтума ан чарӑн. Иегова сана таса совесть панипе пиллӗ (Псалом 50:3 —14, 19; Исаия 1:18). Паллах ӗнтӗ, кӗлтунӑ хыҫҫӑн санӑн кӗлӗпе килӗшӳллӗ ӗҫсем тумалла. Сӑмахран, санӑн нимле порнографи те пӑхмалла мар, япӑх ҫынсемпе те хутшӑнмалла мар *.

Мастурбаци тӑвас йӑлана ҫӗнтерме сана йывӑр пулсан, тархасшӑн, ҫакӑн пирки Иегова Турра ӗненекен аҫу-аннӳпе е саншӑн тӑрӑшакан тусупа, Турӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнусене аталантарнӑскерпе, калаҫса пӑх (Ытарӑшсем 1:8, 9; 1 Фессалоника 5:14; Тит 2:3—5) *.

^ 1 абз. Мастурбаци — савӑшса киленес тесе хамӑрӑн арлӑх органӗсене ачашлани.

^ 2 абз. Нумай ҫемьере компьютера пурне те курӑнса тӑракан вырӑна лартаҫҫӗ, ҫапла вара унпа мӗнле усӑ курнине пурте килте курма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тата, хӑш-пӗрисем хӑйсен компьютерӗсем ҫине кирлӗ мар материала тасатакан компьютер программисене илсе лартаҫҫӗ. Ҫапах та пуринчен те хӳтӗлеме пултаракан программӑсем ҫук.

^ 1 абз. Мастурбаци тӑвас йӑлана мӗнле ҫӗнтермелли ҫинчен калакан усӑллӑ канашсене «Вӑранӑр!» (выр.) журналӑн 2006 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнчи кӑларӑмӗнче, «Вопросы молодежи» текен рубрикӑри «Как побороть эту привычку?» статьяра тата «Ответы на твои вопросы» кӗнекен 1-мӗш томӗнче, 178—182 страницӑсенче тупма пулать.