Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

13-МӖШ УРОК

Тӗнсемпе мӗн пулӗ?

Тӗнсемпе мӗн пулӗ?

1. Пур тӗн те лайӑх-и?

Пур тӗнре те тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем пур. Турӑ ҫакӑн пек ҫынсене асӑрхани тата вӗсемшӗн тӑрӑшни питӗ кӑмӑллӑ. Шел пулин те, ӗмӗрсем тӑршшӗпе тӗн ячӗпе нумай усал ӗҫ тунӑ, ҫапла тӗн хӑйне лайӑхах мар енчен кӑтартнӑ (2 Коринф 4:3, 4; 11:13—15). Паян хӑш-пӗр тӗнсене терроризмпа, геноцидпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене, вӑрҫӑсене хутшӑннӑшӑн тата ачасемпе ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗшӗн час-часах айӑплаҫҫӗ. Ҫак ӗҫсем Турра чунтан ӗненекен тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене питӗ кулянтараҫҫӗ! (Матфей 24:3—5, 11, 12 вулӑр.)

Чӑн тӗн Турра мухтава кӑларать, суя тӗн вара ӑна чыссӑрлатать. Суя тӗн Библи тӑрӑх вӗрентмест. Вӑл Турӑ ҫинчен тата вилнӗ ҫынсемпе мӗн пулни ҫинчен тӗрӗс мар вӗрентет. Анчах та Иегова хӑйӗн ҫинчен ҫынсене чӑннине пӗлтересшӗн. (Иезекииль 18:4; 1 Тимофей 2:3—5 вулӑр.)

2. Тӗнсемпе мӗн пулӗ?

Телее, Турра улталама ҫук. Вӑл хӑйсем пирки Турра юрататӑп теекен, анчах чӑннипех те Сатана тӗнчине юратакан ҫынсен икӗпитлӗхне курса тӑрать (Иаков 4:4). Туррӑн Сӑмахӗнче пӗтӗм суя тӗн пирки «Аслӑ Вавилон» тенӗ. Вавилон авалхи хула пулнӑ, Ной пурӑннӑ вӑхӑтра ҫӗре шыв илнӗ хыҫҫӑн унта суя тӗн пуҫланса кайнӑ. Кӗҫех Турӑ ҫынсене улталакан тата хӗн кӑтартакан тӗне сут тӑвӗ. Ӑна кӗтмен ҫӗртен пӗтерӗҫ. (Ӳлӗмхине 17:1, 2, 5, 16, 17; 18:8 вулӑр.)

Тата тепӗр ырӑ хыпар пур. Иегова суя тӗнри тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫинчен манса кайман. Вӑл вӗсене хӑй патне пухса чӑнлӑха вӗрентет. (Михей 4:2, 5 вулӑр.)

3. Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсен мӗн тумалла?

Чӑн тӗн ҫынсене пӗрлештерет

Иегова чӑнлӑха тата ырӑлӑха юратакан ҫынсене хаклать. Вӑл вӗсене суя тӗнрен тухма чӗнет. Турра юратакансем ӑна савӑнтарас тесе улшӑнма хатӗр. (Ӳлӗмхине 18:4 вулӑр.)

Пӗрремӗш ӗмӗрте тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем Иисусӑн апостолӗсенчен ырӑ хыпар илтсен ӑна хаваспах йышӑннӑ. Вӗсем Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пурӑнма вӗренсе ҫитнӗ, ҫакӑ вӗсене пурнӑҫ тӗллевне тупма пулӑшнӑ тата шанчӑк панӑ. Ҫак христиансем — пирӗншӗн лайӑх тӗслӗх. Вӗсем ырӑ хыпара йышӑннӑ та хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халалланӑ. (1 Фессалоника 1:8, 9; 2:13 вулӑр.)

Иегова суя тӗнпе нимӗнле майпа та ҫыхӑнас темен ҫынсене хӑйӗн ҫемйине чӗнет. Вӑл чӗререн чӗннине йышӑнсан эсир унӑн тусӗ пулса тӑма тата унӑн ӗҫлекенӗсем хушшинче нумай лайӑх тус тупма пултаратӑр. Пуласлӑхра вара сире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ кӗтет. (Марк 10:29, 30; 2 Коринф 6:17, 18 вулӑр.)

4. Турӑ ҫынсене хӗн-хуртан мӗнле хӑтарӗ?

Кӗҫех Иегова пур суя тӗне те тӗп тӑвӗ. Ҫакӑ хӗн-хуртан хӑтарӗ. Суя тӗн урӑх нихӑҫан та ҫынсене улталаймӗ тата пӗр-пӗринчен ютшӑнтараймӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте пӗр ҫемьери пек пӗртен-пӗр чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрӗҫ. (Ӳлӗмхине 18:20, 21; 21:3, 4 вулӑр.)