Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

5-МӖШ УРОК

Ҫӗрпе мӗн пулӗ?

Ҫӗрпе мӗн пулӗ?

1. Турӑ ҫӗре мӗншӗн тунӑ?

Иегова ҫӗре ҫынсем валли тунӑ. Ҫӗр вӑл — пирӗн кил. Пӗрремӗш ҫынсене, Адампа Евӑна, пӗлӗтре пурӑнма туман. Унта пурӑнма Турӑ ангелсене тунӑ (Иов 38:4, 6—7). Ҫынсене вара Турӑ питӗ илемлӗ Эдем пахчине, рая, вырнаҫтарнӑ (Пултарни 2:15—17). Иегова пӗрремӗш ҫынсене тата вӗсен тӑхӑмӗсене ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр, нихӑҫан вилмесӗр пурӑнтарасшӑн пулнӑ. (Псалом 36:29; 113:24 вулӑр.)

Малтан Эдем пахчи кӑна рай пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗрремӗш мӑшӑрӑн ачасем ҫуралмалла пулнӑ, вара ҫынсем пӗтӗм ҫӗре тултарнӑ пулӗччӗҫ. Вӗсем рай чиккине сарса пынӑ пулӗччӗҫ те пӗтӗм ҫӗр чечекленекен пахча пулса тӑнӑ пулӗччӗ (Пултарни 1:28). Ҫӗр нихӑҫан та пӗтмӗ. Вӑл яланах пирӗн кил пулӗ. (Псалом 103:5 вулӑр.)

«Турӑ ҫӗре мӗнле тӗллевпе тунӑ?» видеоролика пӑхӑр.

2. Паян ҫӗр ҫинче мӗншӗн рай ҫук?

Адампа Ева Турра хирӗҫ кайнӑ, ҫавӑнпа вӑл вӗсене Эдем пахчинчен кӑларса янӑ. Рая ҫухатнӑ, этемлӗхӗн историйӗ тӑршшӗпех никам та ӑна ҫӗнӗрен тума пултарайман. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа ҫӗрпе усал ҫынсем хуҫаланаҫҫӗ. (Пултарни 3:23, 24 вулӑр.)

Этемлӗх валли хӑй мӗн тума шутласа хунине Иегова пӑрахӑҫланӑ-и? Ҫук, пӑрахӑҫламан! Туррӑн иксӗлми вӑй пур. Хӑй мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫлама ӑна нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть (Исаия 45:18). Иегова ҫынсем валли чи малтан мӗн шутласа хунине пурнӑҫлатех, вара ҫӗр ҫинче каллех рай пулӗ. (Псалом 36:11, 34 вулӑр.)

3. Рая мӗнле тӑвӗҫ?

Иисус ертсе пынӑ вӑхӑтра ҫӗре юсаса-ҫӗнетсе Рай тӑвӗҫ. Чи малтан Иисус Армагеддон вӑрҫинче Туррӑн ангелӗсене ертсе пырса Турра хирӗҫ тӑракансене пурне те пӗтерӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл Сатанана 1 000 ҫуллӑха тӗпсӗр вырӑна хупса хурӗ. Туррӑн ӗҫлекенӗсем вара ҫӑлӑнса юлӗҫ, мӗншӗн тесен Иисус вӗсене мӗн тумаллине калӗ тата вӗсене хӳтӗлӗ. Вӗсем ҫӗр ҫинче Райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. (Ӳлӗмхине 20:1—3; 21:3, 4 вулӑр.)

4. Хӗн-асап хӑҫан пӗтӗ?

Турӑ ҫӗр ҫинчи усаллӑха хӑҫан пӗтерӗ? Иисус ҫак вӑхӑт хӑҫан ҫитессине пӗлме пулӑшакан «паллӑ» панӑ. Тӗнчери лару-тӑру этемлӗх хӑрушлӑхра пулнине кӑтартать. Ҫакӑ эпир «ӗмӗр вӗҫленес», е усал тӗнче пӗтес, вӑхӑтра пурӑннине пӗлтерет. (Матфей 24:3, 7—14, 21, 22 вулӑр.)

Иисус хӑй 1 000 ҫул хушши ертсе пынӑ вӑхӑтра ҫӗр ҫинчи пӗтӗм хӗн-асапа тӗп тӑвӗ (Исаия 9:6, 7; 11:9). Вӑл Патша кӑна мар, тата Аслӑ священник пулса та Турра юратакансене пурне те ҫылӑхран хӑтарӗ. Ҫапла вара Турӑ Иисус урлӑ чир-чӗре, ватлӑха тата вилӗме пӗтерӗ. (Исаия 25:8; 33:24 вулӑр.)

5. Пулас Райра кам пурӑнӗ?

Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче эсир Турра юратакан тата унӑн саккунӗсене вӗренес текен ҫынсене тӗл пулатӑр

Райра Турра итлекенсем пурӑнӗҫ (1 Иоанн 2:17). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене йӑваш кӑмӑллисене, вӗренме хатӗррисене шырама тата вӗсене Туррӑн тусӗсем пулма пулӑшма хушнӑ. Паян Иегова миллион-миллион ҫынна ҫӗр ҫинчи пулас Райра пурӑнма хатӗрлет (Софония 2:3). Иегова Свидетелӗсен Патшалӑх залӗсенче ҫынсем лайӑх упӑшкасемпе ашшӗсем, арӑмсемпе амӑшӗсем пулма вӗренеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисемпе пӗрле Турра пуҫҫапаҫҫӗ тата Библири пӗлӳсем хӑйсен пурнӑҫне халех мӗнле лайӑхлатма пултарнине пӗлеҫҫӗ. (Михей 4:1—4 вулӑр.)