3-МӖШ СЫПӐК
Райра пурнӑҫ мӗнле пулнӑ?
Иегова Адампа Евӑна нумай лайӑххине панӑ (Пултарни 1:28).
Иегова пӗрремӗш хӗрарӑма, Евӑна, тунӑ та ӑна Адама, унӑн арӑмӗ пулма, панӑ (Пултарни 2:21, 22).
Вӗсен килӗ Эдем пахчи пулнӑ — тӗлӗнмелле илемлӗ вырӑн. Унта юханшывсем юхса выртнӑ, улма-ҫырла йывӑҫҫисем ӳснӗ тата тӗрлӗ чӗрчун пурӑннӑ.
Иегова вӗсемпе калаҫнӑ тата вӗсене вӗрентнӗ. Вӗсем Ӑна итленӗ пулсан, ҫӗр ҫинчи Райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑ пулӗччӗҫ.
Турӑ тунӑ ҫынсен ӑс-тӑнӗпе кӗлетки пӗр ҫитменлӗхсӗр, пӗр кӑлтӑксӑр пулнӑ.
Пултарни 2:16, 17).
Турӑ вӗсене пӗр йывӑҫӑн ҫимӗҫӗсене ҫиме хушман (Турӑ пултарнӑ ангелсенчен пӗри Ӑна хирӗҫ тӑнӑ. Ҫак усал ангел — Сатана Шуйттан.
Иегова Адампа Евӑна пахчари пӗр улма-ҫырла йывӑҫҫи ҫине кӑтартнӑ та унӑн ҫимӗҫӗсене ҫисен эсир вилетӗр тенӗ.
Сатана Адампа Евӑна Иеговӑна итлеттересшӗн пулман. Ҫавӑнпа та вӑл ҫӗленпе усӑ курнӑ. Ҫиме юраман ҫимӗҫе ҫисен вилместӗн, Турӑ пек пулатӑн тесе ҫак ҫӗлен Евӑна каланӑ. Паллах, ку суя пулнӑ (Пултарни 3:1—5).