7-МӖШ СЫПӐК
Иисус кам пулнӑ?
Иегова Иисуса ҫӗр ҫине янӑ (1 Иоанн 4:9).
Эпир Иеговӑна юрасшӑн пулсан, пирӗн унӑн Ывӑлне итлемелле. Иегова ӑна Адама пултаричченех, нумай вӑхӑт маларах, пӗлӗт ҫинче хӑватлӑ ангел пек пултарнӑ.
Вӑхӑт иртсен Иегова хӑйӗн Ывӑлне, вӑл Вифлеемре, Мария ятлӑ хӗртен, ҫуралтӑр тесе ҫӗр ҫине янӑ. Ачана Иисус ят панӑ (Иоанн 6:38).
Иисус, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне, Туррӑн паха енӗсене питӗ лайӑх, пӗр кӑлтӑксӑр, кӑтартнӑ. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ, ҫынсене юратнӑ, вӗсем ун патне пӗр хӑрамасӑр пыма пултарнӑ. Вӑл Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха ыттисене хӑюллӑн вӗрентнӗ.
1 Петр 2:21—24).
Иисус ырӑ ӗҫсем тунӑ пулин те, ӑна курайман (Тӗн пуҫлӑхӗсем Иисуса хӑйсен суя вӗрентӗвӗсене тата усал ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑшӑн курайман.
Иисус чирлисене сыватнӑ тата вилнисене чӗртнӗ.
Тӗн пуҫлӑхӗсем римлянсене Иисуса хӗнеме тата вӗлерме ӳкӗте кӗртнӗ.