Чӑн тӗне суя тӗнпе хутӑштарни
Пур ӗненекен ҫын та пӗр Туррах пуҫҫапать-и?
Сак 32:16, 17; 3Пш 11:33; 1Кр 8:5, 6; 10:20
Библире Иегова пур тӗне те, вӗсем кирек мӗне вӗрентнине пӑхмасӑрах, ырлать тесе каланӑ-и?
Мф 7:13, 14; Ин 17:3; Эф 4:4—6
-
Библири тӗслӗхсем
-
ИсН 24:15. Иисус Навин израильтянсене камшӑн — Иеговӑшӑн е урӑх турӑсемшӗн — ӗҫлесе тӑрассине суйласа илмелле тесе каланӑ.
-
3Пш 18:19—40. Иегова Илия пророк урлӑ чӑн Туррӑн ӗҫлекенӗсен ытти турӑсене, ҫав шутрах Ваала та, пуҫҫапмалла маррине кӑтартса панӑ.
-
Иегова суя турӑсем ҫине тата ҫынсем вӗсене пуҫҫапни ҫине мӗнле пӑхать?
Тх 12:12; Йыш 25:2—5; Сак 12:29—31; Сф 2:11
Иегова хӑйне ҫынсем пуҫҫапнӑ чухне хӑй курайман йӑла-йӗркене тытса тӑни ҫине мӗнле пӑхать?
Ис 1:13—15; 1Кр 10:20—22; 2Кр 6:14, 15, 17
-
Библири тӗслӗхсем
-
Тх 32:1—10. Израильтянсем хӗснине пула Аарон пӑру кӗлеткине тунӑ та унпа «Ҫулхуҫа уявӗнче» усӑ курнӑ; ҫакӑ Турра ҫиллентернӗ.
-
3Пш 12:26—30. Ҫынсем Иерусалимри храма ан кайччӑр тесе Иеровоам патша йӗрӗхсем туса лартнӑ та ҫав йӗрӗхсем Иеговӑна пӗлтереҫҫӗ тенӗ; ҫакна пула халӑх ҫылӑха кӗме пуҫланӑ.
-
Иегова израильтянсене урӑх турӑсене пуҫҫапакансемпе хутшӑнмалли марри пирки мӗн вӗрентнӗ?
Тх 23:31—33; Сак 7:1—4
Хӑйӗн халӑхӗ урӑх турӑсемшӗн ӗҫлеме пуҫласан Иегова мӗн тунӑ?
Тӳр 10:6, 7; Пс 105:35—40; Иер 44:2, 3
-
Библири тӗслӗхсем
-
3Пш 11:1—9. Ют ҫӗршывран илнӗ арӑмӗсем витӗм кӳнине пула Соломон патша суя турӑсене пуҫҫапма пуҫланӑ, ҫавна пула ытти израильтянсем те ҫавна тума тытӑннӑ; ҫакӑ Иеговӑна ҫиллентернӗ.
-
Пс 77:40, 41, 55—62. Израиль Турра хирӗҫ кайнӑ тата йӗрӗхсене пуҫҫапма пуҫланӑ тесе ҫырнӑ Асаф; ҫакӑ Иеговӑна хурлантарнӑ, юлашкинчен вара вӑл хӑйӗн халӑхне сирсе янӑ.
-
Турӑ Сӑмахне хирӗҫлекен тӗн вӗрентӗвӗсем ҫине Иисус мӗнле пӑхнӑ?
-
Библири тӗслӗхсем
-
Мф 16:6, 12. Иисус фарисейсемпе саддукейсен вӗрентӗвӗсене кӑвас чустипе танлаштарнӑ, мӗншӗн тесен ҫав суя вӗрентӳсем хӑвӑрт сарӑлса пынӑ тата ҫынсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене пӑснӑ.
-
Мф 23:5—7, 23—33. Иисус закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсене икӗпитлӗ пулнӑшӑн тата Иегова панӑ законсене тӗрӗс мар ӑнлантарса панӑшӑн сивленӗ.
-
Мк 7:5—9. Иисус закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсене ҫынсем шутласа кӑларнӑ йӑла-йӗркене Турӑ Сӑмахӗнчен мала хунӑшӑн питленӗ.
-
Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене тӗрлӗ тӗн ушкӑнӗсем йӗркелесе яма хавхалантарнӑ-и?
-
Библири тӗслӗхсем
-
Ин 15:4, 5. Виноград авӑрӗ ҫинчен калакан тӗслӗхпе усӑ курса Иисус хӑйӗнпе вӗренекенӗсем хушшинче тата вӗсен хушшинче пӗрлӗх пулмалла тесе каланӑ.
-
Ин 17:1, 6, 11, 20—23. Вилес умӗнхи каҫ Иисус хӑйӗн чӑн вӗренекенӗсем хушшинче пӗрлӗх пултӑр тесе кӗлтунӑ.
-
Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пӗр пек вӗрентӳсене тытса тӑнӑ-и тата Иеговӑна пӗр пек пуҫҫапнӑ-и?
-
Библири тӗслӗхсем
-
Ап 11:20—23, 25, 26. Антиохири тата Иерусалимри пухусем пӗрле лайӑх ӗҫленӗ тата вӗсем хушшинче пӗрлӗх пулнӑ.
-
Рм 15:25, 26; 2Кр 8:1—7. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗсем йывӑр вӑхӑтра пӗр-пӗрне пулӑшса тӑнӑ; ҫакӑ вӗсем хушшинче пӗрлӗх пулнине кӑтартса парать.
-
Христоса ӗненетпӗр текен пур тӗне те Турӑ ырлать-и?
Пӗр-пӗр тӗне тытса тӑракансем Христосӑн тата апостолсен вӗрентӗвӗсене пӑсаҫҫӗ пулсан, ҫав тӗн пирки чӑн тӗн теме пулать-и?
-
Библири тӗслӗхсем
-
Мф 13:24—30, 36—43. Иисус пухусенче суя христиансем нумай пулассине кӑтартса парас тесе уйра шӑтса тухнӑ ҫумкурӑк ҫинчен калакан тӗслӗх илсе панӑ.
-
1Ин 2:18, 19. Ватӑ Иоанн апостол каланӑ тӑрӑх, пӗрремӗш ӗмӗр вӗҫнелле антихристсем нумайланса кайнӑ.
-
Суя вӗрентӳсене саракан тата Христоса итлемен ҫынсене пухура юлма ирӗк панӑ пулсан, мӗн пулнӑ пулӗччӗ?
Христиансен пӗрлӗхе упраса хӑварас тесен мӗн тумалла?
Мӗншӗн христиансен суя тӗнпе нимле ҫыхӑну та тытмалла мар?
Мӗншӗн суя тӗн вӗрентӗвӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларни тӗрӗс?
Иер 14:14; 23:13, 14, 16; Мф 15:12—14; 23:13—26
Мӗншӗн суя тӗне тытса тӑракансем пире хӗсӗрленинчен пирӗн тӗлӗнме кирлӗ мар?