Хамӑр пурнӑҫа Турра халаллани
Пире хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллама мӗн хавхалантармалла?
Сак 6:5; Лк 10:25—28; Ӳл 4:11
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Тх 20:5
Эпир Турӑшӑн ӗҫлесшӗн пулсан, Библи ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?
Ҫылӑхран пирӗн хӑтӑлма май пултӑр тесе Турӑ мӗн тунӑ тата пирӗн хамӑр енчен мӗн тумалла?
Эпир унччен тунӑ япӑх ӗҫсемшӗн ӳкӗннине мӗн кӑтартса парать?
-
Библири тӗслӗхсем
-
Лк 19:1—10. Закхей, налог пуҫтаракансен пуҫлӑхӗ, ҫынсенчен укҫа сӑптӑрса илнишӗн ӳкӗннӗ тата вӑл вӗсене каялла мӗн памаллине парса пурне те тӳлесе татнӑ.
-
1Тм 1:12—16. Павел апостол ҫылӑх туса пурӑнма пӑрахсан, Турӑпа Христос хӑйне мӗнле хӗрхенни тата мӗнле каҫарни ҫинчен каласа панӑ.
-
Япӑх ӗҫсем тума пӑрахнисӗр пуҫне пирӗн тата мӗн тумалла?
Турӑшӑн ӑна юрӑхлӑ ӗҫлесе тӑрас тесен пирӗн мӗнле нравственность нормисене тытса тӑмалла?
1Кр 6:9—11; Кл 3:5—9; 1Пт 1:14, 15; 4:3, 4
-
Библири тӗслӗхсем
-
1Кр 5:1—13. Павел апостол Коринфри христиансем патне аскӑнланса пурӑнакан ҫынна пухуран кӑларса ярӑр тесе ҫырса янӑ.
-
2Тм 2:16—19. Павел апостол Тимофея чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисен гангрена пек сарӑлакан сӑмахӗсене сирсе яр тесе асӑрхаттарнӑ.
-
Влаҫсем тӗлӗшӗнчен Туррӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ?
Ис 2:3, 4; Ин 15:19
-
Библири тӗслӗхсем
-
Ин 6:10—15. Иисус пин-пин ҫынна тӗлӗнмелле майпа тӑрантарсан, ҫынсем ӑна патша тӑвасшӑн пулнӑ, анчах Иисус вӗсем патӗнчен кайнӑ.
-
Ин 18:33—36. Иисус хӑйӗн Патшалӑхӗн ҫак тӗнчери политикӑпа нимле ҫыхӑну та ҫук тесе ӑнлантарса панӑ.
-
Святой сывлӑш пире Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма мӗнле пулӑшать?
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Ап 20:28; Эф 5:18
-
Библири тӗслӗх
-
Ап 15:28, 29. Святой сывлӑша пула пӗрремӗш ӗмӗрте ертсе пыракан совет ӳт кастарассипе ҫыхӑннӑ питӗ кирлӗ йышӑну тунӑ.
-
Турӑшӑн Иисус Христос пек ӗҫлесе тӑрас тесен пирӗн мӗн тумалла?
Мӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне Турра халалланӑ христианинӑн шыва кӗмелле?
Мф 28:19, 20; Ап 2:40, 41; 8:12; 1Пт 3:21
-
Библири тӗслӗхсем
-
Мф 3:13—17. Иисус шыва кӗнипе хӑйӗн тӗллевӗ Ашшӗн ирӗкне пурнӑҫласси пулнине кӑтартса панӑ.
-
Ап 8:26—39. Эфиопи хӗрарӑм патши ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан ҫын Иеговӑна пуҫҫапнӑ пулнӑ, анчах вӑл Иисус Христос ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлсен, шыва кӗресшӗн пулнӑ.
-