Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова

Иегова

Туррӑн ячӗ

Иегова ят «вӑл пулса тӑма парать» тенине пӗлтерет теҫҫӗ

Плт 1:1; Тх 3:13—15; Пс 101:26; Ис 42:5

Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшас тесе кам пулса тӑма пултарать?

Пс 18:15; 67:6; Ис 33:22; 40:11; 2Кр 1:3, 4

Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Пс 117:14; Ис 30:20; Иер 3:14; Зх 2:5

Мӗншӗн Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвасси чи кирли?

Пс 83:18, ҪТ; Ис 29:23; Иез 36:23; Лк 11:2

Мӗншӗн Иеговӑна пурин те итлемелле тата мӗншӗн вӑл ҫавна тивӗҫлӗ?

Иеговӑн хӑш-пӗр титулӗсем

Аслӑ Вӗрентекен (Ис 30:20)

Аслӑ Турӑ (Евр 1:3; 8:1)

Атте (Мф 6:9; Ин 5:21)

Ӗмӗрлӗх Патши (1Тм 1:17; Ӳл 15:3)

Пурне те Тума Пултаракан Турӑ (Плт 17:1; Ӳл 19:6)

Саваоф Ҫӳлхуҫа (1Пш 1:11)

Ҫӳлти Турӑ (Плт 14:18—22; Пс 7:18)

Ҫӳлхуҫа Турӑ (Ис 25:8; Ам 3:7)

Тӗрек (Сак 32:4; Ис 26:4)

Иеговӑн хӑш-пӗр лайӑх енӗсем

Иегова хӑй сӑваплӑ пулнине мӗнле палӑртать тата ҫакӑ пире мӗн тума хавхалантармалла?

Тх 28:36; Лв 19:2; 2Кр 7:1; 1Пт 1:13—16

  • Библири тӗслӗхсем

    • Ис 6:1—8. Исаия пророк курӑнура Иеговӑна курсан, хӑйне ниме тӑман ҫын пек туйма пуҫланӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑй ҫылӑхлӑ пулнине ӑнланнӑ; анчах та серафим ӑна ҫылӑхлӑ ҫынсем Иеговӑшӑн таса пулма пултараҫҫӗ тесе шантарнӑ.

    • Рм 6:12—23; 12:1, 2. Павел апостол эпир ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмпа мӗнле кӗрешме тата сӑваплӑ пурнӑҫпа мӗнле пурӑнма пултарнине ӑнлантарса панӑ.

Иеговӑн хӑвачӗ мӗн тери пысӑк тата вӑл ҫав вӑйпа мӗнле усӑ курать?

Тх 15:3—6; 2Ҫл 16:9; Ис 40:22, 25, 26, 28—31

  • Библири тӗслӗхсем

    • Сак 8:12—18. Моисей израильтянсене сирӗн мӗн лайӑххи пур, ҫавсем пурте хӑвӑра туллин пилленӗ Иеговӑн вӑйне пула пур тесе каланӑ.

    • 3Пш 19:9—14. Иегова хӑйӗн пысӑк хӑватне кӑтартнипе Илия пророка хавхалантарнӑ.

Мӗншӗн эпир Иеговӑн тӗрӗслӗхӗ чӑн-чӑн тӗрӗслӗх теме пултаратпӑр?

Сак 32:4; Иов 34:10; 37:23; Пс 36:28; Ис 33:22

  • Библири тӗслӗхсем

    • Сак 24:16—22. Моисей законӗнче Иегова яланах тӗрӗслӗхшӗн тӑракан, юратакан тата хӗрхенекен Турӑ пулни курӑнса тӑрать.

    • 2Ҫл 19:4—7. Иосафат патша судьясене йышӑну тунӑ чухне ҫынсем мӗн каланине мар, Иеговӑн тӗрӗслӗх нормисене шута илӗр тенӗ.

Иеговӑн ӑслӑлӑхӗпе никам та танлашма пултарайманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

Пс 103:24; Ыт 2:1—8; Иер 10:12; Рм 11:33; 16:27

Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Пс 138:14; Иер 17:10

  • Библири тӗслӗхсем

    • 3Пш 4:29—34. Иегова Соломона ҫав вӑхӑтра пурӑннӑ пур ҫынран та ӑслӑрах тунӑ.

    • Лк 11:31; Ин 7:14—18. Иисус Соломонран чылай ӑслӑрах; анчах вӑл хӑйне Иегова ӑслӑлӑх панӑ тесе каланӑ.

Иегова пире питӗ хытӑ юратнине мӗнле кӑтартнӑ?

Ин 3:16; Рм 8:32; 1Ин 4:8—10, 19

Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Сф 3:17; Ин 3:35

  • Библири тӗслӗхсем

    • Мф 10:29—31. Иисус ҫерҫисене тӗслӗх вырӑнне илсе парса Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене питӗ хытӑ юратнине тата хакланине кӑтартса панӑ.

    • Мк 1:9—11. Иегова тӳперен Иисуса юрататӑп тата ырлатӑп тенӗ; кашни ачан хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗнчен ҫакӑн пек сӑмахсем илтес килет.

Иеговӑна юратма пирӗн тата мӗнле сӑлтавсем пур? Библире Иеговӑн ытти лайӑх енӗсем ҫинчен те каласа панӑ. Акӑ вӗсенчен хӑш-пӗрисем.

Аслӑ (Пс 8:2; 148:13)

Ӗмӗрхи; пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ те ҫук (Пс 89:2; 92:2)

Мирлӗ (Фп 4:9)

Мухтавлӑ (Ӳл 4:1—6)

Пурне те курса тӑракан (2Ҫл 16:9; Ыт 15:3)

Телейлӗ (1Тм 1:11)

Тӳрӗ (Пс 7:10)

Тӳсӗмлӗ (Ис 30:18; 2Пт 3:9)

Улшӑнманскер; шанчӑклӑ (Мл 3:6; Иак 1:17)

Уҫӑ кӑмӑллӑ (Пс 103:13—15; 144:16)

Хӑйне кӗҫӗне хуракан (Пс 17:36)

Хӗрхенекен (Тх 34:6)

Чунтан парӑннӑ (Ӳл 15:4)

Ырӑ (Лк 6:35; Рм 2:4)

Ыттисен хуйхине чӗре патне илме пӗлекен (Ис 49:15; 63:9; Зх 2:8)

Иеговӑна лайӑхрах пӗлсе пынӑ май пирӗн мӗнле туйӑмсем ҫуралӗҫ?

Сак 6:4, 5; Мк 12:28—32

Иеговӑшӑн эпир мӗнле ӗҫлеме пултаратпӑр?

Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен вӗсем тума пултарайманнине тума ыйтманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

Сак 10:12; Мх 6:8; 1Ин 5:3

  • Библири тӗслӗхсем

    • Сак 30:11—14. Иегова Моисей урлӑ панӑ закона израильтянсене тытса тӑма йывӑр пулман.

    • Мф 11:28—30. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйӗн пирки эпӗ ырӑ Хуҫа тенӗ; вӑл вара пурне те хӑйӗн Ашшӗ пек тӑвать.

Мӗншӗн Иегова мухтава тивӗҫлӗ?

Пс 104:1, 2; Ис 43:10—12, 21

Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Иер 20:9; Лк 6:45; Ап 4:19, 20

  • Библири тӗслӗхсем

    • Пс 103:1, 2, 10—20, 33, 34. Псалом юрлакан Иеговӑна вӑл тунӑ япаласемшӗн мухтанӑ.

    • Пс 148:1—14. Иегова кама тата мӗне тунӑ, ҫавсем пурте — ҫав шутрах ангелсем те — ӑна мухтаҫҫӗ; пирӗн те ӑна мухтамалла.

Хамӑра мӗнле тытнипе эпир ыттисене Иеговӑна мухтама хавхалантарма пултарӑпӑр?

Мф 5:16; Ин 15:8; 1Пт 2:12

Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Иак 3:13

Мӗншӗн пирӗн Иеговӑпа ҫывӑхланса пымалла?

Пс 72:28; Иак 4:8

Мӗншӗн хамӑра кӗҫӗне хуни пире Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма пулӑшать?

Пс 137:6; Ис 57:15

Мӗншӗн Иеговӑн тусӗ пулас тесен Библи вуламалла тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла?

Пс 1:1—3; 76:12—14; Мл 3:16

Мӗншӗн Иегова ҫинчен мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑмалла?

Мӗншӗн пирӗн Иеговӑран нимӗн те пытарма тӑрӑшмалла мар?

Иов 34:22; Ыт 28:13; Иер 23:24; 1Тм 5:24, 25

  • Библири тӗслӗхсем

    • 4Пш 5:20—27. Гиезий хӑйӗн ҫылӑхне пытарма хӑтланнӑ, анчах Гиезий мӗн тунине Иегова Елисей пророка уҫса панӑ.

    • Ап 5:1—11. Ананийӑпа Сапфирӑн ултавне тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ, вара вӗсене святой сывлӑша суйнӑшӑн наказани панӑ.