139-МӖШ СЫПӐК
Иисус ҫӗр ҫинче рай туса хурать
-
СУРӐХСЕМШӖН ТАТА КАЧАКАСЕМШӖН ҪАКӐ МӖНПЕ ВӖҪЛЕНӖ?
-
НУМАЙӐШӖ ҪӖР ҪИНЧИ РАЙРА САВӐНСА ПУРӐНӖ
-
ИИСУС МАЛАШНЕ ТЕ ҪУЛ, ЧӐНЛӐХ ТАТА ПУРНӐҪ ПУЛӖ
Иисус шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен пӗр тӑшман ӑна хирӗҫ тӑнӑ — вӑл Турӑ Ывӑлӗ сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫличченех ӑнӑҫсӑр пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Чӑнах та, Шуйттан Иисуса пӗрре анчах мар илӗртнӗ. Каярахпа Иисус ун пирки ҫапла каланӑ: «Ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ килет. Вӑл Манпа хуҫаланаймӗ!» (Иоанн 14:30, ҪХ.)
Иоанн апостол хӑйне кӑтартнӑ курӑнура «пысӑк аҫтахана [е дракона], шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене», мӗн кӗтнине курнӑ. Этемлӗхӗн ҫак чи хаяр тӑшманне тӳперен сирпӗтсе антармалла пулнӑ, вара вӑл «хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал пулнине пӗлнӗрен... хаярлӑхпа тулса» ҫитӗ (Ӳлӗмхине 12:9, 12, ҪХ). Христиансен хӑйсем ҫак кӗске тапхӑрта пурӑннине ӗненме тата кӗҫех «аҫтахана, авалхи ҫӗлене», пин ҫуллӑха тӗпсӗр вырӑна хупса хурассине ӗненме пур сӑлтав та пур. Ҫав пин ҫул хушшинче Сатана ним тума та пултараймӗ, Иисус вара Турӑ Патшалӑхӗнче патшара ларӗ (Ӳлӗмхине 20:1, 2).
Ҫав тапхӑрта ҫӗр ҫинче мӗн пулса иртӗ? Унта кам пурӑнӗ тата вӗсем мӗнле пурӑнӗҫ? Ҫавӑн ҫинчен Иисус мӗн каланинчен пӗлме пулать. Сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан тӗслӗхре вӑл сурӑхсемпе танлаштарнӑ тӳрӗ ҫынсене — Иисусӑн тӑванӗсене пулӑшакансене тата вӗсене ырӑ тӑвакансене — мӗнле пуласлӑх кӗтнине кӑтартса панӑ. Вӑл хӑйсене пачах урӑхла тытакан ҫынсене, качакасемпе танлаштарнӑскерсене, мӗн кӗтнине те уҫса панӑ. Иисус каланӑ: «Вӗсене [качакасене] ӗмӗрлӗхех пӗтерӗҫ, тӳррисем [сурӑхсем] вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗҫ» (Матфей 25:46, ҪТ).
Ҫакӑ пире Иисус хӑйӗнпе пӗрле ҫумри юпа ҫинче ҫакӑнса тӑракан преступника каланӑ сӑмахсене ӑнланма пулӑшать. Ҫав ҫынна вӑл хӑйӗн апостолӗсене сӗннӗ наградӑна — тӳпери Патшалӑха кӗмелли мая — сӗнмен. Ун вырӑнне Иисус ӳкӗнекен вӑрӑ-хураха: «Чӑн калатӑп сана паян: манпа пӗрле райра пулӑн»,— тесе сӑмах панӑ Лука 23:43, ҪТ). Ҫапла вара ҫав ҫыннӑн райра — илемлӗ паркра, рай пек садра — пурӑнмалли май уҫӑлнӑ. Хальхи вӑхӑтра камсем хӑйсен ӗҫӗсемпе «сурӑхсем» пулнине кӑтартаҫҫӗ, ҫавсем райра «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ» илӗҫ тесе шутлани вырӑнлӑ пек туйӑнать.
(Маларах асӑннӑ сӑмахсем Иоанн апостол ҫӗр ҫинче мӗнле пурнӑҫ пуласси ҫинчен каласа панипе килӗшсе тӑраҫҫӗ. Вӑл ҫырнӑ: «Акӑ Турӑ пурӑнакан вырӑн — этемсем хушшинче. Вӑл ҫакӑнта вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ; вӗсем Унӑн халӑхӗ пулӗҫ, Вӑл вара вӗсемпе пӗрле пулӗ, вӗсен Турри пулӗ. Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ» (Ӳлӗмхине 21:3, 4).
Иисуспа калаҫнӑ преступникӑн райра пурӑнас тесен вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулнӑ. Анчах та ҫав ҫынсӑр пуҫне ыттисене те вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ. Иисус ҫавна ҫакӑн пек сӑмахсемпе палӑртнӑ: «Тупӑкра выртакансен пурин те Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать, ырӑ тунисем ӗмӗр пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ, усал тунисем айӑпа юлмашкӑн чӗрӗлӗҫ» (Иоанн 5:28, 29).
Иисус пекех тӳпене каякан шанчӑклӑ апостолсем тата унӑн ытти вӗренекенӗсем (вӗсем мӗн чухлӗ пулассине палӑртса хунӑ) пирки мӗн калама пулать? Библире каланӑ: «Вӗсем Турӑпа Христосӑн священникӗсем пулӗҫ, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларӗҫ» (Ӳлӗмхине 20:6). Христоспа пӗрле патшара ларакансене ҫӗр ҫинчи арҫынсемпе хӗрарӑмсенчен суйласа илеҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем ҫӗре пуҫ пулса тытса тӑнӑ чухне хӗрхеннине тата ӑнланнине кӑтартӗҫ (Ӳлӗмхине 5:10).
Иисус хӑйӗн тӳлесе илме панӑ парнипе ҫынсемшӗн усӑ курӗ те вӗсене йӑхран йӑха куҫакан ҫылӑхӑн ылханӗнчен хӑтарӗ. Вӑл тата унпа пӗрле патшара ларакансем Турра шанчӑклӑ ҫынсене пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма пулӑшӗҫ. Вара Турӑ чи малтанах — Адампа Евӑна йышлӑланма тата ҫӗре тултарма хушнӑ чухне — мӗнле пурнӑҫ пама шутласа хунӑ, ҫынсем ҫавӑн пек пурнӑҫпа савӑнса пурӑнма пултарӗҫ. Адам ҫылӑха кӗнине пула пуҫланса кайнӑ вилӗм урӑх пулмӗ!
Ҫапла вара Иисус хӑйне Иегова мӗн тума ыйтнӑ, ҫавна пурне те туса ҫитерӗ. Иисус пин ҫул хушши патшара ларнӑ хыҫҫӑн Патшалӑха тата пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑнӑ этемлӗхӗн ҫемйине хӑйӗн Ашшӗне парӗ. Ҫакӑнта Иисус хӑйне чӑннипе кӗҫӗне хуни палӑрӗ. Ҫав событие Павел апостол акӑ мӗнле сӑнласа панӑ: «Пурне те Христоса пӑхӑнтарса пӗтерсессӗн, Ывӑлӗ Хӑй те вара пурне те Хӑйне Пӑхӑнтараканнине пӑхӑнӗ; вара мӗн пурринче те пурин ӑшӗнче те Турӑ пулӗ» (1 Коринф 15:28).
Чӑнах та, Туррӑн аслӑ тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшрен Иисус питӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. Ӗмӗр-ӗмӗрӗпе ҫав тӗллевсем уҫӑлса пынӑ май Иисус хӑй ҫинчен: «Эпӗ — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ»,— тесе каланипе пӗтӗмпех килӗшӳллӗн пурӑнӗ (Иоанн 14:6, ҪТ).