Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

123-МӖШ СЫПӐК

Иисус питӗ хытӑ хурланнӑ чухне кӗлтӑвать

Иисус питӗ хытӑ хурланнӑ чухне кӗлтӑвать

МАТФЕЙ 26:30, 36—46 МАРК 14:26, 32—42 ЛУКА 22:39—46 ИОАНН 18:1

  • ИИСУС ГЕФСИМАНИ САДӖНЧЕ

  • УНӐН ТАРӖ ЮН ТУМЛАМӖ ПЕК ПУЛСА ТӐРАТЬ

Иисус хӑйӗн шанчӑклӑ апостолӗсемпе пӗрле кӗлтуса пӗтерсен, вӗсем мухтав юррисем юрлаҫҫӗ. Унтан Елеон тӑвӗ патнелле уттараҫҫӗ (Марк 14:26). Вӗсем Гефсимани теекен сада каяҫҫӗ, унта Иисус час-часах пулкаланӑ.

Вӗсем олива йывӑҫӗсем хушшинчи хӑйсене килӗшекен вырӑна ҫитсен, Иисус унта сакӑр апостолне хӑварать те хӑй малалла кайма шут тытать. Тен, вӗсем сада кӗмелли вырӑнта тӑрса юлаҫҫӗ. Вӑл вӗсене калать: «Эпӗ ҫавӑнта кайса кӗлтӑвам-ха, эсир унччен ҫакӑнта ларӑр». Иисус хӑйӗнпе пӗрле виҫӗ апостола — Петра, Иакова тата Иоана — илет те сад ӑшнелле кӗрсе каять. Вӑл питӗ хытӑ пӑшӑрханса ӳкет. «Манӑн чунӑм вилесле асапланать; ҫакӑнта Манпа пӗрле пулӑр, ан ҫывӑрӑр»,— тет вӑл вӗсене (Матфей 26:36—38).

Иисус вӗсенчен кӑшт аяккарах каять те ҫӗре ӳксе кӗлтума пуҫлать. Ҫак питӗ йывӑр та кӑткӑс самантра вӑл Турӑран мӗн ыйтать? Вӑл кӗлтӑвать: «Эй Аттемӗм! Эсӗ пурне те тума пултаратӑн; ҫак куркана Манран ирттерсе ярсамччӗ; анчах Эпӗ тӑвас тени мар, Эсӗ тӑвас тени пултӑр» (Марк 14:35, 36). Ҫакӑнпа вӑл мӗн каласшӑн? Вӑл Тӳлесе Илекен пуласшӑн мар-им? Ҫук!

Иисус тӳпере пулнӑ чухне римлянсем вӗлернӗ ҫынсем мӗнле асапланса вилнине курнӑ. Халӗ вара вӑл — ыттисен хуйхине тата ыратӑвне чӗре патне илме пӗлекен ҫын — хӑйне мӗн кӗтни ҫинчен шухӑшланӑ май питӗ хытӑ хурланать. Пуринчен ытла ӑна путсӗр преступник вилӗмӗпе вилесси ҫинчен шухӑшлани калама ҫук хытӑ асаплантарать, мӗншӗн тесен ҫакӑ унӑн Ашшӗн ятне чыссӑрлатма пултарать. Темиҫе сехетрен ӑна юпа ҫине пӑталаса хурӗҫ те Турра хурлакан ҫын тесе айӑплӗҫ.

Иисус чылай вӑхӑт хушши кӗлтунӑ хыҫҫӑн таврӑнать те виҫӗ апостолӗ ҫывӑрнине курать. «Манпа пӗрле эсир пӗр сехет те пулин ҫывӑрмасӑр тӳсеймерӗр-и? — тесе калать вӑл Петра.— Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр». Иисус апостолсене те питӗ йывӑр пулнине тата вӗсем ывӑннине пӗлет. Вӑл калать: «Этемӗн чун-чӗмӗ ҫирӗп, ӳт-пӗвӗ вара хавшак» (Матфей 26:40, 41, ҪХ).

Унтан Иисус иккӗмӗш хут аяккарах каять те Турӑран «ҫак куркана» хӑйӗнчен ирттерсе яма ыйтать. Каялла таврӑнсан, вӑл каллех виҫӗ апостолӗ — илӗртӳ хыҫҫӑн кайса ҫылӑха кӗрес мар тесе кӗлтумалли вӑхӑтра — ҫывӑрнине курать. Иисус вӗсемпе калаҫнӑ чухне «вӗсем Ӑна нимӗн калама та» пӗлмеҫҫӗ (Марк 14:40). Иисус виҫҫӗмӗш хут аяккарах каять те кӗлтума чӗркуҫленсе ларать.

Иисуса хӑйне ҫынсем преступник тесе айӑпласа вӗлересси хӑйӗн Ашшӗн ятне чыссӑрлатма пултарни канӑҫ памасть. Иегова хӑйӗн Ывӑлӗн кӗллисене илтет, вара ӑна тӗреклетме ангела ярать. Ҫавӑн чухне те Иисус хӑйӗн Ашшӗне тархаслама пӑрахмасть — вӑл «тата хытӑрах» кӗлтӑвать. Туйӑмсем капланса килнӗрен шутсӑр йывӑр. Мӗн тери йывӑр ҫӗклем Иисусӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче! Кунта унӑн хӑйӗн ӗмӗрлӗх пурнӑҫӗ тата хӑйне ӗненекен ҫынсен ӗмӗрлӗх пурнӑҫӗ ҫинчен сӑмах пырать. Унӑн тарӗ ҫӗре тӑкӑнакан юн тумламӗ пек пулса тӑрать (Лука 22:44).

Иисус виҫҫӗмӗш хут таврӑнсан, вӑл каллех вӗсем ҫывӑрнине курать. «Эсир халӗ те ҫаплах ҫывӑратӑр, канатӑр,— тесе калать вӑл,— акӑ вӑхӑт ҫитрӗ, Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса параҫҫӗ; тӑрӑр, каяр: акӑ Мана сутаканӗ ҫывӑхрах» (Матфей 26:45, 46).