34-МӖШ СЫПӐК
Иисус вуникӗ апостол суйласа илет
-
12 АПОСТОЛ
Шыва кӗртекен Иоанн Иисус пирки Турӑ Путекӗ тесе каланӑранпа ҫулталӑк ҫурра яхӑн вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ. Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне халӑх умӗнче тума пуҫланӑ-пуҫламанах хӑш-пӗрисем унӑн вӗренекенӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсем хушшинче ҫак тӳркӑмӑллӑ ҫынсем — Андрей, Симон Петр, Иоанн, тен, Иаков (Иоанӑн пӗртӑванӗ), Филипп тата Варфоломей (унӑн тепӗр ячӗ Нафанаил). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иисус хыҫҫӑн ыттисем те ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ (Иоанн 1:45—47).
Халӗ Иисус апостолсене суйласа илме хатӗр. Вӗсем Иисусӑн ҫывӑх юлташӗсем пулӗҫ, вӑл вара вӗсене ятарлӑ майпа вӗрентӗ. Анчах та вӗсене суйласа илес умӗн Иисус ту ҫине — тен, Галилея тинӗсӗ ҫумӗнчи, Капернаумран инҫех мар вырнаҫнӑ ту ҫине улӑхать. Унта вӑл ҫӗрӗпе кӗлтӑвать, тен, Турӑран ӑслӑлӑхпа пиллӗх пама ыйтать. Тепӗр кунне вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнет те вӗсенчен 12-шне апостол пулма суйласа илет.
Вӗсенчен улттӑшӗ пирки сыпӑк пуҫламӑшӗнче каланӑ. Ҫав вӑхӑтра Иисус Матфея та, лешӗ налук кантурӗнче ларнӑ чухне, суйласа илет. Тепӗр пиллӗкӗшӗ вара ҫаксем — Иуда (ҫавӑн пекех ӑна Фаддей тата «Иаков ывӑлӗ» теҫҫӗ), Симон Кананит, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков тата Иуда Искариот (Матфей 10:2—4; Лука 6:16).
Ҫак 12 вӗренекенӗ пӗр вӑхӑт хушши ӗнтӗ Иисуспа пӗрле ҫӳреҫҫӗ, вӑл вара вӗсене лайӑх пӗлет. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем Иисусӑн хурӑнташӗсем. Иоанпа Иаков Иисусӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗсем пулмалла. Енчен те Алфей, хӑш-пӗрисем шутланӑ пек, Иисуса усрава илнӗ Иосифӑн пӗртӑванӗ пулсан, вара Алфей ывӑлӗ, Иаков апостол, Иисусӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ пулать.
Иисуса хӑйӗн апостолӗсен ячӗсене астуса юлма йывӑр мар паллах. Анчах та эсир вӗсене астӑватӑр-и? Вӗсене ҫапла астуса юлма пулать: иккӗшне Симон, иккӗшне Иаков тата иккӗшне Иуда тесе чӗнеҫҫӗ. Симонӑн (Петрӑн) пӗртӑванне Андрей, Иаковӑн (Зеведей ывӑлӗн) пӗртӑванне Иоанн тесе чӗнеҫҫӗ. Акӑ ҫакӑн пек сакӑр апостолӑн ятне астуса юлма пулать. Тепӗр тӑваттӑшӗ шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: налук пухакан (Матфей), каярахпа иккӗленнӗ (Фома), йывӑҫ айӗнче чӗннӗ (Нафанаил) тата унӑн тусӗ (Филипп).
Апостолсенчен вунпӗрӗшӗ Галилейӑран, Иисус ӳссе ҫитӗннӗ вырӑнтан. Нафанаил Канӑран. Филипп, Петр тата Андрей Вифсаидӑран. Пӗр вӑхӑт иртсен Петрпа Андрей Капернаума куҫса каяҫҫӗ, ҫавӑнтах Матфей та пурӑннӑ пулмалла. Иаковпа Иоанн та Капернаумра е ун ҫывӑхӗнче пурӑнаҫҫӗ — вӗсем унта пулӑҫ ӗҫӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Иуда Искариот, каярахпа Иисуса сутнӑскер, Иудейӑран тухнӑ пӗртен-пӗр апостол пулнӑ пулас.