Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

36-МӖШ СЫПӐК

Ҫӗрпӳ хытӑ ӗненнине кӑтартать

Ҫӗрпӳ хытӑ ӗненнине кӑтартать

МАТФЕЙ 8:5—13 ЛУКА 7:1—10

  • ҪӖРПӲН ТАРҪИНЕ СЫВАТНӐ

  • ӖНЕННИНЕ КӐТАРТАКАНСЕНЕ ПИЛЛӖҪ

Ту ҫинче каланӑ проповедь хыҫҫӑн Иисус Капернаума каять. Ҫав хулара ун патне иудейсен аслӑ ҫыннисем, е старейшинисем, пыраҫҫӗ. Вӗсене урӑх халӑх ҫынни — Рим ҫарӗнчи ҫӗрпӳ янӑ.

Ҫав ҫӗрпӳн хаклӑ тарҫи вилес пек чирлӗ выртнӑ. Ҫӗрпӳ урӑх халӑх ҫынни пулнӑ пулин те, вӑл Иисусран пулӑшу ыйтать. Иудейсем Иисуса ҫав ҫыннӑн «шалкӑм ҫапнӑ» тарҫи килте выртать тата «ытла та асапланать» тесе калаҫҫӗ (Матфей 8:6). Иудейсен старейшинисем ҫав ҫын пулӑшу илме тивӗҫлӗ пулнине Иисуса ҫапла ӑнлантарса параҫҫӗ: «Вӑл — Санӑн ырӑлӑхна курма тивӗҫлӗ ҫын: вӑл пирӗн халӑха юратать, пире синагога та лартса пачӗ» (Лука 7:4, 5).

Иисус старейшинӑсемпе пӗрле кайма шут тытать. Ҫӗрпӳн ҫурчӗ патне ҫитеспе лешӗ хӑйӗн тусӗсене ҫапла калама ярать: «Ан чӑрмансамах, Ҫӳлхуҫамӑр! Эпӗ Сана хамӑн килӗме чӗнме тивӗҫлӗ те мар; ҫавӑнпах, тивӗҫлӗ маррине пулах, Сан патна хам пымарӑм» (Лука 7:6, 7). Приказсем пама хӑнӑхнӑ ҫын хӑйне мӗн тери кӗҫӗне хурать! Унӑн сӑмахӗсенче вӑл хӑйсене чурасемпе хаяррӑн тытакан ытти римлянсенчен питӗ уйрӑлса тӑни курӑнать (Матфей 8:9).

Иудейсем урӑх халӑх ҫыннисенчен ютшӑннине ҫӗрпӳ пӗлет паллах (Апостолсен ӗҫӗсем 10:28). Тен, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл хӑйӗн тусӗсем урлӑ Иисуса ҫапла тархаслать: «Эсӗ кала ҫеҫ — манӑн тарҫӑм сывалӗ» (Лука 7:7).

Ҫакӑ Иисуса тӗлӗнтерсе ярать, вара вӑл ҫакна палӑртать: «Эпӗ Израиль хушшинче те ҫакӑн пек ӗненнине курманччӗ» (Лука 7:9). Ҫӗрпӳн ҫуртне таврӑнсан унӑн тусӗсем йывӑр чирпе выртакан тарҫи сывах пулнине кураҫҫӗ.

Ҫӗрпӳн тарҫине сыватнӑ хыҫҫӑн Иисус ҫак тӗслӗхпе усӑ курса иудей халӑхӗ шутне кӗмен ҫынсем ӗненнине кӑтартнипе пиллӗхсем илӗҫ тесе палӑртать. Вӑл калать: «Тухӑҫ енчен, анӑҫ енчен нумаййӑн килӗҫ те Авраампа, Исаакпа, Иаковпа пӗрле Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине ларӗҫ». Шанчӑклӑ мар иудейсем пирки мӗн калама пулать? Иисус каланӑ тӑрӑх, вӗсене «тулашри сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӗҫ; унта кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ» (Матфей 8:11, 12).

Эппин, иудейсене — Христоспа пӗрле Патшалӑха кӗме чи малтан сӗннӗ, анчах та ҫав майпа усӑ курасшӑн пулман иудейсене — сирсе ярӗҫ. Урӑх халӑх ҫыннисене вара, сӑнарлӑ каласан, «Ҫӳлти Патшалӑх кӗрекине» ларма май парӗҫ.