Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

23-МӖШ СЫПӐК

Иисус Капернаумра аслӑ ӗҫсем тӑвать

Иисус Капернаумра аслӑ ӗҫсем тӑвать

МАТФЕЙ 8:14—17 МАРК 1:21—34 ЛУКА 4:31—41

  • ИИСУС ДЕМОНА ХӐВАЛАСА КӐЛАРАТЬ

  • ПЕТРӐН ХУНЯМӐШНЕ СЫВАТАТЬ

Иисус хӑйӗн тӑватӑ вӗренекенне — Петра, Андрее, Иакова тата Иоана — ҫынсене тытакансем пулма чӗнсе илнӗ. Халӗ шӑматкун, ҫавӑнпа вӗсем пурте Капернаумри синагогӑна каяҫҫӗ. Иисус синагогӑра вӗрентет, вара халӑх вӑл мӗнле вӗрентнинчен каллех тӗлӗнет. Вӑл вӗсене кӗнекеҫӗсем пек мар, власть пур ҫын пек вӗрентет.

Ҫак шӑматкун унта усал ернӗ ҫын пур. Вӑл унта синагогӑрах кӑшкӑрать: «Эй Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗн ҫумра мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ! эпӗ Эсӗ камне пӗлетӗп: Эсӗ — Туррӑн Святойӗ». Иисус демона — ҫав ҫынна хӑй аллине ярса илнӗ демона — сивлесе калать: «Чарӑн, тух ун ӑшӗнчен» (Марк 1:24, 25).

Вара усал сывлӑш ҫынна ҫӗре ӳкерет те чӗтрентерме пуҫлать. Демон питӗ хытӑ кӑшкӑрать, анчах ҫын ӑшӗнчен «нимӗнле сиен тумасӑрах» тухать (Лука 4:35). Синагогӑри ҫынсем пурте сехӗрленсе ӳкеҫҫӗ! «Мӗн ку? — ыйтаҫҫӗ вӗсем.— Вӑл усал сывлӑшсене хушать те, лешӗсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ» (Марк 1:27). Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ҫак тӗлӗнмелле событи ҫинчен хыпар пӗтӗм Галилея тӑрӑх сарӑлать.

Синагогӑран тухсан Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Симон Петрӑн килне каяҫҫӗ. Петрӑн хунямӑшӗ питӗ чирлӗ пулнӑ, тар чирӗпе выртнӑ. Вӗсем Иисуса ӑна пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Иисус ун патне пырать те ӑна аллинчен тытса ҫӗклесе тӑратать. Петрӑн хунямӑшӗ тӳрех сывалать, вара вӑл Иисуса тата унпа килнӗ вӗренекенӗсене пӑхма пуҫлать. Тен, вӑл вӗсем валли апат хатӗрлет.

Хӗвел аннӑ вӑхӑтра таврари ҫынсем хӑйсен чирлисене Петрӑн килӗ патне илсе пыраҫҫӗ. Кӗҫех алӑк умне пӗтӗм хула пухӑннӑ пек туйӑнать. Мӗншӗн ҫак ҫынсем килнӗ? Вӗсем сываласшӑн. Ҫапла, «чирлӗ ҫын пуррисем пурте тӗрлӗ чирпе асапланакансене Иисус патне илсе пынӑ; Вӑл, кашнийӗ ҫине аллисене хурса, вӗсене сыватнӑ» (Лука 4:40). Ҫынсем кирек мӗнле чирпе чирлесен те, Иисус — ун ҫинчен малтанах каласа хунӑ пекех — вӗсене пулӑшать (Исаия 53:4). Демонсем ярса илнӗ ҫынсене те вӑл хӑтарать. Ҫынсенчен тухнӑ чухне усал сывлӑшсем: «Эсӗ — Турӑ Ывӑлӗ Христос!» — тесе кӑшкӑрса тухаҫҫӗ (Лука 4:41). Анчах Иисус вӗсене сивлет те калаҫма чарать. Иисус вӑл Христос пулнине демонсем пӗлеҫҫӗ, анчах та Иисус вӗсем чӑн Турӑшӑн ӗҫлекенсем пек ан курӑнччӑр тет.