Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

30-МӖШ СЫПӐК

Иисус — Турӑ Ывӑлӗ

Иисус — Турӑ Ывӑлӗ

ИОАНН 5:17—47

  • ТУРӐ — ИИСУСӐН АШШӖ

  • ВИЛНИСЕНЕ ЧӖРТСЕ ТӐРАТМА СӐМАХ ПАНӐ

Иудейсем Иисуса ҫынна сыватнипе шӑматкун ҫинчен калакан саккуна пӑсатӑн тесе айӑпласан, Иисус хуравлать: «Манӑн Аттем Хӑй ӗҫне халичченех тӑвать, Эпӗ те тӑватӑп» (Иоанн 5:17).

Туррӑн шӑматкун пирки калакан саккунӗ Иисус тӑвакан ӗҫсене тума чармасть. Ырӑ хыпар сарнипе тата ҫынсене сыватнипе вӑл Турӑ тӑвакан ырӑ ӗҫсем евӗрлӗ ӗҫсем тӑвать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус кашни кун ырӑ ӗҫсем тӑвать. Анчах та вӑл ҫавӑн пек хуравлани ӑна айӑплакансене тата ытларах ҫиллентерсе ярать, ҫавӑнпа вӗсем ӑна вӗлересшӗн пулаҫҫӗ. Мӗншӗн вӗсем хӑйсене ҫавӑн пек тытаҫҫӗ?

Вӗсем Иисус ҫынсене сыватнипе шӑматкун ҫинчен калакан саккуна пӑсать тесе йӑнӑш шутлаҫҫӗ, унсӑр пуҫне вӗсене вӑл хӑйӗн пирки Турӑ Ывӑлӗ тени те тарӑхтарать. Вӗсен шучӗпе, вӑл Турра хӑйӗн Ашшӗ вырӑнне хунипе Турра хурлать, мӗншӗн тесен Иегова пирки хӑйӗн Ашшӗ тенипе Иисус хӑйне Турӑпа тан тӑвать тесе шутлаҫҫӗ вӗсем. Анчах та Иисус хӑйӗнпе Турӑ хушшинчи ятарлӑ хутшӑнусем ҫинчен малалла хӑюллӑн ҫапла калать: «Ашшӗ Ывӑлне юратать, ҫавӑнпа Хӑй мӗн тунине Вӑл Ӑна пӗтӗмпех кӑтартать» (Иоанн 5:20).

Ашшӗ — Пурнӑҫ Паракан, ҫакна Вӑл ӗлӗк ҫынсене вилнисене чӗртсе тӑратма хӑват панипе кӑтартнӑ. Иисус малалла калать: «Ашшӗ вилнисене чӗртсе пурӑнӑҫ панӑ пекех, Ывӑлӗ те кама пурӑнӑҫ парас тет, ҫавна парать» (Иоанн 5:21). Мӗн тери тарӑн пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем! Вӗсем пуласлӑх пирки шанчӑк параҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, Ывӑл халех, сӑнарлӑ каласан, вилнисене чӗртет. Ҫавӑнпа Иисус калать: «Манӑн сӑмаха итлекен, Мана Яракана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать, вӑл сута пымасть — вӑл ӗнтӗ вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫнӑ» (Иоанн 5:24).

Ҫак вӑхӑт тӗлнелле Иисус кама та пулин вилӗмрен чӗртсе тӑратни ҫинчен Библире калани ҫук, анчах вӑл хӑйне айӑплакансене пуласлӑхра вилнисене чӗртсе тӑратасси пулатех тесе калать: «Вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ: тупӑкра выртакансем пурте Турӑ Ывӑлийӗн сассине илтӗҫ [«те тухӗҫ», ҪТ]» (Иоанн 5:28, 29, ҪС).

Иисус пуласлӑхра Турӑ лартнӑ судья пулса ӗҫлӗ пулин те тата вилнисене чӗртсе тӑратӗ пулин те, вӑл пурпӗр Турра пӑхӑнса тӑрать. Ҫакна вӑл ҫакӑн пек уҫӑмлӑн палӑртать: «Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те тума пултараймастӑп... Эпӗ Хам ирӗкӗме мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне пурӑнӑҫлатӑп» (Иоанн 5:30). Туррӑн тӗллевне пурнӑҫлас тӗлӗшрен Иисус хӑй мӗнле пысӑк вырӑн йышӑнни ҫинчен пӗрремӗш хут ҫавӑн пек уҫҫӑн калать. Анчах та Иисус хӑй кам пулни пирки тата хӑй мӗн тӑвасси пирки хӑй кӑна ҫирӗплетсе каламасть. «Эсир ӗнтӗ [Шыва кӗртекен] Иоанн патне ҫынсем ятӑр,— аса илтерет вӗсене Иисус,— вӑл чӑнлӑх ҫинчен ҫирӗплетсе каларӗ» (Иоанн 5:33).

Икӗ ҫула яхӑн каялла Иоанн иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсене хӑйӗн хыҫҫӑн килекен пирки — кам пирки «пророк» тата «Христос» тенӗ, ҫавӑн пирки — мӗн каланине Иисуса айӑплакансем илтнӗ пулас (Иоанн 1:20—25). Иисус хӑйне айӑплакансене ун чухне вӗсем Иоана, халӗ тӗрмере лараканскере, мӗнле хисепленине аса илтерсе ҫапла калать: «Эсир унӑн ҫутинче пӗр вӑхӑт савӑнмашкӑн хатӗрччӗ» (Иоанн 5:35). Анчах та Шыва кӗртекен Иоанн ҫирӗплетсе каланинчен те хӑватлӑрах ҫирӗплетсе калани пур тесе палӑртать Иисус.

«Мана Аттем тума панӑ ӗҫсем [ҫав шутрах, нумаях пулмасть ҫынна сыватни], ҫак Эпӗ тӑвакан ӗҫсем хӑйсемех, Мана Аттем яни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ». Иисус ҫапла та калать: «Мана янӑ Аттем Ман ҫинчен Хӑй пӗлтерчӗ» (Иоанн 5:36, 37). Сӑмахран, Турӑ Иисус ҫинчен вӑл шыва кӗнӗ чухне пӗлтернӗ (Матфей 3:17).

Чӑнах та, Иисуса сирсе янӑшӑн ҫав айӑплавҫӑсене тӳрре кӑларма нимле сӑлтав та ҫук. Ҫав ҫынсем Ҫырӑва тӗпчетпӗр теҫҫӗ, анчах ҫав Ҫыру та ун ҫинчен пӗлтерет. «Моисее ӗненнӗ пулсан, эсир Мана та ӗненӗттӗр,— тесе пӗтӗмлетӳ тӑвать Иисус,— мӗншӗн тесессӗн вӑл Ман ҫинчен ҫырнӑ. Вӑл ҫырнине те ӗненместӗр пулсан, Ман сӑмахӑмсене епле ӗненӗр?» (Иоанн 5:46, 47.)