Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

37-МӖШ СЫПӐК

Иисус тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртет

Иисус тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртет

ЛУКА 7:11—17

  • НАИН ХУЛИНЧЕ ҪАМРӐКА ВИЛӖМРЕН ЧӖРТНИ

Рим ҫарӗнчи ҫӗрпӳн тарҫине сыватнӑ хыҫҫӑн кӑштах вӑхӑт иртсен Иисус Капернаумран тухать те кӑнтӑр-хӗвеланӑҫалла 32 ҫухрӑма яхӑн аякра вырнаҫнӑ Наин хулине ҫул тытать. Вӑл пӗччен мар. Унпа пӗрле унӑн вӗренекенӗсем тата темӗн чухлӗ халӑх пырать. Вӗсем хула патне каҫ еннелле ҫитеҫҫӗ пулмалла. Вӗсене хирӗҫ ҫынна пытарма тухнӑ халӑх пырать. Иудейсем вилнӗ ҫамрӑк ҫынна пытарма хула хапхинчен йӑтса тухаҫҫӗ.

Пуринчен ытла ҫав ҫамрӑкӑн амӑшӗ хуйхӑрать. Вӑл — тӑлӑх арӑм, ку вилнӗ ҫамрӑк вара унӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ. Упӑшки вилсен унӑн, сахалтан та, юратнӑ ывӑлӗ юлнӑ. Вӑл ывӑлне мӗнле хаклама пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха, вӗт вӑл уншӑн шанчӑклӑ тӗрек пулнӑ тата хӑйӗн пуласлӑхне те унпа ҫыхӑнтарнӑ. Халӗ вара вӑл та вилнӗ. Унпа халӗ кам шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларӗ-ши, кам пулӑшса тӑрӗ-ши?

Иисус ҫав хӗрарӑма курсан, унӑн хуйхи Иисусӑн чӗрине пырса тивет. Ыррӑн, ҫав вӑхӑтрах тӗрек кӳрекен сасӑпа вӑл калать: «Ан йӗр». Анчах Иисус ҫакна ҫеҫ тумасть. Вӑл вилнӗ ҫын выртакан наҫилкка патне пырать те ӑна сӗртӗнет (Лука 7:13, 14). Иисус хӑйне мӗнле тытни хуйхӑракан хула ҫыннисене тӗлӗнтерет, вара виле пытарма каякан халӑх чарӑнса тӑрать. Ҫынсем аптраса тӑраҫҫӗ: мӗншӗн вӑл ҫавӑн пек каларӗ тата вӑл мӗн тӑвасшӑн?

Иисуспа килнисем мӗн шутлаҫҫӗ? Вӑл чирлисене нумайӑшне сыватнӑ чухне вӗсем унӑн хӑватлӑ ӗҫӗсене курса тӑнӑ. Анчах та вӗсем Иисус кама та пулин вилӗмрен чӗртсе тӑратнине нихӑҫан та курман пулмалла. Ӗлӗк вилнисене чӗртсе тӑратни пулнӑ пулин те, Иисус ҫавна тума пултарать-ши? (3 Патшасен 17:17—23; 4 Патшасен 4:32—37.) Иисус хушать: «Ачам, сана калатӑп — тӑр!» (Лука 7:14.) Шӑп ҫавӑн пек пулса тухать те. Ҫамрӑк наҫилкка ҫине ларать те калаҫма пуҫлать. Иисус ӑна шалт тӗлӗннӗ тата калама ҫук пысӑк савӑнӑҫпа савӑнакан амӑшне парать. Халӗ ӗнтӗ вӑл пӗччен мар.

Ҫынсем вилнӗ ҫамрӑк чӑннипех чӗрӗлсе тӑнине курсан Пурнӑҫ Паракана, Иеговӑна, мухтаса ҫапла калаҫҫӗ: «Пирӗн хушшӑмӑртан аслӑ пророк тухрӗ». Теприсем Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫӗн пӗлтерӗшне ӑнланнипе: «Турӑ Хӑйӗн халӑхне хӑтарма килчӗ»,— тесе калаҫҫӗ (Лука 7:16). Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен пӗтӗм тавралӑха хыпар сарӑлать. Тен, ҫак хыпар Иисусӑн тӑван хулине — Наинран 10 ҫухрӑма яхӑн аякра вырнаҫнӑ Назарета ҫитет. Ҫакӑн ҫинчен кӑнтӑралла вырнаҫнӑ Иудейӑра та илтеҫҫӗ.

Шыва кӗртекен Иоанн халӗ те тӗрмере ларать, вӑл вара Иисус мӗнле ӗҫсем туни ҫинчен питӗ пӗлесшӗн. Иоанӑн вӗренекенӗсем ӑна Иисус тӑвакан тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен каласа параҫҫӗ. Ҫакна вӑл мӗнле йышӑнать?