28-МӖШ СЫПӐК
Мӗншӗн Иисусӑн вӗренекенӗсем типӗ тытмаҫҫӗ?
МАТФЕЙ 9:14—17 МАРК 2:18—22 ЛУКА 5:33—39
-
ИОАНӐН ВӖРЕНЕКЕНӖСЕМ ИИСУСРАН ТИПӖ ТЫТАССИ ПИРКИ ЫЙТАҪҪӖ
Шыва кӗртекен Иоанн темиҫе уйӑх хушши ӗнтӗ тӗрмере. Ӑна хупасса та Иисус пирӗн эрӑри 30 ҫулхи Пасха уявӗнче пулнӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт иртсен хупнӑ. Иоанн хӑйӗн вӗренекенӗсем Иисус хыҫҫӑн пыракансем пулччӑр тет, анчах та хальлӗхе ҫакна вӗсем пурте туман-ха.
Пирӗн эрӑри 31 ҫулхи Пасха ҫывхарса килет. Иоанӑн вӗренекенӗсенчен хӑш-пӗрисем Иисус патне пыраҫҫӗ те унран ыйтаҫҫӗ: «Фарисейсем те, эпир те тӑтӑшах типӗ тытатпӑр, Санӑн вӗренекенӳсем мӗншӗн типӗ тытмаҫҫӗ?» (Матфей 9:14.) Фарисейсемшӗн типӗ тытасси вӑл — тӗн йӑли-йӗрки. Каярахпа Иисус пӗр мӑнкӑмӑллӑ фарисей ҫинчен тӗслӗх илсе парать, унта вара ҫав фарисей ҫапла калать: «Эй Турӑ! тав тӑватӑп Сана: эпӗ ытти ҫынсем пек... мар: эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп» (Лука 18:11, 12). Иоанӑн вӗренекенӗсен те типӗ тытасси йӑлана кӗнӗ пулмалла. Е вӗсем Иоанн тӗрмере ларнӑ пирки хуйхӑрнӑран типӗ тытаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ыйту сиксе тухать: мӗншӗн Иисусӑн вӗренекенӗсем типӗ тытмаҫҫӗ? Мӗншӗн вӗсем Иоанпа мӗн пулса тухнишӗн хуйхӑрмаҫҫӗ?
Иисус тӗслӗх илсе парса хуравлать: «Туй ҫыннисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне хуйхӑраҫҫӗ-и? Анчах та вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне типӗ тытӗҫ вара» (Матфей 9:15).
Иоанн хӑй те Иисус пирки кӗрӳ каччӑ тенӗ (Иоанн 3:28, 29). Иисус халӗ хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле пулнӑран вӗсем типӗ тытмаҫҫӗ. Каярахпа, Иисус вилсен, унӑн вӗренекенӗсем хуйхӑрӗҫ, вара вӗсен ҫиес кӑмӑл та пулмӗ. Анчах та вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан хурланма тата типӗ тытма нимле сӑлтав та пулмӗ.
Иисус тепӗр икӗ тӗслӗх илсе парать: «Никам та кивӗ тумтир ҫумне ҫӗнӗ пир саплӑк лартмасть: ун пек саплӑк кивӗ пире тӑпӑлтарса кӑларӗ те, шӑтӑкӗ тата пысӑкрах пулӗ. Ҫӗнӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа тултармаҫҫӗ; апла хутаҫӗ ҫурӑлать те, эрехӗ те юхса тухать, хутаҫӗ те сая каять; ҫӗнӗ эрехе ҫӗнӗ сӑран хутаҫа тултараҫҫӗ» (Матфей 9:16, 17). Ҫакӑнпа Иисус мӗн каласшӑн?
Шыва кӗртекен Иоанӑн вӗренекенӗсен ҫакна ӑнланмалла: никамӑн та Иисус хыҫҫӑн пыракансенчен иудаизм тӗнӗнчи авалхи йӑла-йӗркене, сӑмахран, типӗ тытас йӑлана, тытса тӑрасса кӗтмелле мар. Иисус кивелнӗ, хӑйӗнне пурӑнса ирттернӗ пуҫҫапмалли йӗркене — кӗҫех Турӑ пӗтерме палӑртса хунӑ тӗн йӗркине — малалла тӑсма, сӑнарлӑ каласан, ун ҫине саплӑк ҫӗлесе лартма килмен. Иисус мӗнле пуҫҫапма хавхалантарать, ҫавӑн пек пуҫҫапнине этем йӑлисене кӗртсе тултарнӑ иудаизм тӗнӗпе ҫыхӑнтармалла мар. Иисус кивӗ тумтир ҫине ҫӗнӗ саплӑк ҫӗлесе хума е хытса ларнӑ кивӗ сӑран хутаҫа ҫӗнӗ эрех тултарма хӑтланмасть.