95-МӖШ СЫПӐК
Уйрӑласси тата ачасене юратасси пирки вӗрентни
МАТФЕЙ 19:1—15 МАРК 10:1—16 ЛУКА 18:15—17
-
УЙРӐЛАССИ ҪИНЕ ТУРӐ МӖНЛЕ ПӐХНИ ҪИНЧЕН КАЛАТЬ ИИСУС
-
МӐШӐРЛАНМАСӐР ПУРӐНМА ПУЛТАРНИ
-
АЧАСЕМ ПЕК ПУЛМА КИРЛИ
Галилейӑран тухсан Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Иордан урлӑ каҫаҫҫӗ те Перея тӑрӑх кӑнтӑралла ҫул тытаҫҫӗ. Иисус Перейӑра юлашки хут пулнӑ чухне вӑл упӑшкипе арӑмӗ уйрӑласси ҫине Турӑ мӗнле пӑхни пирки фарисейсене каланӑ (Лука 16:18). Халӗ вара вӗсем Иисуса тӗрӗслес тесе ҫав ыйтӑва каллех ҫӗклеҫҫӗ.
Моисей ҫырнӑ тӑрӑх, упӑшки «арӑмӗ ҫумӗнче мӗн те пулин йӗрӗнмелли тупнипе» унран уйрӑлма пултарать (Саккуна астутарни 24:1). Мӗнле сӑлтава пула уйрӑлма юрани пирки тӗрлӗрен шутлаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем питӗ пӗчӗк сӑлтава пула та уйрӑлма юрать теҫҫӗ. Ҫавӑнпа фарисейсем ыйтаҫҫӗ: «Ҫыннӑн кирек мӗнле сӑлтавпа та арӑмне уйӑрса яма юрать-и?» (Матфей 19:3.)
Ҫынсем мӗн шутланине калас вырӑнне Иисус, Аслӑ Вӗрентекен, Турӑ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки чи малтан мӗн шутласа хунине аса илтерет. «Пултаракан чи малтанах вӗсене арлӑ-арӑмлӑ пултарни ҫинчен, Вӑл: „ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗ-амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ“ тенине вуламан-им эсир? — тесе ыйтать вӑл.— Ҫапла ӗнтӗ вӗсем иккӗн мар, вӗсем — пӗр ӳт. Ҫавӑнпа Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр» (Матфей 19:4—6). Турӑ Адампа Евӑна мӑшӑрлантарнӑ чухне вӑл вӗсене уйрӑлмалла туман.
Анчах фарисейсем Иисуспа тавлашаҫҫӗ: «Моисей мӗнле-ха апла уйрӑлу хутне парсан арӑмпа уйӑрӑлма ирӗк панӑ?» (Матфей 19:7.) Иисус вӗсене калать: «Эсир хытӑ чӗреллӗ пулнӑран Моисей сире арӑмӑрсене уйӑрса яма ирӗк панӑ; малтан апла пулман» (Матфей 19:8). Иисус «малтан» тенипе Моисей пурӑннӑ вӑхӑт пирки мар, Турӑ Эдем садӗнче мӑшӑрлӑ пурнӑҫа пуҫарса янӑ вӑхӑт ҫинчен калать.
Малалла Иисус кирлӗ чӑнлӑх ҫинчен калать: «Кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫ [грекла порне́йа] айӑпӗсӗрех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫавӑ хӑй аскӑн ӗҫ тӑвать; уйӑрса янӑ арӑма качча илекен те аскӑн ӗҫ тӑвать» (Матфей 19:9). Апла пулсан, Сӑваплӑ Ҫыру тӑрӑх, уйрӑлма ирӗк паракан пӗртен-пӗр сӑлтав вӑл — аскӑн ӗҫ.
Мӗн илтни вӗренекенсене тӗлӗнтерет, ҫавӑнпа вӗсем калаҫҫӗ: «Ҫыннӑн арӑм тӗлӗшӗнчен ҫапла пулмалла пулсан, авланманни лайӑхрах» (Матфей 19:10). Чӑнах та, кам мӑшӑрланма шутлать, ҫавӑн хӑйӗн мӑшӑрӗпе мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе пӗрле пурӑнмаллине асра тытмалла.
Авланмасӑр е качча каймасӑр пурӑнасси пирки Иисус хӑш-пӗрисем ҫураласса арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма юрӑхсӑр ҫуралаҫҫӗ тесе калать. Теприсене ҫынсем ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ. Тата теприсем ар ҫыхӑнӑвне кӗрес кӑмӑла тытса чарма пултараҫҫӗ. Ҫакна вӗсем Патшалӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене ытларах хутшӑнма май пултӑр тесе тӑваҫҫӗ. «Кам ҫакна [мӑшӑрланмасӑр пурӑнассине] йышӑнаять — йышӑнтӑр»,— тесе чӗнсе калать Иисус (Матфей 19:12).
Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫынсем хӑйсен ачисене Иисус патне илсе пыма пуҫлаҫҫӗ. Анчах вӗренекенӗсем вӗсене ҫавӑншӑн ятлаҫҫӗ, ҫакна вӗсем Иисуса нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе тӑваҫҫӗ пулас. Иисус ҫакна курсан кӑмӑлсӑр пулать, вара вӑл вӗренекенӗсене калать: «Ачасем Ман патӑма килччӗр, вӗсене чарса ан тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Патшалӑхӗ — ҫавӑн пеккисемшӗн. Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫавӑ унта кӗреймӗ» (Марк 10:14, 15; Лука 18:15).
Иисус питӗ лайӑх ӑса вӗрентет! Турӑ Патшалӑхне йышӑнас тесен пирӗн хамӑра ачасем пекех кӗҫӗне хумалла тата вӗренме хатӗр пулмалла. Унтан Иисус ачасене ыталанипе тата пилленипе юратнине кӑтартать. Вӑл «Турӑ Патшалӑхне кам ача пек» йышӑнать, ҫавсене пурне те ҫавӑн пек юратать (Лука 18:17).